Комментари хушас

31 Юпа, 2014

Пĕлсе шăвармалла

Хĕле кĕриччен йывăçсене мĕншĕн шăвармаллине ăнлантарса парсамăр, тархасшăн.

Вячеслав Осипов. Хĕрлĕ Чутай районĕ.

ЧР Çут çанталăк министерствин специалисчĕ Галина КУЗНЕЦОВА хуравлать:

– Çĕр нÿрлĕ пулни йывăç тымарĕсене сахал юрлă хĕле тата шартлама сивĕсене чăтса ирттерме пулăшать. Пĕлетĕр ĕнтĕ: типĕ çĕр тарăн шăнать, тымарĕсем шăннипе йывăç пĕтме пултарать. Çапла ан пултăр тесен йывăçа лайăх шăвармалла. Анчах чылай чухне мĕнле шăваратпăр-ха эпир? Шыва витри-витрипе йывăç кутне тăкатпăр. Ура айĕнчи çĕре çăрăлтарать кăна вăл. Пирĕн вара йывăç тымарне шăвармалла. Çакна тума йывăç йĕри-тавра шахмат йĕркипе пĕрер кĕреçе тарăнăш шăтăк чавса тухмалла. Йывăç вулли патне çывхарса пынăçемĕн шăтăксем ăшăхланмалла. Пысăк улмуççисене шăварма 20 шăтăк таран чавмалла, çамрăккисене валли - сахалрах.

Шыва çав шăтăксене ямалла, вăл пĕтĕмĕшпех сăрхăнсан шăтăка каялла хупласа тикĕслемелле.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.