Комментари хушас

1 Чÿк, 2014

Хирĕçме сăлтав ан пултăр

Республикăри лару-тăрушăн тăнăçлăх кăтартуллă, нацисен хутшăнăвĕсем тĕлĕшпе те пĕтĕмпех йĕркеллĕ - çапларах пулчĕ Чăваш Республикинчи терроризмпа кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссин ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе кĕçнерникун иртнĕ ларăвĕнчи калаçу шăнăрĕ. Анчах ку сисчĕвленмелли самантсем çуккине пĕлтермест.

Вĕсене культура министрĕ Вадим Ефимов пайăррăн палăртрĕ. Калăпăр, азербайджансен Чăваш Енри диаспоринче хирĕç тăру сĕмĕ палăрнă - тивĕçлĕ тытăмсем ăна вăхăтра асăрханă май çивĕчлĕхе сирме май килнĕ. Узбексемпе таджиксен республикăра икшер диаспора, вĕсен ертÿçисен хушшинче пĕри тепринчен аслăрах пулас кăмăл пурри палăрать. Эппин, ĕç-пуç шала кайиччен кунта та патшалăх органĕсем хушша кĕни вырăнлă. Министр шухăшĕпе, диаспорăсем пĕтĕçсе пĕрле ĕçленинчен ырри çук, çавна май вĕсен ертÿçисене пĕрлешмешкĕн ÿкĕте кĕртмелле. Çакă вĕсене хăйсен йăхташĕсен ыйтăвĕсене татса парас тĕлĕшпе тухăçлă ĕçлеме пулăшĕ кăна.

Михаил Игнатьев вара мăсăльмансен тĕн управленийĕнчи çивĕчлĕхпе кăсăкланчĕ - мĕн пулса иртет? В.Ефимов палăртнă тăрăх - чăнах та, тăнăçлăх çукки сисĕнет. Хăш-пĕр прихут вырăнти управлени тытăмĕнчен тухса Тĕп тĕн управленийĕн пăхăнăвне куçнă. Канаш хулинче, Комсомольски, Патăрьел районĕсенче çавнашкал кăмăллă прихутсем татах пулнă-мĕн. «Эпир ку енĕпе çынсемпе курнăçрăмăр, нумаях пулмасть Комсомольски районĕнче тĕлпулу ирттертĕмĕр. Асăннă туртăма «лăплантартăмăр» теме юрать, çапах ыйтусем пур: мечĕтсем вырнаçнă çĕр, пурлăх тĕлĕшпе - вĕсене татса памалла», - пĕлтерчĕ Вадим Петрович.

Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов çамрăксем экстремизм йышши киревсĕр пулăмсен тыткăнне лекесрен сыхланса ирттерекен йышлă мероприяти çинчен каласа панă май яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа ĕçпе тивĕçтерни уйрăмах пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Çав шутра, сăмахран, студентсен строительство отрячĕсене йĕркелесе. ССО юхăмĕ пĕр вăхăт вуçех пăчланнăччĕ, халь тепĕр хут вăй илсе пыни сисĕнет.

Министр шухăшĕпе республика Пуçлăхĕ те килĕшет: «Çамрăклах ĕçе явăçтарма тăрăшмалла. Çак кунсенче иртнĕ пĕр канашлура «спайс» йышши хутăшсемпе усă куракан çамрăксен 50% ниçта та ĕçлеменни пирки сăмах пулнăччĕ. Ĕçпе туслаштармалла: строительствăра, ял хуçалăхĕнче, территорисене тирпейлес енĕпе вăй хуччăр - халĕ унта ĕç укçи те питĕ пĕчĕк тееймĕн...»

Ют çĕршывсенчен кунта вĕренме килнĕ студентсене куçран вĕçертме юраманни пирки те сăмах пулчĕ. Вĕсен шучĕ ÿссе пынине тĕпе хурсан - пушшех. Вĕренÿ министрĕ юлашки çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче те чикĕ леш енчен килнĕ çамрăксем нумайланнине палăртрĕ - Узбекистан, Таджикистан çамрăкĕсем пĕлÿ илеççĕ. Ытти аслă вĕренÿ заведенийĕ те çакнашкал çулпа утасшăн. Ют çĕршыв çамрăкĕсем ытларах вĕренни - вĕсен ĕçне хакламалли индикаторсен шутĕнче, çавăнпа аслă шкулсем чикĕ леш енчен килекен яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа хапăл. Ку, паллах, лайăх, çав вăхăтрах сыхлăха çухатмалла мар: «Вĕсен хушшинче вăл е ку заданисене пурнăçлама килекенсем ан пулччăр», - асăрхаттарчĕ Михаил Васильевич.

Терроризмпа экстремизмран, национализмран сыхланас ĕçре, паллах, массăллă информаци хатĕрĕсен пĕлтерĕшĕ те пысăк. Информполитика министрĕн çумĕ Алексей Новиков пресса ку енĕпе пысăк ĕç пурнăçланине палăртрĕ: ĕç-пуçа çивĕчлетекен материалсем пулман - халăхсен туслăхне çирĕплетес тĕллевлисем кăна. Çапах, унăн шухăшĕпе, Наци телекуравĕ хальлĕхе Шупашкартан тухса районсене çитейменни унăн асăннă ĕçри хăвачĕпе туллин усă курма чăрмантарать. Чăн та, ку енĕпе ĕç пырать, территорисен «цифра танмарлăхĕ» çывăх вăхăтра пĕтмелле. Çийĕнчен М.Игнатьев сотовăй çыхăну пур çĕрте те кирлĕ пек ĕçлеменнине те аса илтерчĕ: «Федераци трасси çинчех хăш-пĕр çĕрте, сăмахран, «Билайн» тытмасть. Ыттисен те çавнашкалах. Вĕсем тивĕçлĕ килĕшÿсем тунă, çĕр лаптăкĕсем илсе вышкăсем лартса тултарчĕç, çынсенчен укçа илеççĕ... Çакă та граждансем, уйрăмах çамрăксем хăйсене хăтлă туяссине витĕм кÿрет вĕт».

Юлашкинчен вара культура министрĕ пурне те чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче йĕркелекен уява йыхравларĕ. Самай анлă та интереслĕ программа хатĕрленĕ: чĕлхесен фестивалĕнчен пуçласа республика ертÿçисем хутшăнакан «çавра сĕтел» таранах. М.Игнатьев вара интересленчĕ: «Узбексемпе таджиксен икшер диаспора терĕр - кашнин ертÿçине йыхравларăр-и? Чĕнĕр - темле ăнланманлăх ан пултăр...»

Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.