Комментари хушас

7 Чÿк, 2014

Тар юхтарнă пайтах çу каçа, халь канма та юрать сухаçа

Хресчен вырса илнĕ çичĕ тĕслĕ тыр-пула кĕлете, пĕрер çимĕçĕн пухнă улма-çырлана нÿхрепе кĕртсе хучĕ. Выльăх-чĕрлĕхе витене хупрĕ. Апла кĕрекере савăнма та юрать. Иртнĕ эрнекун Шупашкарта ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсене чысларĕç.

Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов пÿлмене ампар виçипе 530 пин тонна ытла тырă кĕнине пĕлтерчĕ, пĕлтĕрхинчен самай ытларах. Гектарти вăтам тухăç - 22,2 центнер.

Килес çулхи тухăçшăн тăрăшса хресчен кĕрхисене 90 пин гектар акса хăварнă, пĕлтĕрхинчен 18 пин гектар нумайрах. Выльăх апачĕлĕх культурăсен лаптăкне те ÿстерсех пыраççĕ. Шел пулин те, кăçал çĕрулмине иртнĕ çулхинчен сахалтарах пухса кĕртнĕ. Çакă унăн лаптăкĕ палăрмаллах пĕчĕкленнипе, ял ĕçченĕсен вăрлăх çитменнипе çыхăннă. Çухатăва саплаштарма, «иккĕмĕш çăкăрăн» сумне тавăрма республикăра тĕрлĕ йышăну тунă. Вăл шутра пахча çимĕç упрамалли 20 хранилище тума палăртни те.

Мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсенче кăçалхи 9 уйăхра 70 пин тонна аш туса илнĕ, пĕлтĕрхинчен 5,1 процент ытларах. Сĕт суса илесси вара иртнĕ çулхи шайрах юлнă. Сăмах май, кăçал кашни ĕнерен вăтамран 4600 литр сĕт суса илме тĕллев лартнă. Шанăç тÿрре тухасса шанас килет. Ара, «Ольдеевская» агрофирмăпа Елчĕк районĕнчи «Победа» йышши маттур хуçалăхсем пур чухне мĕнле шанмăн-ха. Вĕсенче сăвăма 7 пин килограмран та ирттересшĕн.

Республика ертÿçи Михаил Игнатьев уява пухăннисене саламланă май йывăрлăхсем çинче те чарăнса тăчĕ. «Чăваш Ен çĕрулми туса илессипе Раççейре малтисен йышĕнчеччĕ. Халĕ пирĕнтен иртес текенсем те пур. Иртнĕ çул йĕпе-сапаллă çанталăка пула çĕрулмин пысăк тухăçне пухса кĕртеймерĕмĕр, кирлĕ чухлĕ вăрлăх хываймарăмăр. Малашне çĕрулми туса илекен хуçалăхсене вăйлатмаллах. Вĕсем ура çинче çирĕп тăрсан ĕç укçине ÿстермелли майсем те пулĕç. Çамрăксем хушшинче 10 пин тенкĕпе ĕçлес текенсем çук халĕ».

Чăваш Ен Пуçлăхĕ хальхи вăхăтра ял хуçалăхĕнче туса илнĕ çимĕçĕн сутлăх хакĕ пĕчĕкех маррине, ютран тавар кÿме чарни те хресченшĕн усăллă çеç пулнине палăртрĕ. Апат-çимĕç хатĕрлекен предприятисене тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеме, пăсăлнă çимĕçпе усă курса ята яма кирлĕ маррине асăрхаттарчĕ. «Пахалăха ÿстерсен кăна сирĕн продукцине çынсем тупăшсах туянĕç».

Юлашкинчен Михаил Игнатьев агропромышленноç комплексне аталантарас ĕçре пысăк ÿсĕм тунисене наградăсем парса чысларĕ. Раççейĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята илнисем кăна виççĕн пулчĕç.

Федор Муратовăн «Кĕреке» ятлă сăввинчи йĕркесем асăма килеççĕ:

Тар юхтарнă пайтах çу каçа,

Халь канма та юрать сухаçа.

Çапла пултăр!

Елена НИКОЛАЕВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.