Комментари хушас

13 Чÿк, 2014

Татьяна Николаева çĕнтернĕ

Патăрьелти культурăпа кану центрĕнче "Чăваш пики - 2014" конкурс иртнĕ. Йăлана кĕнĕ çак меропрятие пултаруллă çамрăксене тупса палăртас, чăваш халăх культурине, йăли-йĕркине упрас, ялсенчи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç хушшинчи социаллă тата культура çыхăнăвĕсене аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Конкурсра "Асанне арчи" театр кăтартăвĕ те пулнă. Чиперккесем "Тăван ен, тăван тавралăх" слайд-шоупа усă курса хăйсен ялĕсенчи йăла-йĕркепе паллаштарнă. "Асанне арчи" конкурсра вара чăваш наци тумне пĕлнине туллин уçса панă. "Чăваш апачĕ" тупăшура пулас кил хуçи хĕрарăмĕсем тутлă апат хатĕрлес енĕпе "вăй виçнĕ". Тĕрлĕ ял тăрăхĕнчен пухăннă пикесем çавăн пекех юрлас, ташлас ăсталăхпа та савăнтарнă. "Вице Чăваш пики" номинацире Чăваш Ишекĕнчи Светлана Максимова çĕнтернĕ. "Чăваш пики -2014" ята Патăрьелти Татьяна Николаева тивĕçнĕ.

А.ГРОМОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.