Комментари хушас

13 Чÿк, 2014

Бюджет: тупăш та, тăкаксем те пысăкланнă

Республика Правительствин ĕнер Иван Моторин премьер ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕн кун йĕрки самай анлă пулчĕ - 32 ыйту. Çапах вĕсене кал-кал тишкерчĕç, тавлашма, сасă хăпартма хистекен самантсем пулмарĕç.

Ларура хула тăвас ĕçе йĕркелесе пырасси, тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ кÿресси, муниципалитетсен çурт-йĕр тĕрĕслевĕ çинчен калакан саккунсене улшăнусем кĕртессине ырларĕç, финанс министрĕ Светлана Енилина хăй ертсе пыракан министерство ĕçĕ çинчен отчет турĕ - такăнтаракан «тумхахсем» пулмарĕç темелле.

Светлана Александровна çавăн пекех республикăн 2014 çулхи бюджетне мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕ. Отчета Патшалăх Канашĕнче те тишкерĕç. Министр палăртнă тăрăх - ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджетне тупăш тĕлĕшпе 30,3 млрд яхăн тенкĕлĕх пурнăçланă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан çак виçе 2,9% пысăкланнă. Çав шутра хамăрăн тупăш та ÿсĕмлĕ - 3,6%. Тăкаксене илес тĕк - вĕсем те 30,3 млрд тенке яхăн. Ку кăтарту пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен чылай пысăкрах - 9% чухлех. С.Енилина республикăн тăкак обязательствисене укçа-тенкĕпе тивĕçтерессине вăхăтра пурнăçласа пынине пайăррăн палăртрĕ.

Ыйтусем те пулчĕç. Калăпăр, тупăшсен ÿсĕмĕ мĕнпе сăлтавланнă? Министр хуравне пĕлет: ĕç укçи ÿснĕ май налук тата налук мар тÿлевсем ытларах кĕреççĕ, çийĕнчен тивĕçлĕ органсем предприятисемпе организацисем асăннă тÿлевсене туллин тата вăхăтра хывнине тĕрĕслесех тăнин витĕмĕ те пур. Темăна пĕтĕмлетнĕ май Правительство пуçлăхĕ И.Моторин 4-мĕш квартал укçа-тенкĕ енĕпе çулленех çивĕч пулнине аса илтерчĕ, çавна май çулталăка вĕçленĕ чухне ку енĕпе пушшех тимлĕ ĕçлемелле.

Муниципалитет районĕсен ял хуçалăхĕнчи экономика ăмăртăвĕ çинчен йышăну турĕç. Районсем виçĕ зонăна пайланса тупăшĕç, документра çĕнтерÿçĕсене укçан хавхалантарассине палăртнă. Культура учрежденийĕсем валли те укçа пулĕ. Муниципалитетсене 400-шер пин тенкĕ парассине çирĕплетрĕç. Чăн та, премьерăн ыйту çуралчĕ: «Улатăр хулине мĕншĕн кÿрентеретĕр - укçа паман?» Культура министрĕ Вадим Ефимов пĕлтернĕ тăрăх - Улатăра маларах 3 млн тенкĕ панă, çавăнпа та кÿренме сăлтав çук.

2016 çулта Шупашкарта хăвăрт утакансен командисен тĕнче чемпионатне хатĕрленсе ирттермелли мероприяти планне çирĕплетрĕç. Спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Яковлев аса илтерчĕ: çак чемпионата çине-çинех икĕ хут пĕр хулара ирттермелли йышăнăва пуçласа тунă. Шупашкара шанаççĕ, эппин, çак шанăçа тÿрре кăлармашкăн çине тăрса ĕçлемелле.

Районсемпе хуласен инвестици илĕртÿлĕхĕн рейтингне палăртмалли критерисене тишкернĕ май вĕсенчен хăшĕсем тивĕçтерменни пирки Патшалăх Канашĕн комитечĕн ертÿçи Петр Краснов сăмах хускатрĕ. Асăннă критерисен шутĕнче пысăк предприятисен ĕç кăтартăвĕсем те пур. Анчах хăш-пĕр районта унашкал предприяти 1-2 кăна е пачах та çук, апла тăк çак критери районсене пĕрешкел виçепе хаклама май памасть. Тепĕр самант: хăш-пĕр районта çын пуçне 6-7 пин тенкĕ налук пухаççĕ, тепринче - 3-4 пин кăна. Çакна та шута илмелле. Петр Степанович шухăшĕпе - «муниципалитетăн пĕтĕмĕшле продукчĕ» текен ăнлавпа усă курма пуçламалла. Хăш-пĕр регионта вăл пур та ĕнтĕ. Паллах, кун валли тивĕçлĕ методикăсем кирлĕ - тÿрех пулакан ĕç мар. Асăрхаттарусем пуррине кура Правительство членĕсем вĕсене шута илсе йышăнăва кăшт каярах çирĕплетес терĕç.

Лару Правительствăн маларах тунă хăш-пĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртнипе вĕçленчĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.