Комментари хушас

13 Чÿк, 2014

Кăкшăмăн вăрăм кун-çулĕ

Ăçтан тата хăçан килсе вырнаçнă-ха чăвашсем Сăрпа Çавал хушшинчи сĕм вăрмана? Историрен эпир çакна пĕлетпĕр: X ĕмĕр пуçла-мăшĕнче Атăлăн сулахай çыранĕнче Чулман Атăл (Кама) шывĕнчен кăнтăралла Пăлхар патшалăхĕ чăмăртаннă. XI ĕмĕрелле Пăлхар патшалăхĕнчи халăх йышĕ пысăкланса кайнă, вĕсем Атăл сылтăм çыранне, Кама леш енне куçнă, çурçĕрелле сарăлма тапратнă. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн Сĕве шывĕ тăрăх ун варрине çити ларса тухнă чăвашсем, Атăлăн сулахай çыранĕпе те хăпарнă. XII ĕмĕрте несĕ-лсем Сĕве шывĕпе унăн юпписем çине çирĕпех ларса тухнă.

Владимир Суздаль кнеç Пăлхара мĕнле çулпа çитсе тухнă-ха? Чи кĕски - Муромран Улатăра тухасси. Владимир кнеçĕсем (тепĕр чух купсасем) Ока çыранĕпе Атăла çити аннă. Кам кимĕ-пе шывпа, çураннисем (е лашаллисем) тÿр- рĕн Сăр çине тухнă. Ку çул пуçламăшне вĕсем Чулхула лартнă, Сăр çинче Кăрмăш хули (1372 çулта) никĕсленнĕ. Çул çакăнтан Сăр тăрăх тăвалла Улатăр шывĕ патне çити тăсăлнă.

Пĕр вăхăтрах Сĕве çĕрĕ çинче йышланса пыракан халăх çĕнĕ çĕрсем шыранă, Енĕш тăрăх куçса ларнă, Кăкшăм шывĕ тăрăх Шупашкар шывĕ çине тухнă. XIII ĕмĕр пуçламăшĕнче çакăнта шыв-пус-карти (Шупашкар) никĕсленнĕ.

1396 çулта Чулман Атăл варрине аннă вырăссем пăлхар-чăвашсем пурăнакан кашни кĕтесе тĕрĕсленĕ, туприне çаратнă, хирĕç тăракана вĕлернĕ, хуласене (çав шутрах Аслă Пăлхара та) ишĕлтернĕ, ялсене çунтарнă.

Виçĕ уйăха яхăн ашкăннă вĕсем кунта. Шут тытнă: çак тăкаклă похода тек ирттерес мар, чĕрĕ пек юлнă халăха Сăр тăрăхне (Чулхула çывăхне) хăваласа каяс. Каланă - тунă.

Сăр леш енне каçсан Кăрмăшалла антарнă. Тыткăнçăсен пĕр пайне Пьяна шывĕ тăрăх лартнă. Кăрмăш хули патне çитсен тыткăнçăсен тепĕр пайне Сăр шывĕн сулахай çыранне куçарнă, вĕсене Выла, Хирлеп, Çавал шывĕсем хĕрринче вырнаçтарнă. Вĕсем - Шăмат, Элĕк салисем.

1468 çулта вырăссем каллех Хусан çине Атăлпа Чулман Атăл тăрăх çарсем янă, виççĕмĕш çарĕ Муромран тÿрĕ пырса Атăл çине тухнă, вара Хусан патнелле хăпарнă, тутар мăшкăлĕ пулса пушă лавпа Углич хулине çити тарнă.

Углич, ун чухнехи çурçĕрти çĕрсен шĕкĕр хули, апат-çимĕçрен пуян пулман. Тарнă вырăссене хăваласа çак хулана çитнĕ тутарсем хĕл лариччен унтан никама та кăларман. Шăл шаккаса ларнипе тутă пулаймăн. Тутарсем Хусаналла кайсан Мускавран хушу пынă: унти çар выçă вилес мар тет пулсан «çармăссене» (çул кĕнекинче чăвашсене çапла каланă) çаратма кайтăр.

Выçă вырăссем çĕршер лавпа шăнса ларнă Атăл тăрăх похода тухнă. Пырса çитсен тĕрлĕ енчен çаратса тустарма пуçланă вĕсем чăвашсене. Шупашкар патĕн- че юлнисем ун таврашне лăсканă. Çавал е Энĕш варрисене аннисем çав шывсем тăрăх кайнă. «Усал хыпар утпа çÿрет», - тенĕ халăхра. Вырăссем тапăнни çинчен питĕ хăвăрт илтнĕ чăвашсем. Шартлама хĕле пăхмасăр, кил-çурта пăрахса, май килнĕ пурлăха тиесе, выльăхсене хăваласа анăç е кăнтăр енчи вăрмансене тарнă халăх. Çав тапăну вăхăтĕнче Сăр тăрăхне Энĕш çинчен Чурашпа Хучаш, Шупашкар патĕнчи Сăкăт çинчен Сăкăт (халĕ Палтай), Кăкшăм шывĕ çинчен Кăкшăм, Çавал çинчен Байбахтино, Чутай (хальхи Çуткасси, вăл çичĕ яла саланнă).

Ваттисем аса илнĕ тăрăх, Кăкшăм ялĕ малтан Выла хĕррине вырнаçнă. Кăна Бараниха çывăхĕнче асфальт çул сарнă чух экскаваторсем нумай çын шăммине чаваласа кăларни те кăтартать. (Чăвашсем хăйсен çăвисене ялăн хĕвел анăç енне тунă). Выла хĕрринче час-часах тĕтре тăнăран тырă пулман пирки Кăкшăм ялĕ çÿлелле хăпарса Байбахтино ялĕ çумне килсе вырнаçнă (хальхи Шоссе урамĕ вырăнне). Байбахтино - хальхи Чапаев урамĕ вырăнĕнче.

Çапла куçса ларнă ялсем çулсем иртнĕçемĕн пысăкланса, аталанса пынă. Вăрман хăртса тунă çĕрсем тыр-пул туса илме çителĕксĕр пулнă. Ялсенчен хăш-пĕр йăхсем уйрăлса тухса, çĕрсене вăрмантан тасатса хăйсене валли йăва çавăрнă. XVII-XVIII ĕмĕрсенче - Карикасси, Аптăшкасси, Пителе, Пăчанар, Кăкшăм ялĕнчен XVII ĕмĕрте - Юманлăх, XIX ĕмĕрте - Выçăлкă ялĕсем.

Малтанах пирĕн тăрăха Байбахтино ялĕ çитсе ларнă. Мĕншĕн тесен архивсенче çак асăннă ялсем Байбахтино обществине кĕни паллă. Анчах та Кăкшăм хăвăртрах аталанса, сарăлса пынăран Байбахтино ялĕпе пĕрлешсе кайнă. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче, октябрьти революци хыççăн, ку ялсене пуçлăхсем пĕр ял - Кăкшăм - ячĕпе çырма пуçланă. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Выçăлкă ялĕ Пителе шутне кĕнĕ, XX ĕмĕр çурринче Пителе ялне хут çинче те, сăмахпа та Кăкшăм теме пуçланă.

Юлашки ĕмĕрсенче Байбахтинăна кĕрекен Кăкшăм тата Пителе ялĕсем мĕнле аталанса пынине архивсенчен илнĕ хисепсемпе кăтартма пулать: 1870 çулта Кăкшăмра 71 кил пулнă, Питлере - 12 кил; 1876 çулта Кăкшăмра 86 кил таран шутланнă, Питлере - 69 кил; 1923 çулта Кăкшăмра - 150 кил, Питлере - 100 кил; 2012 çулта Кăкшăмра 204 кил шутланать, 586 çын пурăнать.

Ял пĕтмест. Вăл аталанать

Кăкшăмсем пурнăçпа тан утма тăрăшнă. Çĕр-шывра пулса иртекен пулăмсенчен юлман: 1909 çулта земство шкулĕ уçăлнă, 1918 çулта Ял советне туса хунă, 1929 çулта колхоз йĕркелесе янă.

Кăкшăмра питĕ пултаруллă та ĕçчен çынсем пурăнни - пĕве-çырма ячĕсенче те палăрать: Палăк кÿлли, Охань кÿлли, Ленка кÿлли. Яла тарăн çырма çурса кĕрет. Вăл малалла ан аталантăр тесе ял çыннисем 1960 çулсенче çырма тăршшĕпех шыва пĕвелесе тухнă. Ку пĕвесене халĕ те татăлса кайма памаççĕ.

Кăкшăм ялĕ ĕçре чапа тухнă çыннисене манмасть. Хăшĕ-пĕрисене асăнса хăварас килет: Евграфов - инженер-конструктор (шыв айĕнче çÿрекен карапсене тăвакан), Г.Н.Казаков - горком секретарĕ, «Канаш» хаçат редакторĕ, Чувашгизăн тĕп редакторĕ, Чăваш аслă ял хуçалăх шкулĕн ректорĕ, Н.Ф.Федоров - медицина наукисен докторĕ, В.А.Арсентьев - Минск университечĕн профессорĕ, Е.Г.Андреева - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ, П.И.Иванов - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ, А.З.Павлова - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, З.В.Лисицына - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, А.Ф.Виноградова - халăх çут ĕçĕн отличникĕ... Пирĕн ялта писательсем те кун çути курнă: М.Ф.Федоров литературовед, критик, педагог, СССР писателĕсен союзĕн членĕ, Галина Зотова (Александрова) - ЧР писательсен союзĕн членĕ. Орден-медале тивĕçнисене каласа çитерме çук.

Çапла вара Кăкшăм ялĕ 546 çул тултарчĕ. Унăн пуласлăхĕ пур. Вăл çул çинче вырнаçнă. Ялта шкул, Культура çурчĕ, библиотека, ача сачĕ, темиçе магазин пур. Шкулта музей йĕркеленĕ, унăн ĕçне шкул ачисем хастар хутшăнаççĕ. «Заветы Ильича» колхоз ăнăçлă ĕçлет.

Людмила АЛЕКСАНДРОВА,

вĕрентекен.

Етĕрне районĕ,

Кăкшăм шкулĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.