Комментари хушас

14 Чÿк, 2014

Кĕнеке вулама вăйă урлă илĕртеççĕ

Ноябрĕн 11-12-мĕшĕсенче Шупашкарта пĕтĕм çĕршыври «Федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи чи лайăх ача-пăча библиотекарĕ» конкурс иртрĕ. Унта 14 регионти 15 специалист хутшăнчĕ. Кашниех хăйĕн проекчĕпе паллаштарчĕ. Чăваш Ен чысне Канашри ача-пăча тĕп вулавăшĕн ертсе пыракан библиотекарĕ Елена Васильева хÿтĕлерĕ. Тĕрĕссипе, ăна конкурс темесен те юрать. Тĕрлĕ тăрăхран килнĕ библиотекарьсем ку мероприяти пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май панине палăртрĕç.

Çĕнтерÿçĕсене икĕ номинацире палăртрĕç: «Библиотекăра ачасемпе çамрăксене пăхмалли чи лайăх проект» тата «Ача-пăча кĕнекисене вулассине аталантармалли чи лайăх проект». Пĕрремĕшĕнче - Киров облаçĕнчи ачасемпе çамрăксен А.С.Грин ячĕллĕ вулавăшĕн пай пуçлăхĕ Екатерина Цивилева, иккĕмĕшĕнче Пермь крайĕнчи ачасен Л.И.Кузьмин ячĕллĕ вулавăшĕн тĕп библиотекарĕ Елена Герасимова çĕнтерчĕç. Екатерина Цивилева «ÇХ» тусĕсене ĕç вăрттăнлăхĕпе паллаштарчĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.