Комментари хушас

14 Чÿк, 2014

Карçинкка çыхар-и?

Хĕле кĕнĕ майăн выльăхсене апатлантармашкăн утă-улăм çĕклеме лăпă е карçинкка кирлĕ. Пасарта вĕсем йÿнех мар. Ялсенче лăпă çыхакан ăстасем ватăлса пынипе лăпă тăвакансем çук. Çак ĕçе ÿкерчĕксемпе кăтартса, çырса пичетлесессĕн аванччĕ.

Н.МАКАРОВА. Элĕк районĕ.

Хулăран тем тĕрлĕ япала явса тума пулать. Унран çыхас мелсем те чылай. Тĕрлĕ йывăç-тĕмĕн 50 тĕсĕ карçинкка-лăпă çыхма юрăхлă. Килти хуçалăхра ĕçлеме ытларах карçинкка хăваран çыхаççĕ. Пирĕн тăрăхра çĕре яхăн йăмра е хăва тĕсĕ ÿсет. Анчах карçинкка çыхма 10-12 сорт çеç юрăхлă.

Лăпă çыхма чи малтан хăва хуллисем хатĕрлемелле. Хулăна çуркунне, кĕркунне тата хĕлле касмалла. Хулăн каснă тĕлти тĕпĕ 1,5-1,7 см пулмалла. Хулăн пахалăхĕ унăн сортĕнчен, мĕнле вырăнта ÿснинчен килет. Пĕр çулти хăва пулсан аван, нÿрĕ вырăнта çитĕнекен хулă лайăх авăнать, çирĕплĕхĕпе, пиçĕлĕхĕпе паха.

Карçинкка çыхма хăва суйланă чухне ăна авса пăхмалла. Турат 90 градус авсассăн хуçăлмарĕ тĕк - юрăхлă, хуçăлсан урăх йышши хăва шырама тивет. Хĕрлĕ хăва, çутă хăмăр хупăллă хăва карçинкка çыхма аван.

Каснă хулăсенчен тÿрех лăпă çыхма юрамасть. Чĕрĕ хулăран çыхнă япала типнĕçемĕн хăйĕн формине çухатать.

Хулăсене малтан типĕтмелле. Хупă пĕркелениччен типĕтсен çитет. Анчах ас тăвăр, карçинкка çыхиччен хулăсене шÿтермелле. Хупăллă хулăна пĕр эрнене яхăн шÿтермелле, кунашкал хулă лайăх авăнать.

Карçинкка çыхмалли пĕр тĕслĕх

Ахаль карçинкка çыхма нумай ĕç хатĕрĕ кирлех мар. Çĕçĕ, секатор, пăшатан пулсан çитет. Ăна валли хулăнрах сакăр хулă илĕр, чавсаран пуçласа пÿрне вĕçĕ тăршшĕ касăр, тăватă хулăна варринчен çĕçĕпе 5-6 см çурăр. Тепĕр тăватă хулăна çурăксене чикĕр - хĕрес пулать. Халĕ хулăсенчен чи çинçе те вăрăммисене суйласа илĕр те çинçе вĕçĕсене çурăка чиксе çирĕплетĕр. Карçинкка хашакне çирĕплетмешкĕн хулăсене черетлентерсе явса пымалла. Икĕ рет тăватшар хулăна явса çыхмалла, унтан кашни хулăпа хăйне уйрăмшарăн явса пыма пуçламалла. Явнăçемĕн çинçе хулăсем вĕçленсе пыраççĕ. Тÿрех икĕ çĕнĕ хулă явма ан пуçлăр. Пĕр хулă вĕçне тухнă май тепĕр хулăна икĕ хулă явăнчăкне хĕстермелле те вĕçленекен хулăпа пĕрле малалла явса ямалла, вĕçне касмалла, малалла явмалла. Унтан тепĕр хулăна çак мелпех - явнă хулăсен хушшине хĕстерсе - тăсса пымалла.

Пĕр хулăна тепринпе улăштарса пынă май хулăсен çинçе вĕçне çинçипе, хулăн вĕçне хулăннипе черетлентерĕр. Вĕçсене пĕр тĕлелле сыпăнтарса ан пырăр, карçинкка çирĕп пулмĕ. Икĕ рет явса çыхнă хыççăн ытти ретсене ахаль çеç, карçинккан кăшкарти хуллисене черетлентерсе авса пымалла. Çак мелпе карçинкка тĕпне кирлĕ чухлĕ çыхатăр. Анчах çак мелпе çыхмашкăн карçинккан тĕпĕнчи хулăсен шучĕ мăшăрсăр кирлĕ. Пуçланă чухне вара тăватшар хулă пулнă /16/, çавăнпа тепĕр хулă кирлĕ. Ăна явса çыхнă икĕ рет хыççăн хушмалла. Пăшатанпа хирсе явнă хулăсен хушшине тепĕр хулă чиксе хурăр, малалла ăна та ыттисем пекех явса пырăр. Карçинкка тĕпне кирлĕ чухлĕ яватăр. Халĕ карçинккан стенкине çыхма вăхăт. Çакна валли вăтам хулăнăшлă хулăсене суйламалла. Вĕсем тĕпри кашни хулă пуçне пĕрер кирлĕ. Суйланă хулăсен хулăн вĕçĕсене шĕвĕртĕр, карçинккан тĕпĕнчи хулăсемпе юнашар чикĕр, тĕпĕнчи малтанхи хулăсене касăр. Халĕ вара карçинккан аякĕсене авма тытăнмалла. Чикнĕ хулăна сулахайри юнашар икĕ хулă айне авăр та çÿлелле çĕклĕр. Юнашарти хулăсене те йĕркипе çавнашкал авса çĕклентерсе пырăр. Юлашки икĕ хулăпа авса хумашкăн «кÿршисем» çук ĕнтĕ. Çавăнпа вĕсене тĕпĕнчи малтанхи хулăсен хушшинчен явса çирĕплетĕр те карçинкка аякĕсем йăлтах хатĕр. Саланса каясран хулăсен вĕçне çыхса хурăр.

Малалла виçĕ хулăпа çыхмалла. Виçĕ хулăна йĕркипе карçинкка тĕпĕнчи хулăсен çумне чикмелле. Пĕрремĕш хулăна кÿршĕри икĕ хулăна сиктерсе авса черетлентерсе ямалла, унтан тепĕр хулăна икĕ хулă урлă ярса явса пымалла, унтан - теприне. Икĕ рет виçĕ хулăпа явнă хыççăн Рант мелĕпе çыхма юрать.

Малтан çÿлелле авса çыхнă кашни хулă çумне пĕрер хулă хушса çирĕплетмелле. Хулăна шĕвĕртсе аякри хулăн икĕ рет çыхнă стенкисен хушшине чиксе çирĕплетĕр. Кашни хулă çумне çапла майпа пĕрер хулă çирĕплетĕр, явса пырăр. Çак мелпе хулăсен вĕçне çитичченех явăр. Ытлашшин вĕçĕсене касса пăрахăр. Кăтартнă карçинккара пĕр рет чиксе тухнă хулăсенчен çыхни çителĕклĕ. Енчен те çÿллĕрех кирлĕ тĕк хулăсене малалла хушса пыма пулать.

Карçинкка хĕррине виçĕ хулăпа вĕçлемелле. Хулăсем вĕçне тухиччен çыхатăр, унтан çÿлелле тăракан кăшкарне хулăсене хирĕçле май икĕ хулă сиктерсе икĕ рете явакласа чиксе хурăр, унтан теприне, теприне. Юлашки хулăсене те çаплипех авса çыхса пымалла. Карçинкка хĕрри хатĕр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.