Комментари хушас

20 Чÿк, 2014

Тăван ялăм Тукай Мишер

Савнă тăван ен… Мĕнле асамлăн, пылаккăн илтĕнеççĕ-çке çак сăмахсем. Уйрăмах кунта çуралса ÿснисемшĕн çапла вăл.

Тăван ялăм Тукай Мишер (Комсомольски районĕ) питĕ илемлĕ вырăнта Кăнтăрла (вырăсла Кондурла) юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă. Пирĕн яла вырăсла Токаево теççĕ. Ара, ячĕ те питĕ илемлĕ-çке. Ватă çынсем каланă тăрăх Тукай Мишер ялне Тукай ятлă çын никĕсленĕ. Мĕнле майпа-ши? Ăçтан тата хăçан килсе тухнă-ха вăл çак вырăна? Ăсчахсем каланă тăрăх Тукай Мишер ялĕ вунçиччĕмĕш ĕмĕрте никĕсленнĕ.

1236 çулта Атăлçи пăлхар çĕрĕ çине тутар-монгол çарĕ çитсе кĕнĕ. Вăйсем пĕр пек пулман пирки хĕрÿ çапăçура нумай паттăр пуçне хунă. Тутар-монголсен çарĕ патша çарĕсене çапса аркатнă. Хăйсене хирĕç тăнă çынсен ялĕсене вут тĕртсе çунтарма, ялти ватта-вĕтте пĕр шелсĕр вĕлерме пуçланă. Ялсенче пурăнакансем кил-çурта пăрахса Атăл шывĕн сылтăм çыранĕнчи чăтлăхлă вăрмансене васканă.

Ватă çынсем каланă тăрăх Чулхула кĕпĕрнинчен Кăнтăрла юханшывĕ хĕррине виçĕ çемье куçса килнĕ. Вăрман касса пурăнмалли çуртсем хăпартнă. Пĕчĕк ял пулса тăнă. Чи ватти Тукай ятлă пулнă. Çакăнтан пулса кайнă та ял ячĕ. Анчах мĕншĕн «Мишер-ши»? Мĕншĕн тесен пирĕн ялта тутар мишерсем пурăнаççĕ.

Тукай Мишер – район центрĕнчен çичĕ çухрăмра вырнаçнă пысăк тутар ялĕ. Пирĕн асаттесемпе асаннесен аслашшĕсемпе асламăшĕсем ку тăрăхра хăçан пурăнма пуçланине çирĕплетсе калама йывăр. Çапах та ялăн историйĕ 300 çултан пĕрре те кая мар. Çакă тĕрлĕ архив документĕнче аван палăрать. Тĕслĕхрен, акă 1780 çулта йывăç мечет пулнă. Тем сăлтава пула юрăхсăра тухсан çав вырăнтах 1901 çулта тепĕр йывăç мечет туса лартнă. Хальхи вăхăтра пирĕн ялта кирпĕч-рен хăпартнă çĕнĕ мечет. Унта ваттисем кĕлтума çÿ- реççĕ. Ял хĕрринче Пысăк кÿлĕ текен юханшыв пур. Çуллахи шăрăх вăхăтсенче ача-пăча кунĕпе унта шыва кĕрет. Ачасем хĕлле те Пысăк кÿлĕ патĕнчен татăлмаççĕ – йĕлтĕрпе, çунашкапа ярăнаççĕ.

Тукай Мишер ялĕнчи пĕрремĕш шкул 1918 çулта уçăлнă. Ун чухне кунта çитмĕл ача пĕлÿ илнĕ. Кашни çул ачасен йышĕ ÿссе пырать. Кăçал пирĕн шкулта 300 ача вĕренет. Эпир шкулта вырăс, чăваш, тутар тата акăлчан чĕлхисене вĕренетпĕр. Чăвашла калаçма пире Альмира Небиулловна вĕрентет. Тукай Мишертен инçех мар Чурачăк ялĕ вырнаçнă. Кÿршĕ ялсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ.

Манăн шухăшпа ялăн пуласлăхĕ пур. Паянхи кун Тукай Мишер ялĕ çĕнелсе те çĕнелсе пырать. Кил хуçалăхсен шучĕ те 498-тан иртрĕ. Пурĕ 1815 çын пурăнать. Çамрăксем те çемье çавăрса ялтах тĕпленеççĕ. Кунта пурăнма пур услови те çителĕклĕ. Урамсенче асфальт çул. Фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлет. Ялта пурĕ 9 лавкка. Вăй питти арçынсемпе хĕрарăмсенчен нумайăшĕ хамăр ялтах ĕçлет. Хула çыннисем те ялалла туртăнаççĕ. Кунта пурнăç вĕресе тăрать. Апла пулсан Тукай Мишер ялĕн малашлăхĕн-че иккĕленÿ çук.

 Гузель ЗАРИФЗЯНОВА .

Комсомольски районĕ,

Тукай Мишер шкулĕ.

Гузель ЗАРИФЗЯНОВА
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.