Комментари хушас

22 Чÿк, 2014

Китайпа алла-аллăн

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китайри Янцзы шывĕн Тури тата Вăтам юхăмĕсен регионĕсем суту-илÿпе экономика тата гуманитари енĕпе çыхăну тытас енĕпе ĕçлекен пĕрлехи ушкăнăн Раççей пайĕн видеоконференци мелĕпе йĕркеленĕ канашлăвне хутшăннă. Ăна РФ Президенчĕн округри полпречĕн заместителĕ Алексей Сухов ертсе пынă.

Канашлура регионсем Китайри ĕçтешсемпе тытакан хутшăнусене аталантарас енĕпе пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарнă. Иван Моторин хăйĕн докладĕнче çак ĕç планпа килĕшÿллĕн пынине палăртнă. Октябрĕн 13-мĕшĕнче Мускавра Раççей тата Китай Правительствисен пуçлăхĕсем тĕл пулнă май пĕрлехи «Чăваш Ен - Сычуань» агропарк» предприятие хутшăнакансем Чăваш Республикинче ял хуçалăх комплексĕ /агропарк/ йĕркелемелли пĕрремĕш тапхăра пурнăçласси çинчен калакан инвестици килĕшĕвне алă пуснă. Хальхи вăхăтра çак проект ĕçтешлĕхĕн малашлăхлă çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăрать. Унпа килĕшÿллĕн выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен комплекс тумалли проекта пурнăçлас енĕпе ĕçлеççĕ.

Октябрь пуçламăшĕнче Сычуань провинцийĕн делегацийĕ пирĕн патра пулнă, уйăх вĕçĕнче Чăваш Ен делегацийĕ Чэнду хулине ĕçлĕ визитпа кайса килнĕ. Çав тĕлпулусенче Китайпа тытакан çыхăнусен çĕнĕ çул-йĕрĕсене палăртнă. Çитес кунсенче Китай представителĕсем агропаркпа çыхăннă пайăр ыйтусене сÿтсе явмашкăн республикăна килĕç.

Премьер-министр çавăн пекех республика РФ Промышленноçпа суту-илÿ министерствин «çуначĕ» айĕнче чылай ĕç пурнăçланине палăртнă. Раштавăн 2-мĕш çурринче çак министерство йĕркеленипе Китай делегацийĕ вăрмансемпе усă курас енĕпе пĕрле ĕçлессин ыйтăвĕсене сÿтсе явма килессе кĕтеççĕ. Гуманитари сферинчи çыхăнусем анлăланаççĕ. Ноябрьте Чăваш Енре Китайри провинцисен туризм тата вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен делегацийĕсем пулнă, пирĕн аслă вĕренÿ заведенийĕсемпе тивĕçлĕ килĕшÿсем тунă.

К.ВОЛКОВ

 

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.