Комментари хушас

26 Чÿк, 2014

Шура аппа - 100 çулта

Республикăра 100 çул е ытларах пурăнакан сахал. Вулакана вĕсенчен пĕринпе Куславкка районĕнчи Минкĕш ялĕнчи ырă кăмăллă та хастар Александра Соловьевăпа паллаштарасшăн. Вăл 7 çулта тăлăха юлнă. Ашшĕпе амăшĕ выçăпа вилнĕ. Пĕчĕк Шурăна аппăшĕ çитĕнтернĕ.

«Мĕн кăна курман пулĕ пурнăçра, - аса илет иртнине кинемей. - Çĕр сухалама та, тырă акма та, ăна пухса кĕртме те вăй-хала шеллемен. Кунĕн-çĕрĕн колхозра вăй хунă. Тракторпа та ĕçленĕ. Ытларах лашапа. Хире иртерех тухас тĕллевпе унтах, лаша витинче, пурăнаттăмăр».

Александра Осиповна мăшăрĕ Михаил Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вăрçă вучĕ витĕр тухайман вăл, унтах пуçне хунă. Ачисене, Вальăпа Кольăна, пĕчченех çитĕнтернĕ Шура аппа. Паллах, хунямăшĕ те пулăшнă. «Чылай хĕрарăм упăшкисене вăрçăран кĕтсе илеймерĕ. Мĕн тăвăн? Вăрçă. Вилнĕ çын хыççăн каяймастăн - пурăнмалла. Ытти çын пекех чуна хытарса пурăннă, ĕçленĕ», - тет ватă.

Çак кунсенче вăл 100 çулхи юбилейне паллă тунă май Куславккари «Волна» кафере савăнăçлă каç иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Валентин Колумб та хутшăнчĕ. Юбиляра РФ Президенчĕн Владимир Путинăн Тав çырăвĕпе паллаштарчĕ.

Шура аппан уявне тăванĕсемпе пĕрлех ял çынни те йышлăн пуçтарăнчĕ. Пурте вĕсем Александра Осиповнăна парнесемпе чечек çыххисем парса савăнтарчĕç. Минкĕшри культура çурчĕн ĕçченĕсем юрă-ташăпа хавхалантарчĕç. Хăйне хисепленĕшĕн Шура аппан савăнăç куççулĕ юхрĕ те юхрĕ.

Тепĕр кунне юбилей уявĕ Минкеш культура çуртĕнче тăсăлчĕ. Унта хутшăннисем тутлă пулă шÿрпи çисе сăйланчĕç, юрласа-ташласа савăнчĕç.

Александра Соловьева паян тăватă мăнукĕпе тата мăнукĕсен çичĕ ачипе савăнать. «Турра шĕкĕр, ачасем лайăх манăн, - савăнса пĕлтерет вăл. - Николай манпа юнашарах пурăнать. Нумаях пулмасть Валентина хамăр тăрăха куçса килчĕ, халĕ пĕрлех пурăнатпăр. Мана пулăшса пурăннишĕн ачасене пысăк тав».

Уçă кăмăллă, ĕçчен кинемее ял-йыш та кăмăллать. Ахальтен мар ĕнтĕ юбилее чылай халăх пуçтарăнчĕ, ватă çынна сума сурĕ.

Вячеслав ПЕРОВ.

Куславкка районĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.