Комментари хушас

27 Чÿк, 2014

«Тăван çĕршывăн çамрăк таланчĕсем»

Çак ятпа Раççейре 2007 çултанпа культурăпа вĕренÿ проекчĕ - кадетсен пултарулăхĕн фестивалĕ - ăнăçлăн пурнăçланать. Унта Суворов училищисенче, кадет шкулĕсемпе класĕсенче ăс пухакансем ăсталăха туптаççĕ.

РФ Вĕренÿпе Оборона министерствисем тата РФ Çамрăксемпе ĕçлекен агентство йĕркелекен мероприятие кăçал 50 регионтан 15 пин ытла яшпа хĕр хутшăннă. Вĕсем 6 номинацире - «Юрă-кĕвĕ», «Ÿнер», «Фотографи», «Журналистика», «Кино-видео», «Çар историйĕ» - хăйсен пултарулăхĕпе тата ĕçĕсемпе паллаштарнă. Çĕнтерÿçĕсемпе хастарсене Мускаври «Кремлевский» концерт залĕнче чысланă. Фестивальте Чăваш Ен чысне Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем Ксения Чупраковăпа Никита Матюшов хÿтĕленĕ. Пирĕн ентешсем тĕп хуларан икĕ дипломпа таврăннă.

Е.АНДРЕЕВ.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.