Комментари хушас

2 Раштав, 2014

Çĕнтернĕ, Европа рекордне çĕнетнĕ

Сăмах - штангистсем çинчен. Кипрти Лимассол хулинче иртнĕ Европа ăмăртăвĕнче Чăваш Ен хĕрĕсем пысăк çĕнтерÿпе палăрнă.

Шупашкар пики Наталья Хлесткина тата Етĕрне районĕнчи Орапакасси хĕрĕ Ирина Баймулкина /сăнÿкерчĕкре - сылтăмра/ - юлашки çулсенче пирĕн республика чысне тĕрлĕ турнирта хÿтĕлекен чи пултаруллă атлетсем. Ăмăртусене хутшăнса ăсталăха ÿстернисĕр пуçне вĕсем тăван тăрăха пысăк наградăсемпе таврăнаççĕ. Çак кунсенче Чăваш Енри чи вăйлă хĕрсем Европа турнирĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. 19-ти Ирина Баймулкина малтанхи кунах 181 килограмм /малтан - 83, кайран - 98/ йăтса юниорсен ушкăнĕнче пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă. Аса илтермелле: Геннадий Ивановпа Зиновий Неопалимский тренерсен вĕренекенĕ иртнĕ çул та ку ăмăртура /Эстони, Таллин/ пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ.

Наталья Хлесткина /аялти сăнÿкерчĕкре/ вара Кипрта пуринчен маттуртарах пулнă. 63 килограмлисен ушкăнĕнче тупăшса вăл Европăн виçĕ рекордне çĕнетнĕ: 108 килограмлă штангăна сулласа çĕклеме пултарнă, 137-ллине кăкăр çинчен тĕртнĕ. Икĕ енлĕ кĕрешÿре 245 очко пухнăскер ăмăртăвăн абсолютлă çĕнтерÿçин ятне тивĕçнĕ. Пăхаттир хĕрĕн кăçалхи пĕрремĕш çитĕнĕвĕ мар ку: спорт мастерĕ çĕршыв чемпионатĕнче пухмача "ылтăнпа" пуянлатнă.

А.МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.