Комментари хушас

2 Раштав, 2014

Вĕрентекенпе вĕренекен искусство çинчен

2014 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче Раççей Ӳнер академийĕн президиумĕн ларăвĕнче пĕтĕм пурнăçне искусствăна халалланă çичĕ çынна асăннă академин "Хисеплĕ членĕ" ятпа чысланă. Вĕсен йышĕнче - художниксем, реставраторсем, скульпторсем, культура ĕçченĕсем, çав шутра пĕртен-пĕр искусствовед. Вăл - пирĕн ентеш Алексей Александрович Трофимов.

Унăн ятне культура пурнăçĕнчен аякра тăракансем та лайăх пĕлеççĕ пирĕн республикăра. Чăваш ӳнер искусствине тĕпчес, ăна пропагандăлас тĕллевпе вăл телекуравра, радиора, хаçат-журналта час-часах сăмах илет. Каламасăрах паллă, паянхи кун Алексей Александрович ӳнер тĕнчин сумлă та хисеплĕ тĕпчевçи. Республика шайĕнче кăна мар, çĕршыв шайĕнче те. Унăн фундаменталлă хăш-пĕр ĕçне кăна асăнар-ха:"Орнамент чувашской народной вышивки. Вопросы теории и истории","Чувашская народная культовая скульптура", "Искусство. Избранные труды","Зороастризм, суваро-булгарская и чувашская культура", "Анатолий Данилов. Живопись","Народный художник России Ревель Федоров. История. Современность. Стилевые принципы творчества" тата ытти те. Искусствоведени докторĕ, Раççей Федерацийĕн, Чăваш тата Тутарстан Республикисен искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçлет. Унта тĕл пулса калаçрăмăр та эпир.

Манăн, И. Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ художествăпа графика факультечĕн çамрăк преподавателĕн, вăл ертсе пынипе диссертаци çырма тӳр килчĕ. Тема кăткăсчĕ, анчах та питĕ интереслĕ те актуаллă - "Вăтам Атăл тăрăхĕнчи республикăсенчи кĕнеке искусствин наци проблемисем". Çавăн чухне эпĕ Алексей Александровичăн тĕпсĕр çăлкуç пек тапса тăракан ăсне, пĕлĕвне, унăн çынлăхне, ырă енĕсене куртăм. Унпа пĕрле эпир Мускава темиçе хутчен те кайса килтĕмĕр, мĕншĕн тесессĕн Раççей Ӳнер академийĕн ӳнер искусствисен теорийĕпе историйĕн наука тĕпчев институтĕнче манăн диссертацие хӳтĕлемелле пулчĕ. Çакă çĕршыври чи хисеплĕ академисенчен пĕринче Итали, Китай, Балтика тăрăхĕнчи тата ытти çĕршыв аспиранчĕсем хӳтĕленнĕ. Алексей Александровичăн авторитетне пула, ăна кунта хисепленине кура, комисси те, институт сотрудникĕсем те манпа кăмăллă пулчĕç. Те çавна пула диссертацие хӳтелени маншăн пĕр самант пек хăвăрт иртсе кайрĕ.

Унтанпа темиçе çул иртрĕ, халĕ эпир унпа пĕрле ĕçлетпĕр - ĕçтешсем. Апла пулин те ăна халĕ те Вĕрентекен пек, Аслă Вĕрентӳçĕ пек хаклатăп. Раççей Ӳнер академийĕн Хисеплĕ членĕ умĕнче ларнă май манăн унран çак чыслав мĕнле иртни çинчен те, Чăвашра искусствăпа искусствоведени мĕнле аталанса пыни пирки ыйтса пĕлессĕм килет.

- Алексей Александрович, чыслава Раççей Ÿнер академийĕн президенчĕ Зураб Константинович Церетели хăй ертсе пынă терĕç.

- Хамăр правительство /ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи ун чухне Александр Степанович Ивановчĕ/ сĕннипе Мускавра мана Раççей Ÿнер академийĕн "Хисеплĕ членĕ" сумлă ят пама йышăнчĕç. Указа 2014 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче алă пуснă. Тĕп хулана эпĕ ывăлпа Юрий Алексеевичпа кайрăм.

Хисеплĕ ята октябрĕн 14-мĕшĕнче Раççей Ÿнер академийĕн Шурă залĕнче пачĕç. Ку - ĕлĕкхи çурт. Ларăва Зураб Константинович Церетели ертсе пычĕ. Вăл питĕ ăслă, питĕ талантлă çын. Йывăр вăхăтра, пĕр влаç кайнă, тепĕр влаç килнĕ тапхăрта, академире те улшăнусем пулса иртрĕç. Вăл - искусствăна, унăн пур енĕсемпе жанрĕсене те, искусствоведение те çав шутрах, тĕпрен пĕлекен, çав аталанăва ертсе пыракан çын. Хальхи вăхăтра вăл нумай çĕршыври ученăйсен канашĕсен членĕ: Францире, Англире, Италире, Германире, Америкăра тата ытти çĕршывра та. Хальхи вăхăтра вăл, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Парижра.

Регалисем - хура тĕслĕ манти, 1757 çулта Император Академие уçнă чухнехи пеккиех. Мăйран Академи гербĕллĕ ылтăн медаль çакаççĕ, кăкăр çине - икĕ пуçлă ăмăрткайăк палли. Пысăк грамота, члена суйлани çинчен калакан удостоверени тата чечек çыххи тыттараççĕ. Çакна пĕтĕмпех Зураб Церетели хăй парать. Церемони хыççăн эпир унпа кăштах калаçрăмăр, мĕнле ĕçпе ĕçлетĕн тесе ыйтрĕ, сывлăх, пултарулăхра ăнăçусем сунчĕ.

Чыславра Раççей Ÿнер академийĕн хисеплĕ членĕсем, член-корреспонденчĕсем, президиум членĕсем пурте хутшăнчĕç. Санкт-Петербург представителĕсем калаçнă хыççăн, мана сăмах пачĕç* ман хыççăн - Мускавсене. Питĕ кăмăллă пулчĕ, мĕншĕн тесен ку вăл мана кăна мар, пирĕн республикăна, чăвашсене, тăван искусствăна хисепленине пĕлтерет.

- Зураб Церетелипе Эсир пĕрремĕш хут мар тĕл пулатăр. Темиçе çул каялла вăл Шупашкара килнĕччĕ, ун чухне вăл Сире кĕмĕл медаль панăччĕ.

- 2010 çулта Зураб Константиновичăн Шупашкарта ятарлă курăвĕ иртрĕ. Çавăнта вăл мана "Зороастризм, суваро-булгарская и чувашская культура" монографишĕн кĕмĕл медальпе чысларĕ. Кăçал вара унăн иккĕмĕш ятарлă куравĕ Çĕнĕ Шупашкарта пулчĕ, унта Ÿнер академийĕнчен делегаци хутшăнчĕ. Церетели хăй пулаймарĕ, ун вырăнне хĕрĕ - Лика Зурабовна - пулчĕ. Курава уçнă чухне эпĕ çапла каларăм: "Грузире Церетелисен çичĕ йăх. Вĕсен хушшинче поэтсем, çыравçăсем, артистсем, ученăйсем пур. Зураб Церетели вара вĕсен йышĕнче паянхи кун чи пысăк вырăн йышăнать", - терĕм.

Курав виçĕ пайран тăчĕ: живопиç, реализм енĕпе аталаннă скульптура /портретсемпе мемориал хăмисем/ тата халăх характерне сăнлакан скульптура, кунта вăл, паллах, грузин чунне кăтартнă. Ку вăл кураври чи вăйлă пай пулчĕ. Вăл хăй пултарулăхĕнче поэт та, драматург та, лирик та. Хăш-пĕр çĕрте вăл çирĕп, хăш-пĕр çĕрте вара йăваш. Çакăн пек унăн скульптура чĕлхи.

Мускаври Христос Çăлавçă чиркĕвне пĕлетĕр вĕт? Тул енчен ăна Церетели скульптурисемпе илемлетнĕ. Унăн ĕçĕсем Раççейре те, ытти çĕршывра та нумай, пĕтĕмпех асăнса та пĕтереес çук.

- Алексей Александрович, хисеплĕ академик ятне камсене параççĕ?

- Паянхи кун Раççей Ÿнер академийĕ ÿнерти реализм юхăмне аталантаракан тĕнчипе те пĕртен пĕр центр. Академин хисеплĕ членĕсемпе член-корреспонденчĕсен йышĕнче художниксем нумай. Вĕсенчен ют çĕршыв çыннисем вăтăра яхăн, хамăр çĕршывран - çитмĕле яхăн. Унта политиксем те, космонавтсем те пур. Владимир Владимирович Путинпа II-мĕш Алексий-Раççей Ÿнер академийĕн хисеплĕ членĕсем.

Вĕсен йышĕнче искусствоведсем те сахалах мар. Кашниех палăртнă темăпа ĕçлет. Чылайăшĕ аспирантура уçнă, уçаççĕ те.

- Эсир те И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче искусствоведенипе аспирантура уçрăр.

- Çапла. Ку йывăр ĕç.

- Пирĕн республикăран Академи членĕсем тата пур-и?

- Ревель Федорович Федоров - Раççей Ÿнер академийĕн чăн членĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнче çуралнă Анатолий Петрович Рыбкин Санкт-Петербургри Ÿнер академийĕн член-корреспонденчĕ. Ÿнер академийĕн икĕ институт - пĕри Мускавра, Суриков ячĕллĕскер, тепри Питĕрте - Репин ячĕллĕ. Атăл тăрăхĕнчи искусствоведсен хушшинче хисеплĕ член пĕрре те çук-ха.

- Чăвашран вара Академин чи çÿллĕ шайĕнчи представителĕсем виççĕн. Ку пирĕн искусство, искусствоведени пысăк çитĕнÿсем тунине пĕлтерет-и? Пур республика та çавăн чухлĕ академикпа мухтанаймасть çке-ха.

- Çапла. Нумаях пулмасть "Хыпар" хаçатра манăн статья çапăнса тухрĕ. Эпĕ унта Раççей художникĕсен пысăк куравĕ Китайра иртни çинчен çыртăм. Санкт-Петербургран икĕ художник хутшăннă - Александр Федоров тата Анатолий Рыбкин, иккĕшĕ те чăваш. Федоров живопиçпе графика ĕçĕсене, Рыбкин вара живопиç произведенийĕсене тăратнă. Эпĕ вĕсем çинчен, вĕсен пултарулăхĕ пирки çыртăм. А.Федоров Ÿнер академийĕнче вĕреннĕ, лайăх вĕреннĕшĕн ылтăн медале тивĕçнĕ. Вăл пысăк художник, лайăх график. "Улăпа" иллюстрациленĕ. Халĕ вăл Санкт-Петербургри Репин ячĕллĕ институтра вĕрентет.

- Хальхи вăхăтри чăваш искусстви çинчен калаçар-ха. Паллах, çитĕнÿсем пур. Анчах çитменлĕхсемсĕр мар ĕнтĕ.

- Çитменлĕхсенчен пĕри вăл - сюжетлă ĕçсем çукки. Çакă юлашки вăхăтра çĕршывĕпех сарăлчĕ. Художниксем ытларах пейзаж, натюрморт ÿкереççĕ. Юлашки вăхăтра çырнă жанр произведенийĕсенчен çаксене асăнма пулать: Константин Долгашевăн "Ностальгия Филиппа Малявина", Николай Комаровăн "Вечевой колокол", Миша Григорянăн Арменире çĕр чĕтреннине халалланă ĕçĕ. Александр Федосеев "Туман и люди" картининче 1990 çулта çĕршывра пулса иртнĕ пысăк улшăнусене, çĕнĕ влаç килнине кăтартнă. Ревель Федоровăн "Приход кентавра на свадьбу" ĕçĕ прогрессивлă. Николай Карачарсковăн "Реквием. Глаза России" ĕçĕ нумай шăв-шав турĕ, ун çинчен хĕрсех тавлашрĕç. Çак асăннă живописецсем классика юхăмĕн традицийĕсене паянхи кунпа çыхăнтарса аталантараççĕ. Пысăк ÿкерчĕкре çак кăткăс вăхăтри çивĕч ыйтусене кăтартса памалла. Кун валли тарăн шухăш кирлĕ, нумай шухăшламалла. Чĕлхесĕр искусство çук. Хăш-пĕр художник çакна ăнланасшăн мар. Ÿнерçĕн чи малтан философ пулмалла.

Тата çакна палăртмалла: пирĕн художниксем, наци формине шыранă май, хăш чухне этнографизм серепине лекеççĕ - чăваш тумне ÿкерме пуçлаççĕ. Музыкăра фольклоризм текен ăнлав пур, искусствăра вара этнографизм. Ку пит мухтамалли пулăм мар. Чиккине пĕлмелле, ытарлă каласа çĕнĕлле уçса памалла наци темине.

Пирĕн искусствăн лайăх енĕ - художниксен, уйрăмах çамрăксен йышĕ нумаййи. Пĕр енчен, йăла-йĕрке те упранса юлать, тепринчен, çĕнĕлĕхсем те кĕреççĕ. Чăваш искусствин малашлăхĕ пур, вăл аталансах пырĕ тесе шухăшлатăп.

- Искусство аталансан искусствоведени те аталанать. Мана, Сирĕн вĕренекенĕр пулнă май, çакна пĕлме интереслĕ: çамрăк ученăйсене чăваш искусствоведенийĕн мĕнле çитменлĕхĕсене кăтартнă пулăттăр?

- Хальхи вăхăтра Чăвашра кăна мар, Раççейĕпех чылай художник пленэр искусствипе ĕçлет. Кунта эпĕ пленэр пирки вĕренÿ тапхăрĕ пек çеç мар, хăй тĕллĕн юхăм пек калатăп. Хăш чухне куравсенче пленэрта пуçланă, кайран мастерскойсенче ÿкерсе пĕтернĕ ĕçсене куратăп. Анчах та вĕсене çутçанталăкра çырман-çке-ха! Мĕн вăл пленэр? Вăл - хăвăртлăх, вăл - тĕс, вăл - мĕлкепе çутă, вăл - сывлăш. Чи пахи кунта çутçанталăкпа хăйĕнпе çыхăнни. Çутçанталăк хăвăрт улшăнать, çав самантсене тытса илме питĕ йывăр. Ÿкерчĕке мастерскоя илсе кĕрсе унта темиçе эрне, уйăх ĕçлени мĕнле пленэр пулать вара вăл? Импрессионистсене пăхăр-ха, пленэра вĕсем высăк искусство шайне çĕкленĕ, хăйне уйрăм юхăм туса янă. Çак шайри пленэр искусстви паянхи кун пурне те парăнмасть. Ку тĕлĕшпе Ревель Федоров лайăх тĕслĕх пулса тăрать. Унăн мастерскойĕнче ÿкернĕ ĕçĕсенче те пленэр сĕмĕ палăрать.

- Апла пулсан Эсир Чăваш Енри пленэр искусствине тĕпчемелле тесе шутлатăр?

- Паллах. Çакна та калас килет манăн: пирĕн искусствоведсем нумай мар. Çитменнине вĕсенчен хăшĕсем ку енĕпе ĕçлемеççĕ. Пирĕн пай - искусствоведени енĕпе республикăра пĕртен пĕр центр.

Монументаллă искусство аталанманпа пĕрех, кун çинчен эпĕ каларăм. Патшалăх заказĕсем çук та - ĕç те çук. Раççейре те çакнашкал лару-тăру. Ку пысăк проблема.

- Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче Эсир 45 çул ĕçлетĕр - ку вăл наукăна парăннин тĕлĕнмелле тĕслĕхĕ. Наукăн кĕçĕн сотрудникĕнчен пуçланă, директора çитнĕ /1996-2002 çулсем/. Çак тапхăрта Эсир институтшăн питĕ нумай ырă ĕç тунă.

- Кунта эпĕ Ленинград хыççăн, Репин институтне пĕтерсен килтĕм. Ĕçе мана Василий Димитриевич Димитриев илчĕ, вăл ун чухне директорччĕ. Института эпĕ лайăх пĕлетĕп. Институт йывăрлăхра пулнă вăхăта, ăна хупма тăнине, ăна "Хисеп Палли" орденпа чысланине те астăватăп. Студентсемшĕн, аспирантсемшĕн, литераторсемшĕн - пуриншĕн те пирĕн алăк уçă. Пирĕн институт - республикăн ăслăлăхпа культура пурнăçĕн центрĕ. Кунта халăхăмăр историне тимлесе тĕпчеççĕ, археологие аталантараççĕ. Сотрудниксем питĕ ăслă, талантлă, ĕçчен çынсем. Института Юрий Николаевич Исаев ертсе пырать. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх - Правительство пирĕн института хисеплет, шута хурать.

- Халĕ мĕн ĕçлетĕр?

- "Время. Искусство. Искусствознание. Проблемы развития стилевых направлений и образной системы" кĕнекепе ларатăп. Вăл темиçе статьяран тăрать. Пĕрремĕшĕ - Петр Егоров архитектор çинчен, вăл вырăс классицизмне пуçарса яракан художниксенчен пĕри, чăваш. Иккĕмĕш статьяна Никита Яковлевич Бичурина халалланă. Эпир ăна ученăй пек пĕлетпĕр, художник пек вăл паллă мар. Эпĕ унăн Китайра ÿкернĕ ÿнер ĕçĕсене шыраса тупрăм. Хăй ÿкернĕ автопортрет та пур. Виççĕмĕш статья вырăс художникĕ Симаков çинчен. Вăл Ÿнер академийĕнче вĕреннĕ, экспедицие хутшăннă, чăваш тĕррисене акварельпе ÿкерсе илемлĕ альбом хатĕрленĕ. Альбомри пĕрремĕш листа çинче чăваш хĕрĕ. Малалла вара - пир-авăр, тĕрĕ тата архитектура. Çак аслă çынсене эпĕ пĕр çĕре пĕрлештертĕм.

Тепĕр пысăк статья стиль юхăмĕсем çинчен. Вĕсем нумай. Францире, Англире, Италире, Германире тата Раççейре XIX ĕмĕр вĕçĕнче - XX ĕмĕр пуçламăшĕнче пуçланнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче коммунизм обществи тăвас тĕллевпе кĕрешÿ пынă. Ун чухне пур кĕнекере те искусствăра реализм кăна пулма пултарать тесе çыратчĕç. Ытти юхăм çинчен аса та илместчĕç. Халĕ вара çĕнĕ юхăмсем пурте пĕр-пĕринпе килĕштерсе аталанаççĕ.

Çакăн хыççăн тин вара чăваш искусстви çинчен çырăп. Малтан ăнлантармалла вĕт-ха, вулакана хатĕрлемелле.

Чăваш искусстви çурални çинчен уйрăм пай пур. Унта эп Хусанти ÿнер шкулĕ çинчен каласа парăп, Пензăри шкула асăнатăп тата Санкт-Петербургри Ÿнер академине. Тĕп пайне Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулне халалларăм. Унта Мускавран килнĕ Н.Ф.Некрасов ÿнерçĕ ĕçленĕ, вăл пирĕн Константин Иванова ÿкерме вĕрентнĕ. Паллă ĕнтĕ, К.В.Иванов профессионал пек ÿкернĕ. Нумай пулмасть Н.Никифоровăн вăл ÿкернĕ портретне тупрăм, çухалнă тесе шутланăччĕ ăна. Н.Никифоров Чĕмпĕр шкулĕнче ĕçленĕ, унăн ашшĕ вара ачасене Турă сăмахне вĕрентнĕ. Халĕ ку ĕçе реставрацилемелле.

- Эпĕ Сире сывлăх, вăй-хал тата нумай çул пурăнма сунатăп, асăннă кĕнеке часрах кун çути куртăрччĕ.

 

Илемпи ВОРОБЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.