Комментари хушас

3 Раштав, 2014

Çĕршыв тĕрекĕ

Амăшĕсен кунĕ умĕн Шупашкарта «Çулталăк çемйи - 2014» республика конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысларĕç. Асăннă конкурс маларах районсенче иртнĕ. Унта 158 çемье хутшăннă. Пĕрремĕш турта мала тухнă 28 çемье республика шайĕпе ăмăртрĕ. Сăмах май, ку мероприятие Чăваш Енре 11 çул ирттереççĕ. Çак вăхăтра унта 2 пин ытла çемье хутшăннă.

«Паян эпир чи-чи маттур çемьесене чыслатпăр, - терĕ ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова уява пухăннисене. - Çĕр çинче чи телейлĕ çынсем вĕсем - амăшĕ, ашшĕ тата ачисем».

Юлашки виçĕ çулта пирĕн республикăра нумай ачаллă çемьесен шучĕ 20 процент .снине палăртрĕ Алла Владимировна. Маларах çемье икĕ ачапа çырлахнă пулсан, паянхи кун кашни вунвиççĕмĕшĕ виçĕ ача çитĕнтерет. «Апла пулсан вĕсем ыранхи куна шанаççĕ», - палăртрĕ министр. Çавăн пекех вăл нумай ачаллă çемьесене тивĕçекен патшалăх пулăшăвĕсем пирки те сăмах хускатрĕ. Республикăра çине-çинех хута каякан ача сачĕсем çинчен те манмарĕ: кăçал 15 ача сачĕ уçăлмалла.

Амăшĕсен кунĕ ячĕпе залра ларакансене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та саламларĕ, сывлăх, телей сунчĕ. Республикăри нумай ачаллă çемьесене патшалăх тивĕçлĕ пулăшнине палăртрĕ. Çавăн пекех аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев чăваш халăхне панă халалри сăмахсене аса илтерчĕ. «Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл - халăх чаракĕ. Çемье пурнăçĕ тĕлĕшпе ваттисем каланă сăмаха чăваш халăхĕ ялан хытă тытса тăнă. Çак пурлăха лайăх сыхласа пурăнăр. Çемьен лăпкă пурнăçĕ пире пурнăç хыттинчен х.тĕлесе тăрать...» - тенĕ Иван Яковлевич.

Çемьесене ĕçченлĕхе, пултарулăха, вашаватлăха кура тĕрлĕ номинаципе палăртрĕç. Сăмахран, «Ĕçчен çемье» номинацире - Михайловсем (Тăвай районĕ), «Пултаруллă çемье» - Ивановсем (Шупашкар хули), «Социаллă яваплă çемье» - Володинсем (Улатăр районĕ), «Туслă çемье» - Нестеренко (Çĕмĕрле хули), «Спортпа туслă çемье» номинацире Прокопьевсем (Комсомольски районĕ) çĕнтерчĕç. «Çулталăк çемйи» ята Шупашкарта пурăнакан Егоровсем тивĕçрĕç. Марина Анатольевнăпа Алексей Леонидович 9 ача çитĕнтереççĕ. Çемье девизĕ - «Манăн тĕрекĕм - çурт-йĕр тата çемье». Кил хуçи хуçалăхра ĕçлеме кăмăллать пулсан, мăшăрĕ апат пĕçерме, çыхма-çĕлеме юратать. Асăннă çемье спортпа та туслă: хĕлле йĕлтĕр сыраççĕ, çулла футболла, волейболла выляççĕ.

Уявра çавăн пекех «Атăлçири ăнăçлă çемье – 2014» конкурс-фестивале хутшăннă Адюковсемпе (Елчĕк районĕ) Фунтиковсене (Шупашкар хули) чысларĕç.

Республика конкурсне нумай ачаллă çемьесем хутшăнни савăнтарчĕ. Вĕсен йышĕнчех ача усрава илнĕ çемьесем те пур. Чылайăшĕ тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратнă пулин те ют ачасене хăйсен х.ттине илнĕ. Сăмахран, Улатăр районĕнчи Алтышевăра пурăнакан Вера Ивановнăпа Анатолий Петрович Володинсем - ачасене çемьене йышăннă ашшĕ-амăшĕ. Вĕсен çумĕнче вунă ача «ăшăнать». Вĕсене хăйсен тĕпренчĕкĕсем пекех ĕçчен, тарават, ăшă кăмăллă пулма, аслисене хисеплеме вĕрентсе çитĕнтереççĕ Володинсем. Ачасем юрлама, .керме юратаççĕ, алĕç тума хăнăхаççĕ. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пахчара ĕçлеççĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхаççĕ. Çакнашкал çемьесемпе чăннипех мухтанма тивĕç эпир. Вĕсем - Чăваш Ен чысĕ, Раççей мухтавĕ.

Валентина ПЕТРОВА.

Сăнÿкерчĕке www.cap.ru сайтран илнĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.