Комментари хушас

4 Раштав, 2014

Пĕр тĕллев пĕтĕçтернĕ

Шырав отрячĕсен округри Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул тултарнине халалланă слечĕ Киров облаçĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Михаил Бабичăн пуçарăвĕпе иртнĕ. Унта 375 шыравçă хутшăннă.

- Чăваш Ен команди маттурлăхпа палăрчĕ, кăтартăвĕсем аван, - çапла хакланă пирĕн шыравçăсен ĕç-хĕлне федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров. - Командăсен хушшинче эсир иккĕмĕш вырăн йышăнтăр. Тĕрлĕ конкурсра тата номинацире çĕнтертĕр те. Сăмахран, «Наставник» номинацире «Набат» шыравçăсен клубĕн ертÿçин Евгений Шумиловăн ĕçĕ призерсен йышне кĕнĕ. Шырав ĕçне çамрăксем кăна мар, федерацин территори ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсем те хастар хутшăннине палăртма уйрăмах кăмăллă. Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ те, полпред аппарачĕ те, федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторĕн аппарачĕ те, субъектри патшалăх влаç органĕсем те сăваплă çак ĕçре яланах пулăшнă, малашне те пулăшĕç.

Слета хутшăннисен «çавра сĕтел» канашлăвĕнче ырă сĕнÿ нумай пулчĕ. ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Сергей Кудряшов, акă, ведомство йĕркеленипе кăçалхи декабрь уйăхĕнче шырав юхăмне анлăлатас тĕллевпе республикăра семинар-канашлу ирттерме йышăннине пĕлтерчĕ. Федерацин суд приставĕсен службин республикăри управленийĕн сотрудникĕсенчен тăракан «Патриот» шырав отрячĕн ертÿçи Антон Антонов шыравçăсене экспедицисене çÿреме ятарлă фонд йĕркелеме сĕнчĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсем-шыравçисем слет пĕр-пĕринпе паллашма, туслашма май панине, патриот туйăмне татах ÿстернине çирĕплетрĕç. Вĕсен те сĕнÿ пулчĕ: республикăра шыравçăсен ассоциацийĕ кирлĕ! «Çавра сĕтел» тавра пухăннисем уншăн пĕр çын пек сасăларĕç.

Киров облаçĕнчи слетра палăрнисем полномочиллĕ представителĕн Тав тата Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. Шупашкар хула администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕн заместительне, Чăваш Енĕн делегацийĕн ертÿçине Дмитрий Захарова полпредăн Тав çырăвне пачĕç, çамрăксене патриот воспитанийĕ парас ĕçре чылай çул тăрăшуллă пулнăшăн, общество ĕçне хастар хутшăннăшăн Евгений Шумилова «Раççей патриочĕ» медальпе наградăларĕç.

Ю.СТЕПНОВ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.