Комментари хушас

4 Раштав, 2014

"Хыпар", декабрь, 4

ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев «Хĕвел» компанин Çĕнĕ Шупашкарти хĕвел модулĕсем туса кăларакан заводĕнче пулнă, производствăпа паллашнă. П.Чернов. «Хĕвел» çутă тĕссемпе савăнтартăр». 1 стр.

Правительствăра. Бюджета каллех «тÿрелтмелле». Н.Коновалов. 1 стр.

Çĕрпÿ районĕ юлашки виçĕ çулта социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕтĕм кăтартăвне лайăхлатма пултарчĕ, ку енĕпе республикăра малта пыракан муниципалитетсен йышне кĕчĕ». «Çĕрпÿ - аталанса пыракан район. Ертÿçĕсем тăрăшнăран ырă улшăну нумай». И.Клементьева. 2 стр.

Спорт фестивалĕ. Вĕсем паттăрлăх кăтартаççĕ. А.Михайлов. 2 стр.

Çак кунсенче Хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксем реабилитаци центрĕнче регионсен хушшинчи «Реабилитаци. Интеграци. Пĕрешкел мелсем» ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртнĕ. «Сусăрсене меллĕ-и? В.Смирнова. 3 стр.

«Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем Муркаш районне çитсе килчĕç. Сăлтавĕ - халăхпа тĕл пулса калаçасси, чăваш хаçат-журналĕпе паллаштарасси, вулакансемпе çыхăну йĕркелесси. Хыпар кунĕ Муркаш тăрăхĕнче епле иртни çинчен - хаçатăн 4-мĕш стр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.