Комментари хушас

Декабрĕн 3-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери сусăрсен кунĕ. Анчах вĕсене çапла калама чĕлхем çаврăнмасть. Сусăрсем ытти çын пекех юрлама-ташлама вĕренеççĕ, спортпа туслашаççĕ. Вĕсем пурнăçа ыттисенчен ытларах юратнăн туйăнать. Ĕмĕтленеççĕ, йăл кулаççĕ, туслашаççĕ...

Евгения Афанасьевăпа тата Екатерина Корзовăпа тĕл пулсан кăмăлăм хаваслă туйăмпа тулчĕ. Вĕсене шăпа сывлăх енчен кÿрентернĕ пулсан та пурнăçпа киленме пĕлни, унăн кашни кунне чунран юратни, кашни минутпа савăнма пĕлни тĕлĕнтерчĕ. Евгенийăпа Екатерина Интернетри социаллă сайтри сусăрсен ушкăнĕнче туслашнă. Унтанпа вĕсем çыхăнăва татмаççĕ, мероприятисене пĕрле çÿреççĕ.

Кĕçех 24 çул тултаракан Евгения Афанасьевăн пурнăçĕнче кăçал пысăк улшăнусем пулнă. Вăл августăн 15-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Янсакассинче çуралса ÿснĕ Николайпа çемье çавăрнă. 36-ри мăшăрĕ сусăр мар. Евгения - 3-мĕш ушкăн инваличĕ. Малалла вулас...

Ирина АЛЕКСЕЕВА
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.