Комментари хушас

10 Раштав, 2014

Ячĕ кайрĕ инçете

Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ кăçал 90 çулхи юбилейне уявлать. Çак ятпа декабрĕн 12-мĕшĕнче юбилей концерчĕ пулать. Декабрĕн 16-мĕшĕнче вара асăннă ушкăн Чăваш Ен Пуçлăхĕн гранчĕпе лартнă «Юхать юхăм шыв» вокалпа хореографи композицине кăтартĕ. Ку çĕнĕ программа шутланать. Ăна пĕтĕмпех халăх юрри-ташширен хатĕрленĕ. Пĕтĕмĕшле илсен унта Пушкăртстан чăвашĕсен фольклорĕ сăнланнă. Программăна виçĕ пысăк сюита тытса тăрать: пĕрремĕшĕ - «Шур Атăл кĕввисем». Ăна Зинаида Козлова хатĕрленĕ, вăлах йĕркеленĕ. Иккĕмĕшĕ - «Пур тăван та пухăнсан». Кунта Пушкăртстанри Пăслăк ялĕнчи ĕçкĕ-çикĕ юррисем кĕреççĕ. Вĕсене пухса хатĕрлеме Елена Шурту юрăçă пулăшнă. Сăмах май, вăл хăй çак ялта çуралса ÿснĕ. Юрăсене Лолита Чекушкина композитор илемлетнĕ. Виççĕмĕш сюита - «Слакпуç туйĕ». «Пушкăртстанри Слакпуç, Хушăлка, Пелепей тăрăхĕнчи юрăсене пухса пĕчĕк сюита турăмăр, - пĕлтерчĕ пресс-конференцире ансамблĕн илемлĕх ертÿçи Юрий Васильев. - Ку тĕлĕшпе пире Александр Осипов фольклорист чылай пулăшрĕ, юрăсене вăлах илемлетрĕ».

Пушкăртстанри чăвашсен туй юрри-кĕввине чи малтан Юрий Илюхин çырса илнĕ. Каярахпа çак тĕллевпе Слакпуç, Пишпÿлек тăрăхĕнче Александр Осипов пулнă. Вăл туй ташши Пушкăртстанра çеç /урăх çĕрте ниçта та çук/ сыхланса юлнине пĕлтерчĕ. Ташăсене Людмила Нянина лартнă.

Программăна йĕркелесе калăплаканĕ - Юрий Филиппов режиссер. Çакна палăртма кăмăллă: Ольга Королькова директор пĕлтернĕ тăрăх - çитес çул, Литература çулталăкĕнче, ансамбль асăннă программăпа Пушкăртстан тăрăхне çитсе килесшĕн.

Грант укçи-тенкипе сцена тумтирĕ çĕлетнине, сасă хатĕр-хĕтĕрĕпе баян туяннине каларĕ Ольга Витальевна.

Культура çулталăкне халалласа 4 программа хатĕрленĕ. Унсăр пуçне юбилей пирки те манман: ансамбль юрăçисен пултарулăхне кăтартас тĕллевпе 4 диск кăларнă. Александр Васильев композитор хайлавĕсене тепĕр диска пухнă. 90 çулхи уяв тĕлне буклет та хатĕр пулĕ.

Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамбльне республикăра çеç мар, тĕнчипех пĕлеççĕ. Кашни çулах артистсем ют çĕршывсенче пулаççĕ, хăйсен пултарулăхĕпе куракана савăнтараççĕ. Кăçал вĕсем Америкăра тата Грецире иртнĕ фольклор фестивалĕсене хутшăннă, Чăваш Ен чысне хÿтĕленĕ.

Валентина ПЕТРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.