Комментари хушас

10 Раштав, 2014

«Ĕçсĕр лартмаççĕ, кĕрештереççĕ»

Тăвай районĕнчи Лачкассине эпĕ клуб ыйтăвĕпе ятарласа çула тухманччĕ. Тăрмăш ял тăрăхĕн администрацийĕнче вăл пĕчĕккисен йышĕнче терĕç те çитсе килме шухăш çуралчĕ. "Халăхĕ клуба çÿрет, малалла та çÿресшĕн. Ăна хуптарасшăн мар та ... пире итлемеççĕ вĕт", - пĕлтерме васкарĕç лавккана пынă çынсем ялти пурнăçпа кăсăклансан.

Пытармăпăр, хăш-пĕр ялта, уйрăмах халăх йышсăрринче, клуб ĕçĕ хут çинче кăна палăрать. Ăна тытса тăнин усси те çук тейĕн. Пуçăмра вĕлтлетнĕ шухăша чухласа-ши, Лачкассисем клуб хăйсемшĕн питех те пĕлтерĕшлĕ пулнине тĕслĕхсемпе ĕнентерме тытăнчĕç. Тĕслĕхĕсем ытла та "шĕвĕ" пулнă пулсан ял тăрăхĕн депутачĕ патне çитместĕмччĕ ахăртнех. Культура вучахĕ ялти пурнăçа сÿнме паманнине Лачкассисем сăмахпа кăна мар, ĕçпе ĕнентерме пултарчĕç. Çукран пур тунине тепĕр хут çухатасси вĕсене кунсерен канăç памасть. Эрнере пилĕк кун алĕç кружокне пуçтарăнакансем Çĕнĕ çултан хăнăхнă çуртра тĕл пулаймасан та пултарĕç. "Сирĕн клуба тытса тăма бюджетра укçа çитмест", - тенĕ Лачкассисене Тăрмăш ял тăрăхĕн администрацийĕнче.

Вырăнти депутат Венера Алексеевна Николаева тата клуб администраторĕ Зоя Витальевна Семенова мана клуба йыхравларĕç. Ял çыннисен алĕçĕсемпе паллаштарасшăн пулчĕç.

- Каçарăр та, ку пÿлĕм лавкка çурчĕнех пулчĕ мар-и? Умри алăкран тухрăмăр та хыçалтинчен кĕтĕмĕр.

- Çапла. Райпо лавккин пĕр пайне пире арендăна панă. Ял тăрăхĕн малтанхи пуçлăхĕ тăрăшнă çакăншăн. Йывăр тăпри çăмăл пултăр. Ытти культура çурчĕсенчи пек чаплă хăтлăх çук-çке тесе ан тĕлĕнĕр. Пире пĕр пÿлĕм те çырлахтарать. Ăшă пырать, ларса ĕçлеме, уявсене хатĕрленме вырăн пур. Ялта медицина пунктне хупни чылай вăхăт ĕнтĕ. Ватăсене пур чухне те Тăрмăша çитме йывăр. Тухтăрсем яла эрнере пĕр хут та пулин килсе çÿреччĕр тесе хăма çаптарса уйрăм пÿлĕм тутарттарнă. Шухăшлăр-ха: капельница лартма ватă çыннăн Тăрмăша çитмелле. Унтан тухсан тарла-тарла - каялла. Капла çын пушшех чирлесе каять. Медицина ĕçченĕ яла кунне 1-2 сехете те пулин пырсан тем пекехчĕ. Çÿреме транспорт çук теççĕ.

- Венера Алексеевна, депутат пулнă май эсир пĕчĕк ял халăхĕшĕн çапла тăрăшни, пăшăрханни паха. Клуб патне таврăнар-ха. Унăн çурчĕ ялта пач та пулман-и?

- Пулнă. Никĕс вырăнĕ - лавккапа юнашарах. Хăй вăхăтĕнче ялта пуçламăш шкул та ларнă. Эпĕ çакăнта çуралса ÿснĕ, 40 çула яхăн хулара ĕçлесе пурăннă хыççăн тăван тăрăха таврăнтăм. Ваттисен кунне халăх урамра уявланине паянхи пек астăватăп. Ăшă çанталăкра темех мар. Йĕпе-сапара, хĕлле ăçта каймалла ял çыннисен? Мана депутата суйларĕç. Пĕрлехи вăйпа клуб вырăнне тупрăмăр, алĕç кружокĕ йĕркелес терĕмĕр. Халĕ пире, Лачкассисене, ăçта кăна пĕлмеççĕ? Тĕрлĕ конкурса тухса çÿренĕ. Нумаях пулмасть Тăвайĕнчи культура çуртĕнче ачасемпе маçтăр-класс ирттертĕмĕр. Пĕр хутчен çеç мар.

- Хăш енпе профессионал шайне çĕкленнĕ-ха эсир?

- Вĕтĕ шăрçасенчен хушпу, тухья, масмак тăватпăр эпир. Хамăр алăпа ăсталанă чăваш тумĕпе "Тăрмăш" фольклор ушкăнĕнче юрлатпăр, ташлатпăр. Кружока çÿрекен кашни пĕрер япала ăсталать. Темиçе хушпу та тунă. Халĕ тухья çине куçрăмăр. "Тăвай пики" конкурсра çĕнтерÿçĕне панă тухьяна куртăмăр та унăн ÿкерчĕкне астуса юлса хамăр ĕçре усă курас терĕмĕр. Мĕн куратпăр, асăрхатпăр, çавна хамăр тĕллĕнех тытатпăр та тăватпăр.

- Тухья валли вĕт шăрçа пайтах кирлĕ. Ăна туянма укçа та хăвăр кĕсьеренех тухать пулĕ.

- Мĕн кирлине хамăрах туянатпăр. Куратăр-и, тухья çинчи шăрçасем епле илемлĕ, пĕр тикĕс выртаççĕ. Китайра хатĕрленисем мар, Чехире кăларнăскерсем. Кун пеккисем хаклăрах та. Тухья валли ытти япала та кирлĕ.

- Мĕн хака кайса ларать вара пĕр тухья?

- Ĕçленине шута илсен 5-10 пин тенкĕ. Хамăрăн пуррине нимĕн те çитмест, çын куçĕнчен пăхни мар.

- Клуба хупсассăн та кружока салатас килмесен, тен, ирĕксĕрех çынсем патĕнче ларма тивĕ?

- Çын патне паян, ыран кайăн, виççĕмĕшĕнче вăл ман сирĕнпе ларма вăхăт çук, ĕне сумалла е ытти ĕç тумалла тейĕ. Хамăрăн клуб пулсан унтан никам хăваламĕ. Килте выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлекенсем, пенсионерсем эрнере 5 кун кăнтăрла иртни икĕ сехетрен пуçласа пиллĕкчен лараççĕ кунта.

Нумай пулмасть ялти ачасем, вунна яхăн вĕсем пирĕн, килчĕç те: "Атьăр, Çĕнĕ çула çак юмаха лартар", - терĕç. Юмахне хăйсемех шыраса тупнă. Сцена çинче лартма кăшт йывăртан урăххипе улăштарма калаçса татăлтăмăр.

Çулсерен Çимĕк кунĕнче каçхине халăх ?ун чухне яла инçетрисем те килеççĕ% вăййа тухать, ялти сумлă мăшăр хăнасене яланах кăпăклă сăрапа сăйлать. Ытти уявсем пирки каламастăп та. Часах пĕр каччăна ял-йышпа салтака ăсатăпăр. Ăсату каçне клубра ирттерĕпĕр. Шупашкарта çуралса ÿснĕскер темиçе çул каялла кукамăшне пулăшма тесе яла килчĕ те шкула кунтах вĕренсе пĕтерчĕ.

- Апла ял пĕтет теме иртерех.

- Çапла пулмасăр. Пушă çуртсене туянаççĕ. Хулара пурăнакансем те çулласерен ялти кил хуçалăхне пăрахмаççĕ, типтерлеççĕ, çĕнетеççĕ. Ыр малашлăха шанма май пур. Çавăнпа клуба та хуптарасшăн мар. Çухатсан каялла тавăраймăпăр.

Ялта тĕрлĕ çын. Ĕçлекенни тăрăшать, хальччен ĕçлеменнине ирĕксĕрлесе те субботника илсе тухаймăн. Йышпа ĕç тумалла чухне чи малтан кам тĕслĕх кăтартать тетĕр? Клуба çÿрекенсем. Вĕсене кура ыттисем те "вăранаççĕ". Çивĕч ыйту сиксе тухсан каллех клуба çул тытать çын. Унта ялти хастарсем, пуçаруçăсем пуçтарăннине пĕлет. Клуб - халăха пĕтĕçтерме пулăшакан вырăн.

Ĕçсĕр лартмаççĕ пире, кĕрештереççĕ. XXI ĕмĕрте клубăн хупăнмалла мар та...

Ирина Никитина.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.