Комментари хушас

10 Раштав, 2014

Раççей - вăйлă çĕршыв

Владимир Путин Президентăн Çырăвне хаклаççĕ

Михаил ИГНАТЬЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

- РФ Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн кăçалхи Çырăвне пĕтĕм тĕнчери политикăран, тĕрлĕ çĕршыв Раççей тĕлĕшпе йышăннă санкцисенчен пуçларĕ. Çав вăхăтрах вырăс халăхĕн кăмăл-сипет хăвачĕ, патриотизмĕ мĕнешкел пысăккине палăртрĕ. Вырăс халăхĕ хăйне хĕсĕрлеме пуçласан яланах çĕнтернĕ.

Вăл Украинăри киревсĕр ĕç-пуç политика лару-тăрăвне кăткăслатни, Крымпа Севастополь Раççейпе пĕрлешни çинчен каларĕ. Раççейĕн пĕтĕм халăхĕ çак икĕ регион суйлавне, Президент йышăнăвне ырларĕ.

Инвестицисене, уйрăм çын харпăрлăхне хÿтĕлессине, предпринимательсене хăйсен капиталне Раççее тавăрса легализацилеме май парассине шантарчĕ.

Владимир Владимирович рынокра ĕç вăйĕ кирли çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ, ахаль рабочисем, çĕр ĕçченĕсем, пысăк пĕлÿллĕ инженерсем кирлĕ. Çакă импорта хамăрăн продукципе улăштарма пулăшĕ, мĕншĕн тесен пирĕн Анăçа пăхăннинчен тасалмалла - экономика санкцийĕсем çакна тума май парĕç.

Ку енĕпе эпир республикăра пысăк ĕç тăватпăр. Пĕтĕм тĕнчери "Раççей электричество сечĕсем-2014" куравра пултăм - унта пирĕн чылай предприяти хутшăнать. Паян вĕсем тĕнче шайĕнчи компанисемпе тупăшма хатĕр. Инвестицисене çыншăн, интеллекта аталантарма хывмалла - çав çынсем хăйсен пултарулăхĕпе, ăсĕпе усă курса çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртчĕр.

Президент тĕрлĕ тĕрĕслев органĕсем предпринимательлĕхе аталантарма чăрмантарни çинчен те каларĕ. Коммерци организацийĕ 3 çул уççăн, вăрттăн схемăсемпе усă курмасăр ĕçлесе лайăх ят-сум çĕнсе илсен ăна 3 çуллăха тĕрĕслевсенчен хăтармалла - мана çак сĕнÿ уйрăмах килĕшрĕ. Паллах, ку механизма йĕркелемелле. Кам бизнес тытса пырса Раççей экономикине курăмлă тÿпе хывать - вĕсене çăмăллăхсем памалла, ыранхи куна шанчăкпа пăхчăр, хăйсен укçине аталанăва хывччăр.

Тепĕр тема - проектсем валли укçа уйăрасси. Паян банксем инвестици проекчĕсене укçапа пулăшасшăн мар. Проектсем валли кĕмĕл уйăрма йышăнсан, паллах, предприятисем, производствăсем, лайăх ĕç вырăнĕсем ытларах пулĕç. Ку пысăк пĕлтерĕшлĕ.

 

Геннадий Яковлев, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш тата Раççей журналисчĕсен союзĕсен премийĕсен лауреачĕ, /Сĕнтĕрвăрри районĕ/:

– Федераци Канашне янă Çырура Раççей Президенчĕ Владимир Путин малашлăха аван курса тăни, ăна тĕрĕс хаклани савăнтарчĕ. Раççей - вăйлă çĕршыв. Унăн çын куçĕнчен пăхма пăрахмалла. Ют çĕршывран пулăшу кĕтмесĕр хамăра пултарнă таран тивĕçтерме вĕренмелле. Ялхуçалăхĕ-и, промышленноç-и е урăх тытăм-и - çĕнелÿ, улшăну пур çĕрте те вăй илсе палăрмалла. Хамăр пултарнине туллин ĕнентерес тесен ĕç тухăçлăхне ÿстермелле. Ырри тĕрĕс те паха шухăшран пуçланать. Çавăнпа Президент сăмахне кашни çыннăн чуна, пуçа илмелле.

Апат-çимĕçпе хамăра тăрантарма пултарасси иккĕлентермелле мар. Ялхуçалăхĕнче тăрăшакансем Çырури шухăшсене уйрăмах ырласа йышăнчĕç. Ара, Президент кадрсем хатĕрлес ыйтăва та çивĕччисен шутне кĕртнĕ. Пĕр енчен пăхсан аслă пĕлÿ илнисем йĕри-таврах, анчах ялхуçалăх предприятийĕсенче /промышленноçра та çавнашкалах/ ĕç аллисем çитмеççĕ. Çĕрĕ пур, ĕçĕ пур, анчах фермăра ĕне сăвакан кăна мар, инженер та тупаймăн. Тÿнтерле пулăма тÿрлетмеллине тĕп тĕллев вырăнне хуни хальхи тапхăршăн питех те пĕлтерĕшлĕ. Пултаруллă çамрăксем пур. Çав туртăма аталантарас тесен ĕç профессийĕсене хатĕрлес тытăма улăштармалла. 2020 çул валли Раççейри колледжсенче чи кирлĕ профессисене тĕнчери чи лайăх никĕссене тĕпе хурса хатĕрлемелле. Професси вĕрентĕвĕн тытăмĕнче конкурссем, вĕсен кăтартăвĕ улшăну патне илсе çитермеллине палăртать Владимир Владимирович. Вĕрентÿпе практика яланах юнашар, пĕр тĕвĕре пулмаллине аса илтерет. Дипломлисен йышĕ пур, усси çукрах. Йыш сахалрах, анчах пахалăхлă пулнине нимĕн те çитмест. Тĕллевлĕ ĕçлеме вĕренмелле, хăнăхмалла.

Чылай енпе палăртнă утăмсем пурнăçлансан çĕршыв, чăн та, çĕнелмелле. Çав çĕнелÿ хавхалантармалла, савăнтармалла. Çавах та Çырура пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвне хускатни те, ман шухăшпа, вырăнлă пекчĕ. Ку тытăмри хаксем ÿссех пыраççĕ. Çак ыйту пурне те пырса тивекеннисенчен пĕри - ачаран пуçласа ватă çын таранах. Ку тĕлĕшпе те малашлăха уççăн палăртни кирлĕ.

 

Николай Малышкин, Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкри Геннадий Волков ячĕллĕ вăтам шкул директорĕ:

- Раççей Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне янă Çырăва пысăка хурса хаклатăп. Эпĕ ку трансляцие телевизорпа та куртăм, Çырăва хаçатра та вуларăм.

Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне çĕнĕ мелпе ирттерме сĕнни вырăнлă. Çамрăксем халĕ шкул хыççăн пурте институт-университета çул тытаççĕ. Япăхрах вĕренекенни те аслă шкула каять. Диплом илессишĕн 5 çул утать. Хăй вара пурнăçне пачах ют ĕçпе çыхăнтарать.

Тепĕр лайăх мел - пултаруллă ачасене хавхалантарасси. Вĕсене шкулта вĕреннĕ чухнех асăрхама пĕлмелле. Аслă шкула вĕренме кĕрсен маттур яшсемпе хĕрсене грантпа чыслĕç. Уйăхсерен паракан пулăшу виçине те палăртрĕ Владимир Путин. Вăл - 20 пин тенкĕ.

Шкулсенче вырăн çитменни те çивĕч ыйту. Ял шкулĕсем пушанаççĕ. Мĕншĕн тесен çамрăксем хулана талпăнаççĕ. Унти хăш-пĕр пĕлÿ çурчĕ икĕ сменăпа ĕçлет. Çырура çак ыйтăва хускатни те вырăнлă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.