Комментари хушас

21 Кăрлач, 2014

Больница çумĕнчи чиркÿ

Иртнĕ эрнере Час илтекен Турă Амăшĕн турăшĕн чиркĕвĕн /вăл Республика психиатри больницин территорийĕнче вырнаçнă/ тĕп куполне хăпартрĕç. Ăна хăйĕн вырăнне вырнаçтариччен Шупашкар тата Чăваш епархийĕн социаллă ĕçпе чиркÿ ыр кăмăллăхĕн уйрăмĕн ертÿçи Михаил Павлов иерей сăвапларĕ тата молебен ирттерчĕ.

Ку чиркĕве тăвас шухăш 2005 çултах çуралнă. Психиатри больницин ун чухнехи тĕп врачĕн Александр Козловăн тата Аполинарий Павлов протоиерейăн проект та хатĕр пулнă. Пархатарлă ĕçе тĕрлĕ сăлтава пула каяраха хăварма йышăннă, çак тапхăрта ырă ĕмĕтпе çунатланнă çынсем çут тĕнчерен уйрăлнă. 2005 çулхи раштав уйăхĕнче больницăн 4-мĕш хутĕнче Серафим Саровский ячĕллĕ пысăках мар храм уçнă. Чирлĕ çынсем унта çурта çутма, кĕлĕ вулама çÿреççĕ. Шел те, пысăк уявсенче пурте вырнаçаймаççĕ. Çакна шута илсе тата протоиерейăн ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тесе унăн ывăлĕ Михаил Павлов иерей - вăл епархи уйрăмĕн ертÿçи пулнипе пĕрлех Шупашкарти медицина колледжĕнче ыр кăмăллăх сестрисен уйрăмне ертсе пырать, маларах хăй те тухтăрта ĕçленĕ - психиатри больници çумĕнче чиркÿ тума тĕллев лартнă. 2012 çулхи кĕркунне унăн никĕсне янă. Йывăç чиркĕве тĕне ĕненекенсем, предпринимательсем пухнă укçапа çĕкленĕ. Строительство материалĕсем парса тата ĕçлесе пулăшакансем те пулнă.

- Ку чиркÿ чирлĕ çынсем валли, чи малтанах психиатри больницинче сипленекенсем çÿрĕç кунта. Каярахпа, ĕç-хĕле анлăлатса пынăçемĕн тата Варнава митрополит пил парсан, çывăхри больницăсенчи - туберкулез диспансерĕнчи, Республика клиника больницинчи, Президент перинаталь центрĕнчи, ÿтпе венерологи тата наркологи диспансерĕсенчи - çынсене те тĕрĕс çул çине тăмашкăн тата ытти енĕпе пулăшăпăр. Вĕсем патне халĕ те кайсах çÿретпĕр-ха эпир, çапах чиркÿ ĕçлеме пуçласан тата ытларах тĕл пулăпăр, - терĕ Михаил Павлов иерей. Вăл каланă тăрăх - чиркÿ алăкĕсем канмалли кунсенче çак микрорайонта пурăнакансемшĕн те уçă пулĕç.

Чиркĕве туса пĕтернĕпе пĕрех. Ăна кăçал çуркунне уçма палăртаççĕ.

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.