Комментари хушас

18 Раштав, 2014

«ТĂВАН ЯЛĂМ ÇАПЛА ПУÇЛАННĂ» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ

2014 çулта Культура çулталăкне халалланă «Тăван ялăм çапла пуçланнă» конкурс декабрь (раштав) уйăхĕн 1-мĕшĕччен пычĕ. Чăваш Республикин шкулĕсенче вĕренекен «Тантăш» хаçат тусĕсем, çамрăк таврапĕлÿçĕсем, пултарулăх ăмăртăвне паха хайлавсем ярса пачĕç. Эпир вĕсене хаçатра номертен номере пичетлесе пытăмăр, пичетлесе ĕлкĕрейменнине малашне пичетлĕпĕр.

Тăван ял халапĕсем тĕрлĕ шайлă пулчĕç. Вĕсем пĕринчен тепри кăсăк. Халапсене ватă çынсем каласа панине истори чăнлăхĕсемпе çыхăнтарса тăван ял историне тулли уçса пама тăрăшрăр. Сире, çамрăк тавра пĕлÿçĕсене, конкурса хастар хутшăннăшăн тав тăватпăр, малашне те «Тантăш» хаçатпа туслă пулма, тăван ял кун-çулĕпе тата кăсăкланма, ял пуласлăхĕшĕн тăрăшма, вĕренÿре ăнăçусем тума вăй-хал сунатпăр.

«Тăван ялăм çапла пуçланнă» конкурса хутшăннисен ячĕсене «Тантăш» хаçатра пичетлетпĕр, авторĕсене тата вĕсен ертÿçисене сертификат тата парнесем парса чыслатпăр. Сертификатсемпе парнесене редакцине кĕрсе илме пултаратăр.

Ирина Гладкова (Шăмăршă районĕ, Виçпÿрт Шăмăршă); Николай Кулагин (Элĕк районĕ, Мăн Ямаш вăтам шкулĕ, 6 класс, ертÿçи - Людмила Аполлоновна Андреева); Юля Ильденеева (Улатăр районĕ, Суйкăн шкулĕ, 6 класс); Мария Тигинова (Улатăр районĕ, Суйкăн, 9 класс); Ольга Алексеева (Çĕрпÿ районĕ, Ямаш шкулĕ, 8 класс); Вадим Андреев (Çĕрпÿ районĕ, Ямаш шкулĕ, 9 класс, ертÿçи - Ираида Николаевна Филимонова); Никита Никитин (Элĕк районĕ, Шĕмшеш шкулĕ, 8 класс); Анна Удиванова (Элĕк районĕ, Шĕмшеш шкулĕ, 10 класс); Ольга Архипова (Элĕк районĕ, Шĕмшеш шкулĕ, 7 класс); Катя Сарбаева (Сĕнтĕрвăрри районĕ, Карапаш); Анна Михеева (Хĕрлĕ Чутай районĕ, Мăн Этмен шкулĕ, 11 класс); А. Бельдекова (Патăрьел районĕ, Тури Туçа шкулĕ, 9 класс); Михаил Лаврентьев, Игорь Петров (Канаш районĕ, Катек, ертÿçи - Зоя Васильевна Петрова); В. М. Кузьмина (Етĕрне районĕ, Урпаш); Г. В. Зотова (Хĕрлĕ Чутай районĕ, Штанаш шкулĕ); (Авторĕ паллă мар) (Элĕк районĕ, Илленушкăнь (сăвă); Саша Семенов (Вăрнар районĕ, Хăмăш шкулĕ, 7 класс, ертÿçи - Надежда Анатольевна Лаврентьева); Катя Позинова (Вăрнар районĕ, Хăмăш шкулĕ, 8 класс, ертÿçи - Надежда Анатольевна Лаврентьева); Юлия Николаева (8 класс); Кристина Семенова (Шупашкар, 10-мĕш шкул, ертÿçи - Юлия Елисеевна Анисимова); Гузель Зарифзянова (Комсомольски районĕ, Тукай Мишер шкулĕ); Диана Безрукина (Комсомольски районĕ, Хырай Ĕнел, 8 класс), ертÿçи - И. Н. Кокшина); Валерия Ашмарина (Елчĕк районĕ, Кĕçĕн Таяпа, ертÿçи - А. А. Иванова); Андрей Петров (Шупашкар районĕ, Тутаркасси шкулĕ, 9 «б» класс, ертÿçи - Роза Алексеевна Петрова (шкул библиотекарĕ); Катя Кошелева (Йĕпреç районĕ, Çăкалăх шкулĕ, 11 класс); Таня Кузьмина (Канаш районĕ, Уçырма, 11 класс); Юля Фомина (Шупашкар районĕ, Шăмăш шкулĕ, 7 класс); Светлана Федорова (адресне кăтартман); Людмила Александрова (Етĕрне районĕ, Кăкшăм); Анастасия Лебедева (Пăрачкав районĕ, Пăрачкав шкулĕ, 8 класс, ертÿçи - Л. А. Павлова); Анастасия Иванова (Шупашкар, 49-мĕш шкул, 8 «а» класс, ертÿçи - Татьяна Владимировна Иванова); Оля Владимирова (Етĕрне районĕ, Мăн Чураш шкулĕ, 9 класс, ертÿçи - Мăн Чураш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Н. Черлаков); Олеся Галкина (Елчĕк районĕ, Хăвăлçырма шкулĕ, ертÿçи - Зинаида Альбертовна Михеева); Инесса Федорова (Çĕмĕрле районĕ, Юманай шкулĕ, 8 класс, ертÿçи - Зоя Аркадьевна Григорьева); Вера Устинова (Хĕрлĕ Чутай районĕ, Штанаш шкулĕ); Людмила Чердакова (Куславкка районĕ, Тĕрлемес шкулĕ).

Конкурс йĕркелÿçи - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕн ертÿçи

Геронтий НИКИФОРОВ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.