Комментари хушас

22 Кăрлач, 2014

Потребитель хакĕсен раштаври индексĕ

Таварпа пулăшăвăн потребитель хакĕсен 2013 çулхи раштав уйăхĕнчи индексĕ чÿк уйăхĕнчин - 100,4, малтанхи çулхи çав вăхăтрин 106,3 проценчĕпе танлашнă.

Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче апат-çимĕç таварĕ - 100,2, çулталăк пуçланнăранпа 106,3 процент хакланнă.

Раштавра пахча çимĕç продукцийĕн /çĕр улмипе пĕрле/, сĕт юр-варĕн, çăвăн, пулăн хакĕсем малтанхи уйăхринчен - 2,8-1,7, алкогольсĕр ĕçмен, общество апатланăвĕн, сырăн, макаронпа кĕрпен, çăкăр-булкăн - 0,9-0,3, кондитер çимĕçĕн, пылак пăрăн 0,2 процент хăпарнă, çăмарта - 2,9, чей, кофе, сахăр, эрех-сăра, варени, джем, повидло, пыл, тăвар, соус, тутă кĕртмĕш, концентрат, аш-пăш, пахча çимĕç консерви, çăнăх - 1,2-0,2, улма-çырла консерви 0,01 процент йÿнелнĕ.

2013 çул пуçланнăранпа çăмарта - 26,6, сыр, эрех-сăра, сĕт юр-варĕ, пылак пăр, çăкăр-булка, пулă, çу - 15,6-6,8, общество апатланăвĕ, алкогольсĕр ĕçме, кондитер çимĕçĕ, макарон-кĕрпе, пахча çимĕç продукцийĕ /çĕр улмипе пĕрле/, улма-çырла тата пахча çимĕç консервисем, сахăр, тăвар, соус, тутă кĕртмĕш, концентрат 5,6-1,5 процент хакланнă, варени, джем, повидло, пыл, çăнăх, аш-пăш 7,8-2,0 процент йÿнелнĕ.

Апат-çимĕçĕн кашни çын пуçне палăртнă чи пĕчĕк пуххи 2013 çулхи раштав уйăхĕнче 2482,73 тенкĕ тăнă тата чÿк уйăхĕнчинчен - 2,6, малтанхи çулхи çав вăхăтринчен 9,2 процент ÿснĕ.

Апат-çимĕç шутланман таварсен потребитель хакĕн ÿсĕмĕ 2013 çулхи раштавра уйăхра - 100,3, çулталăк пуçланнăранпа 104,8 процентпа танлашнă.

Пĕлтĕрхи раштавра малтанхи уйăхринчен мамăк-тир, табак, тетте, парфюмерипе косметика таварĕ, шкул хатĕрĕпе канцтавар - 2,5-1,1, галантерея, пусма, сехет, садра усă курмалли хатĕр, кавир, сĕтел-пукан, атă-пушмак - 0,9-0,4, тумтир, кĕпе-йĕм, çумалли тата тасатмалли хатĕр, электротавар, йăла техники, выльăх-чĕрлĕхе кирлĕ тавар, трикотаж, фарфорпа фаянс савăт-сапа, строительство материалĕ, ал шăлли, хут, пичет кăларăмĕ, медицина таварĕ - 0,3-0,1, çăмăл автомашина 0,03 процент хаклăрах пулнă, çунтармалли япаласем - 5,8, шăрпăк, нефть продукчĕ, тимĕр савăт-сапа, чăлха-нуски, телерадиотавар 2,8-0,2 процент йÿнелнĕ.

2013 çул пуçланнăранпа табак - 29,6, медицина таварĕ, тетте, пусма, мамăк-тир, трикотаж, нефть продукчĕ, пичет кăларăмĕ, тумтир тата кĕпе-йĕм, шăрпăк, сехет, çумалли тата тасатмалли хатĕр, галантерея, атă-пушмак - 10,0-5,0, шкул хатĕрĕ, çыру, канцеляри таварĕ, ал шăлли, сĕтел-пукан, парфюмерипе косметика тата хут таварĕ, выльăх-чĕрлĕк валли кирлĕ тавар, çăмăл автомашина, электротавар, йăла техники, чăлха-нуски, садра усă курмалли хатĕр, кавир, çунтармалли япала, телерадиотавар, строительство материалĕ 4,8-1,3 процент хакланнă, ювелир япали, велосипед тата мотоцикл, персональнăй компьютер 3,2-1,2 процент йÿнĕрех пулнă.

Пулăшăвăн потребитель хакĕсен иртнĕ çулхи раштаври ÿсĕмĕ уйăхра - 101,0, 2013 çулталăк пуçламăшĕнчен 109,5 процента çитнĕ, малтанхи уйăхринчен туризм, пассажир транспорчĕн пулăшăвĕшĕн - 7,8 тата 6,2, культура организацийĕнче, йăлара, вĕрентÿре, санаторипе сиплевре, медицинăра тивĕçтерекеннисемшĕн 0,4-0,1 процент ытларах илнĕ тĕк право, страховани тĕлĕшпе 5,0 тата 1,9 процент сахалрах.

2013 çул пуçланнăранпа медицина, пассажир транспорчĕн, экскурси, право, культура организацийĕн, туризм пулăшăвĕ - 18,0-13,4, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, вĕрентÿ, йăла, çыхăну тытăмĕсем тивĕçтерекенни - 9,0-5,2, физкультурăпа спортри, банкри, посредниксем параканни 4,3-0,9 процент хăпарнă. Çавăнпа пĕрлех страховани, санаторипе сиплев, ветеринари енĕпе 0,8-0,5 процент йÿнелнĕ.

В.ИЛЬИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.