Комментари хушас

23 Раштав, 2014

Çутăпа ăшăсăр пурнăç çук

Энергетиксем професси уявне паллă турĕç

"Профессипе эпĕ хам та энергетик вĕт..." - ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн салам сăмахне çапла каланинчен пуçларĕ те - декабрĕн 22-мĕшĕнче, Энергетик кунĕнче, вăл шăпах энергетиксемпе курнăçни пĕртте ăнсăртран мар.

"Атăл çинчи МРСК" АУОн "Чăвашэнерго" филиалĕ республика территорийĕнче электроэнерги валеçес енĕпе ĕçлет. Унăн сывлăшри тĕрлĕ напряжениллĕ электропередача линийĕсен тăршшĕ - 20,6 пин км ытла. Тата - хăвачĕ 35-110 кВ танлашакан 101 подстанци. 0,4-10 кВ напряжениллисем вара - 4,8 пине яхăнах. Пысăк çак хуçалăха пăхса тăрасси, кал-кал ĕçлеттересси - "Чăвашэнерго" тытăмĕнче ĕçлекен 1,7 пине яхăн специалист тивĕçĕ. Филиал директорĕ Дмитрий Иванов хăйĕн ĕçтешĕсем çак тивĕçе мĕнле пурнăçланипе кăмăллă.

Унăн шухăшĕпе - 2014 çул энергетиксемшĕн çăмăл пулмарĕ. Тарифсене "шăнтса" лартнă, тăкаксем тĕлĕшпе секвестр мерисемпе усă курнă, çийĕнчен республикăра электроэнергипе усă курасси чакни палăрать. Çапах çак условисенче те электричество валеçекен сеть компанийĕ ăнăçлă ĕçлет. Кăçал 1 пин км ытла электролинисене юсанă, 25 подстанцире капиталлă юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Тĕп хулари "Садовый" микрорайона электричествăпа тивĕçтермелли подстанцире инвестици проектне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе пысăк ĕç тунă. Çапах, Дмитрий Геннадьевич палăртнă тăрăх, "тимĕр - тĕп вырăнта мар, тĕп вăй - çынсем". "Чăвашэнерго" ĕçченĕсен 42% - аслă пĕлÿллĕ специалистсем. Филиалти ĕç укçин уйăхри вăтам виçи 25 пин тенкĕ урлă каçнине вăл кăмăллăн палăртрĕ. Кăçал кăна энергетиксен çемйисенче 52 ача çуралнă. Йышра - нумай ачаллă 64 çемье.

Директор пултаруллă çак коллектив кăçалхи октябрьте республика çине йăтăнса аннă пăрлă çумăр сиенĕпе кĕрешсе калама çук пысăк ĕç пурнăçланине пайăррăн палăртрĕ: "12 район сиен тÿсрĕ. Влаçсемпе, кÿршĕ регионсенчи ĕçтешсемпе пĕрле талăкĕ-талăкĕпе тăрăшса юсав ĕçĕсене хăвăрт та ăнăçлă вĕçлерĕмĕр".

Пăрлă çумăра Михаил Игнатьев та аса илчĕ: "Республикăра пурăнакансен 1/3 пайĕ çутăсăр юлнăччĕ. Анчах эпир инкекре никама та пăрахмастпăр. Дмитрий Геннадьевича "юлашки потребителе электричество памасăр пирĕн çывăрма юрамасть" терĕм. Çапла ĕçлесе инкеке кĕске вăхăтра сирсе ятăмăр". Çутăпа ăшăсăр пурнăç çуккине палăртнă май Михаил Васильевич энергетика отраслĕнче паян производство культури çÿллĕ шайра пулни çинчен каларĕ. Паллах, усă курнă электроэнергишĕн потребительсен вăхăтра тÿлемелле: "Лавккана кайсан пире укçасăр нимĕн те памаççĕ вĕт. Кунта та çаплах пулмалла". Вăл республикăн электротехника кластерĕ çулталăка пĕлтĕрхинчен лайăхрах вĕçленине кăмăллăн палăртрĕ: "Импорта хамăрăн продукципе улăштарас çул çине тăнă май пирĕн предприятисем ку енĕпе туллин ĕçлеме хатĕр. Çÿллĕ шайри куравсенче вĕсен продукцийĕн тĕслĕхĕсене хаклама тивнĕ май хамăрăн таварсем чикĕ леш енче туса кăлараканнисенчен пĕртте кая маррине куратăп".

Çулталăк вĕçленсе пырать вĕт, çавна май Михаил Васильевич кăçалхи ĕç-хĕлĕн хăшпĕр пĕтĕмлетĕвне палăртни те вырăнлă пулчĕ. Вăл кăçал республикăра 5 ача садне хута яни çинчен каларĕ, çулталăк вĕçлениччен тата 10 садик уçăлмалла. "Ача сачĕсенче - спорт залĕсем, бассейнсем, ытти... Хамăн тепĕр хут çуралса çавнашкал садике çÿресе çитĕнес килет!" - шÿтлерĕ Михаил Игнатьев. Санкцисемпе, экономикăпа çыхăннă лару-тăрăва хакланă май вăл республикăра апат-çимĕç тĕлĕшпе нимĕнле чăрмав та пулмассине шантарчĕ: "Путвалсемпе нÿхрепсем тулли. Халиччен чикĕ леш енчен илсе килнĕ çимĕçсем тĕлĕшпе, тен, пиçиххисене кăшт туртарах çыхма тивĕ, çапах пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулмалла".

Уяв наградăсемпе илемлĕ, вĕсем вара чылай пулчĕç. "Чăвашэнерго" ертÿçи Дмитрий Иванов "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медальне тивĕçнĕ. Шăпах - хайхи пăрлă çумăр сиенне пĕтерме хастар хутшăннăшăн. Наградăланисен самай вăрăм списокĕнче çавăн пекех - филиалăн Кăнтăр производство уйрăмĕн директорĕ Валерий Титов, Елчĕк, Шупашкар РЭСĕсен пуçлăхĕсем Юрий Хушкин, Виктор Александров тата ыттисем. Михаил Игнатьев кашнинех саламласа тав турĕ, ăнăçу сунчĕ.

Уяв концертпа вĕçленчĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.