Комментари хушас

25 Раштав, 2014

Пурнăçа чунтан юратнă сăвăç

Вăрмарти историпе таврапĕлÿ музейĕнче паллă сăвăç Валентин Урташ çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа "Юрăпа эп пурнăçа юратрăм" сăвă-юрă уявĕ иртрĕ. Вырăнти таврапĕлÿçĕсем, сăвăçсем, ÿнерçĕсем, шкул ачисем, вулавăш ĕçченĕсем хутшăнчĕç унта. Поэт çуралса ÿснĕ Тутарстанри Пăва районĕнчи Раккассипе Элшел хутлăхĕнчен те пулчĕç хăнасем. "Тăхăрьял" музейĕн ертÿçи Е.И.Афанасьев, шкул ĕçченĕсем В.А.Афанасьевпа Е.Г.Константинова кунти халăх хăйсен ентешне питĕ хисепленишĕн, юррисене ăста юрланишĕн, ачасем сăввисене илемлĕ каланишĕн питĕ савăнчĕç. Хăйсем те Тăхăрьял кĕввисене хуткупăспа каласа, ăста ташласа Вăрмарсене тĕлĕнтерчĕç.

Валентин Урташ пĕр сăввинче çапла çырать: "Эп çитмен вырăнсем Чăвашра пит сахал". Чăнах та, пур çĕре те çитме тăрăшнă вăл. Уйрăмах ял çыннисемпе тĕл пулма юратнă: сăвă каланă, юрă юрланă. Ку тăрăхра та сахал мар пулнă. Вăрмар шкулĕнче унăн юлташĕ Александр Сергеев ĕçленĕ, ун патне тăтăшах килсе çÿренĕ. Икĕ тус тăван халăх валли мĕн тери паха юрăсем çырнă: "Шупашкарăн лăпкă каçĕсем", "Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ", "Шупашкар хĕрĕсем" т.ыт.те. Ку уявра вĕсенчен хăшне-пĕрне "Парне" фольклор ушкăнĕ питĕ хитрен шăрантарчĕ. Вăрмарти тулли вăтам пĕлÿ паракан шкулта вĕренекенсем Урташ сăввисене илемлĕ каларĕç.

Район центрĕнчи тĕп вулавăш ĕçченĕсем Валентин Урташăн поэзи хĕлхемне Тăхăрьялта илнине унтан тухнă çыравçăсен тĕслĕхĕпе, вĕсен кĕнекисемпе паллаштарса каласа кăтартрĕç. Паллах, тĕп вырăнта Г.Т.Тимофеевăн "Тăхăрьял" кĕнеки пулчĕ. Уява хутшăннисем хăйсем килĕштерсе вулакан Александр Кăлкан, Владимир Ухли, Константин Петров, Владимир Чебоксаров, Галина Кĕмĕл - пурĕ пĕр тăрăхран 20 ытла паллă çыравçă Тутарстанри Пăва енчен пулнине пĕлсен питĕ тĕлĕнчĕç.

Çавăнпа Урташăн тăван çĕршывĕ çинчен ÿкернĕ "Тăхăрьял - чăваш литературин сăпки" фильма та вĕсем пысăк хавхалануллă туйăмпа пăхрĕç.

Василий ЦЫФАРКИН

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.