Комментари хушас

25 Раштав, 2014

Хутшăнусем анлăланĕç

Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи /ФАО/ полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Алексей Суховпа Китай Халăх Республикин ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ Чэн Гопин ертсе пынипе декабрĕн 22-мĕшĕнче Ульяновск хулинче ФАО регионĕсемпе Китайри Янцзы юханшывăн тури тата вăтам тăрăхĕнчи провинцийĕсен пĕрлехи ĕç ушкăнĕсен çумпредседателĕсен тĕлпулăвĕ иртнĕ.

Унта суту-илÿпе экономикăри тата гуманитарири туслă çыхăнусене малалла аталантарас ыйтусене тишкернĕ. Чăваш Енрен тĕлпулăва республика Правительствин председателĕ Иван Моторин хутшăннă. ФАО Китай провинцийĕсемпе туслă çыхăну 2013 çултанпа тытать. Вăл Атăлçи округĕн полпречĕпе Михаил Бабичпа Китай Республикин Патшалăх Канашĕн членĕн Ян Узечин тĕлпулăвĕ хыççăн пуçланнă.

Алексей Сухов «Атăл-Янцзы» çыхăну икĕ çĕршывшăн та усăллă тата тухăçлă механизм пулнине палăртнă. Пĕрле килĕштерсе ĕçлеме çак тапхăрта 11 документа алă пуснă, кĕçех тата тепĕр саккăрăшĕ хатĕр пулĕ. Икĕ тĕп килĕшÿпе - Инвестици проекчĕсен переченĕпе тата гуманитари çыхăнăвăн çул-йĕр карттипе - малалла ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне Переченьре 64 позиципе çĕнĕ 108 сĕнÿ. Гуманитари сферинче 99 мероприяти иртмелле.

Чэн Гопин та туслă çыхăнусем Раççейпе Китай экономикисен аталанăвĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлине çирĕплетнĕ. «Пĕрлехи ĕç ушкăнĕсем çакăн йышши хутшăнусене татах та анлăлатма лайăх майсем туса парĕç», - тенĕ министр.

Тĕлпулура Раççейĕн Атăлçи округĕнчи Чăваш, Пушкăрт, Тутар республикисем, Чулхула, Оренбург тата Ульяновск облаçĕсем экономикăри тата ытти сферăри туслă çыхăнусене лайăхлатассишĕн уйрăмах аван ĕçленине палăртнă.

Юрий ЛИСТОПАД.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.