Комментари хушас

25 Раштав, 2014

Пĕтĕмпех малашлăхра

Пĕтĕм çĕршывĕпе ирттернĕ Культура çулталăкĕ Вăрнар район халăхĕн кулленхи пурнăçне те савăклатакан тĕрлĕ мероприяти-акцие, кану каçĕсемпе, уявсемпе тулли пулчĕ. Çапла пĕтĕмлетрĕç кунта Çулталăка официаллă йĕркепе «хупма» пухăнсан.

Уяв каçне килнисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.Петров, социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ С.Гордеев саламларĕç. Концертра Шупашкарта хорсен хушшинче иртнĕ «Талантсен салючĕ» ăмăртура куракансен парнине тивĕçнĕ вырăнти ветерансен халăх хорĕ, «Тивлет» юрăпа ташă халăх ансамблĕ, кăçал Тюмень чăвашĕсен Акатуйне хутшăннăскер, пултарулăхĕпе савăнтарнă. Сцена çине çавăн пекех искусствăсен ача-пăча шкулĕн преподавателĕсем А.Сурмин тата В.Михайлов, хĕрарăмсен вокал ансамблĕ тухрĕç. Уяв каçне «Янташ» ушкăн юрăçи А.Евдокимова та илемлĕ юрăсемпе пуянлатрĕ.

Культура çулталăкĕ вĕçленчĕ. Анчах районта культура мероприятийĕсем кăçалхилле йышлă пулмасса пĕлтермест ку. Пачах урăхла: çĕнĕ фестивальсем, конкурссем, паллă кунсем пĕтĕмпех малашлăхра - палăртрĕç Вăрнарсем.

И.СЕРГЕЕВА.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.