Комментари хушас

17 Чÿк, 2014

«Капкăн» журналăн çирĕм пĕрремĕш кăларăмĕ!

«Капкăн» журналăн кăçалхи çирĕм пĕрремĕш номерĕ кун çути курчĕ. Вăл Сергей Мягковăн "Чăкăчĕ чăвашра тунăскер-и?" ÿкерчĕкĕпе уçăлать. 2-мĕш страницăра «Кăвакарчăнăм, куратăн-и...» ÿкерчĕк çапăннă.

«Кулăш – пулăш» рубрикăра кăсăклă кулăшсем пичетленнĕ.

Пирĕн вулакансем редакцие çырусем, çивĕч материалсем тăтăшах ярса тăраççĕ. Ку кăларăмра пирĕн хастар авторсен А. Русаковпа В. Ерохинăн «Телейлĕ çул тенине курмарăмăр» фельетонĕ çапăннă, вăл «Ах, анчах» рубрикăра вырăн тупнă.

Кăларăмара «Пулать вĕт», «Çÿпçипе хупăлчи», «Ах, анчах», «Пурнăç - пăрăç, хÿри - пăрăнăç» рубрикăсенчи кăсăклă хайлавсемпе паллашма пулать. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

PDF-верси

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.