Комментари хушас

27 Раштав, 2014

Виличчен ма ыйтса юлмарăн?

Эпир ураран ÿкетпĕр
Халран кайса.
Эпир пĕр-пĕрне чикетпĕр
Тăпра чавса.
Юрий АЙТАШ.

Юрий Айташ поэт вилнĕренпе хĕрĕх кун та çитсе иртсе кайрĕ... Унăн сăввисемпе проза хайлавĕсем чăваш литературине хăйне евĕрлĕ шухăшлавĕпе, таса лирикипе нихăçан кивелми тупра пулса кĕрсе юлчĕç. Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премине вăл 1980 çулта «Ирхи кÿлĕм» сăвă кĕнекишĕн тивĕçнĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх премине вара 1991 çулта – «Атнер» сăвăлла романĕшĕн.

1938 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Çавалкассинче çуралнă ăста поэта пĕр иккĕленмесĕрех «Эпир вăрçă ачисем» текен ăру йышне кĕртме пулать. Чунне амантса хăварнă синкерлĕ йĕр Айташ пултарулăхĕнче яр уççăн курăнать. Çакна «Эпир çĕр çинчех-ха çуралнă» сăвăри йĕркесем те çирĕплетеççĕ:

Аттесĕр ачалăх тивлечĕ

Синкер хумĕпе çапнине

Сисетчĕ çав чунăм, пĕлетчĕ

Ун пăр пек шăнтан сиввине.

«Кĕçех тупăсен аслатийĕ пĕрлешрĕ сăпка юррипе» тесе сăвăлакан поэт «мăлатуклă, çурлаллă çĕршыв çитĕнтернĕ» çамрăкăн шухăш-кăмăлĕ шуйханчăк пулнине те пытармасть:

Умрахчĕ-ха – вăйă та кулă,

Умрахчĕ-ха – аслă тĕнче.

Çапах та ир çитнĕ салхулăх

Пурахчĕ кашнин питĕнче.

 

Вара /тен, ку Вăхăт палли-ши?/

«Мĕскершĕн!» текен куçсемпе

Сире эп сăнаттăм, ял-йышăм,

Сана эп юнаттăм, тÿпе.

Тÿпене юнаса пуçтахланасса, паллах, харсăр çынран кăна кĕтме пулать. Этеме курăнакан тулаш харсăрлăх пирки мар кунта сăмах – урăххи, шалти, чун-чĕрене канăç паман хăват пирки. Хусан патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, малтанхи тапхăрта Тутарстанри чăваш шкулĕнче ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Юрий Григорьевич Григорьев /Айташ/ «Эс лăпкăн кулнă чух тĕнче çап-çутă» сăввинче: «Чăн вилĕмсĕрлĕх çук та çав этемĕн», – тесе ÿпкелешни ăнсăртран-ши? Чăн вилĕмсĕрлĕх текен ăнлав этем ăсне хывăннă пулсан, чăн вилĕмсĕрлĕхĕ хăй ма ан пултăр-ха çут тĕнчере? Ăнсăртран-им тÿпе, сенкер пĕлĕт сăнарĕсем те час-часах тĕл пулаççĕ Айташ пултарулăхĕнче. Ак, тĕслĕхрен, «Çеçпĕл» ятлă сăввинчи йĕркесем:

Хăйпе хăй сыпса пĕрлештернĕн

Çĕре те сенкер пĕлĕте,

Тăрать вăл телейлĕн те тертлĕн

Манран инçех мар та – çÿлте!

 

Ун çирĕп сăнарĕ, ÿт-пĕвĕ

Материлĕхне çухатса

Хальччен çын илтмен вăйлă кĕввĕн

Çунтарчĕ чуна та ăса...

2013 çулта пичетленсе тухнă «Чăваш литературин антологийĕ. Поэзи» кĕнекери Юрий Айташа халалланă ярăм «Эвакуаци!» сăвăран пуçланать. Шартах вăраннă пĕчĕкçĕ хĕр пĕрчине вилнĕ тăванĕсем ăçтарах пулнине амăшĕ çапла ăнлантарать:

Халь тек кирлĕ мар вĕсене вăратма,

Вĕсем кайрĕç пит аякка.

Вĕсем халь çÿреççĕ çÿлти пĕлĕтре,

Хитре сад пахчи хÿттинче.

Унта мĕнлине те пĕлесшĕн блокадăри Ленинград нушине туллин тутанса курнă ача... Амăшĕ май пур таран ĕнентерÿллĕн хуравлать:

Унта çын выçмасть. Хĕл те çуккă унта.

Пит лайăх унта çынсене.

Пурăнан пурнăçра этем «лăплан та сапăрлан» тесе ăс панине ăша хывсан кăна чăннипех те телейлĕ пулма пултарасса пĕлнĕ-ха Айташ. Анчах та... Анчах та «Каллех пуçланчĕ, тупата» сăввинче хăй мĕншĕн апла маррине питех те чуна витермелле палăртнă вăл: «Анчах çавна илтмест-çке ман чĕремçĕм-шăпăрлан»... Тен, çавăнпах сăвви те ыйту паллипе вĕçленет:

Мĕн тупăп эп сан çумăнта –

Çăтмах-ши, тамăк-ши?

Ырă кăмăллă, лăпкă çынччĕ Юрий Айташ. «Ĕçĕм ман çĕр те пĕр, сирĕн те нумай», – тесе ырă малашлăх суннă вăл шкула чупакан ачасене «Сывă-и, сентябрь» сăввинче. Телекуравпа радиовещанин Чăваш комитечĕн литература кăларăмĕсен редакторĕнче, Чăваш кĕнеке издательствинче, «Тăван Атăл» журналăн редактор çумĕнче, «Хатĕр пул» журналта ĕçленĕ поэт ырă çын чунĕ кăна этемлĕх чунĕпе пĕрлешме пултарасса хăйĕн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе çирĕплетме пултарчĕ... Çав хушăрах ун чĕринче сирсе сирейми хурлăх, çак пурнăçри тĕрĕсмарлăхпа çырлахма пултарайман ырату чĕрĕ кăвайт пек çунса тăнă. Унсăрăн мĕнле çырайтăр-ха поэт «Эпир ураран ÿкетпĕр...» сăвăри çак йĕркесене?

Çапла-мĕн: эпир – арена.

Эсир – залра.

Пире чĕрĕ юн хĕртнĕ,

Сире – сăра.

 

Эпир пурнăçпа тÿлетпĕр,

Эсир – укçан.

Эпир кашни кун вилетпĕр,

Эсир – хăçан?

Ку сăвă мана анратсах ячĕ. Миçемĕш çулта çырнă ăна? Шел, антологире кăтартман. «Эпирĕ» камсем? «Эсир» текеннисем тата? Çакăн пирки антологие хатĕрлекенсен йышне кĕнĕ Валерий Алексеевран ыйтса пĕлес терĕм те, вăл мана тÿррĕн: «Виличчен ма хăйĕнчен ыйтмарăн?» – тесе хучĕ. Тĕрĕсех ĕнтĕ... Тĕрĕсех. Виличчен ыйтмалла пулнă. Виличчен... Чим-ха, поэтсем вилеççĕ-и-ха? Вĕсем, чăн-чăннисем, ВИЛĔМЕ ВИЛĔМПЕ ÇĔНТЕРЕКЕННИСЕМ мар-и-ха? Çавăнпах Юрий Айташ çырнă «Эпир пурнăçпа тÿлетпĕр, эсир – укçан» сăмахсем паян нихçанхинчен те çивĕчреххĕн янрамаççĕ-и-ха?

Римма ПРОКОПЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.