Комментари хушас

27 Раштав, 2014

Кадетсем "здрасьте" темерĕç, е Тăван чĕлхе "социаллă лифтра" ытлашши мар

Çутă тăрă кÿлĕсемпе, тăпăл-тăпăл çуртсем тирпейлĕн ларса тухнă пысăках мар ялсемпе çыхăнать манăн ăнра Тăвай тăрăхĕ. Республикăн тĕп хулинчен аяккарах вырнаçнă район центрĕнчи шкула çитсе курма тĕв тусан Тăвайсен паллă çыннисем асăма килчĕç: Валентина Элпи, Хумма Çеменĕ, Николай Сандров çыравçăсем, Вера Кузьмина, Валентина Трифонова, Геннадий Терентьев - Ухтер мучи артистсем, Степан Максимов композитор, вăрçă паттăрĕ Николай Афанасьев т. ыт. те.

Пур-ши паянхи шкулта халăхра ырă ят çĕнсе илме пултарас çамрăксем? Асăннă вĕренÿ учрежденийĕ республикăри темиçе районăн хăш-пĕр шкулĕ пекех пилĕк кунлăх вĕренÿ эрнипе ĕçлет. Çакнашкал йĕрке çине куçнă май хăш предметсен урокĕсене катертме тивнĕ? Хăш-пĕр пĕлÿ организацийĕ хăтланнă евĕр кĕскетмелли сехетсене йăлтах тăван чĕлхе-литература урокĕсен шутĕнчен илмен-и? Акă мĕнле ыйтусем канăç памарĕç.

Проект çине проект килех тăтăр

Район центрĕнчи шкулăн çĕнĕ çуртне 2005 çулта хута янă. Хăтлăскере пырса кĕме чăннипех кăмăллă. Çенĕкрех тăван чĕлхепе çырнă, тĕслĕ сăнÿкерчĕксемпе илемлетнĕ стендсем куçа тыткăнларĕç. Шкул епле "сывлани", кампа е мĕнпе мăнаçланни капла тÿрех курăнать - аван. Малалла иртетĕп. Сылтăмалла пăрăнмалли коридор пуçламăшĕнче "Аваллăх утравĕ" тесе пысăккăн çырнине вулатăп. Шаларах этнографи кĕтесĕ вырнаçнине сăнатăп /ун çинчен каярах тĕплĕн каласа кăтартăп/. Хальхи вăхăтра район центрĕнче вырнаçнă хăш-пĕр шкулта лупăпа шырасан та чăвашла çырнă сăмах тупаймăн - Тăвайсем вара хамăрăн пуянлăха иксĕлме паманнине, акă, пĕрремĕш утăмсенченех туйрăм.

Тĕрлĕ енпе аталанакан çак шкул кăçал Чăваш Респубикин Пуçлăхĕн грантне ăнсăртран тивĕçмен, паллах. Çапах мĕнле шухăш-тĕллевпе усă курасшăн-ха çĕнсе илнĕ укçа-тенкĕне Тăвайсем? Çакăн хуравĕ шкул директорĕпе Вера Михайловна Кирилловăпа калаçнă майăн паллă пулчĕ:

- Шкул тĕрлĕ проектпа ăнăçлă ĕçлесе пырать. Эсир пĕлетĕр пулĕ, пирĕн кадет класĕ пур. Хальхи кадетсем - çиччĕмĕш класра вĕренекен ачасем. Ку таранччен икĕ кăларăм пулчĕ те ĕнтĕ. Чăннипех пултаруллă ачасем вĕренсе тухрĕç. 2014 çулхи выпускниксен йышĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕсем 14-ччĕ. Кун пекки урăх ниçта та пулман! Пурте вĕсем Чăваш Ен, Раççей шайĕнчи тĕрлĕ тупăшура призер е çĕнтерÿçĕ пулнă.

Халиччен пуçарнă проектсемсĕр пуçне кăçал "Туризм тата сывлăх" текеннине тытса пырас терĕмĕр. Этем çутçанталăкпа çураçуллă пурăнмаллине çитĕнекен ăрăва сăмахпа кăна ăнлантарни çителĕксĕр - туйма хăнăхтармалла. Шкулĕпе похода каясси, уçă сывлăшра тĕрлĕ ăмăрту ирттересси, "Зарницăпа" "Орленок" çарпа патриот вăййисене йĕркелесси - акă, проект картинчи хăш-пĕр курăмлă самант.

- Çутçанталăкпа çыхăннă проектсем татах пур-и сирĕн? - кăсăкланатăп ертÿçĕпе калаçу çыхăннă май.

- Çапла. Виçĕ çул каялла вырăнти вăрман хуçалăхĕпе çыхăнса питомник йĕркелерĕмĕр. Унта аслисем ертсе пынипе ачасем вăрăран йывăç-тĕм хунавĕсем çитĕнтереççĕ. Акă кăçал шăтса вăй илнĕ каштансене кăларса илтĕмĕр, шкул картин хĕррипе лартса тухрăмăр. Питомникре хунав кăларса илнĕ вырăнта çĕнĕрен йывăç акса хăвартăмăр. Экологи ыйтăвĕпе пирĕн вĕренекенсем анлă тĕпчевсемпе тĕрлĕ конкурса тăтăшах хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Елена Неофитова Раççей конкурсĕнче çĕнтерÿçĕ пулнăччĕ.

Экологипе кăсăклă тĕпчевсем çырма шкулăн пуян лаборатори пурри май парать. Шыв пахалăхĕ пур çĕрте те чаплах мар. Тăвайрах хăш-пĕр вырăнта шурă тăм нумаййипе шыв ĕçме юрăхсăр. Чăн та, ялта шыва тасатмалли станци пур, анчах вăл кивелнĕ. Çавна шута илсе районти кирек хăш кĕтесре пурăнакансене те хăйсен тăрăхĕнчи шыва пирĕн патăмăрта тĕрĕслеме май паратпăр, - пĕлÿ çурчĕн ĕç-хĕлĕпе кăмăллăн паллаштарать ертÿçĕ.

Шкул ачисене çутçанталăка упрама хăнăхтарассипе хими вĕрентекенĕн Надежда Гавриловăн тÿпи пысăк. Хăйĕн предметне чунне парса вĕрентнисĕр пуçне вăл шкулта "Проект ĕç-хĕлĕн никĕсĕсем" дисциплинăна та тытса пырать, вĕренекенсене тĕрлĕ темăпа проектсем çыртарать.

Вĕрентÿ тытăмĕнче юлашки вунă çулта модăна кĕнĕ "проект" сăмахпа ачасемшĕн халиччен пĕлменнине, тĕпчеменнине уçма май пур. Акă пуçламăш классене вĕрентекен Валентина Шакрова пĕчĕккисене хаçат-журналпа туслаштарас тĕллевпе "Сăпайлăх" ÿкерчĕклĕ журнал йĕркелет. Унта - ачасен сăвви-юрри. Аслă классенче вĕренекенсем вара ку шкулта "Тимеш" журнал кăларса тăраççĕ. Тĕрлĕ тĕспе тухаканскерте пуринчен ытла шкул пурнăçĕ çинчен хыпарлаççĕ.

Тăвайсен управĕ - "Аваллăх утравĕ"

Пĕрпек çар тумĕллĕ арçын ачасемпе хĕрачасем коридорта пынине курсан хам сисмесĕрех вĕсене сăнавлăн тинкертĕм. "Сывлăх сунатпăр!" - терĕç пĕр харăссăн. Тăхтавра та йĕркене çирĕп пăхăнма манманскерсем "здрасьте" теменнинчен тĕлĕнмелли çук: кадет класне патриотлăх туйăмне вăйлатас тĕллевпе уçаççĕ, чăн-чăн патриотăн вара тăван чĕлхерен те писмелле мар.

Çакăншăн Тăвай шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Галина Степановăпа Ираида Николаева та /сăнÿкерчĕкре/ чунтан тăрăшни сисĕнет. Вĕренекенсене мĕн тĕрлĕ конкурс-олимпиадăна хутшăнтармаççĕ-ши? Вĕсене тĕплĕн хатĕрленнĕрен малти вырăнсем те кĕттермеççĕ.

- Ку педагогсен наукăпа тĕпчевре те пултарулăхĕ пысăк. Пирĕн шкул Федерацин патшалăх тĕп стандарчĕсене хута ярас тĕлĕшпе республикăра сăнав площадки пулса тăнă май Галина Алексеевнăпа Ираида Николаевна вĕренÿ программисене хăйсемех хатĕрлеççĕ, - шкул ертÿçи паха кадрсене хаклама пĕлни палăрать.

Класс тулашĕнчи ĕçсене йĕркелеме те ăста иккен вĕсем. Акă шкулти "Шевле" фольклор ушкăнĕ ачасен пултарулăхне уçма, аталантарма аван пулăшать. Кунта çÿрекен ачасем валли ятарласа чăваш тумĕсем çĕлеттернĕ. Галина Алексеевна хăйĕн вăхăтне, вăй-халне шеллемесĕр 11 /!/ тухья хатĕрленĕ.

Çакăн пек пуçаруллă вĕрентекенсем çинчен каланă май "Аваллăх утравĕ" кĕтеспе тĕплĕнрех паллашни вырăнлă. Кунта - чăваш хресченĕн пÿрчĕн ăш-чикки, ĕç хатĕрĕсем, çи-пуçĕ...

- Пир тĕртмелли çак стана, пайăн-пайăн саланнăскере, Вера Михайловна хăех тупса килчĕ. Интернетпа усă курса пуçтартăмăр. Унччен вара "ĕмĕрсен тусанĕпе" витĕннĕскерсене хăшка-хăшка тасатрăмăр. Паллах, пир тĕртмелли стана кăна мар, кашни экспонатах çапла тĕс кĕртме тăрăшрăмăр. Сентябрĕн 1-мĕшĕ умĕн кунĕпе çакăнта тăрмашаттăмăр, - кĕтесе епле уçма хатĕрленнине аса илет Галина Алексеевна.

Мал ĕмĕтлĕ çыншăн лайăххин чикки çук. Асăннă кĕтесе йĕркеленипе шкулăн кăмăллă ертÿçĕ малашне кунта экспозицисем татах та пуянланасса шанать. Константин Иванов çулталăкĕнче вара "Аваллăх утравĕнче" "Нарспие" аса илтерекен валак та вырăн тупĕ-и, тен?

- Пирĕн Вера Михайловнăн пуçне шухăш пырса çапсан шыв та тăвалла юхма пултараять, - теççĕ йăл кулса шÿтлĕн Галина Степановăпа Ираида Николаева.

Хăйĕн тымарĕсене сума сăвакан ертÿçĕ хăй туртакан лав çинчи çынсенче те пархатарлă çак туйăма амалантарасси - иккĕленÿсĕр.

Хам çак шкула мĕнле ыйтăва уçăмлатма килнине аса илтĕм. "Республикăн никĕс планĕпе килĕшÿллĕн 6 кунлăх вĕренÿ эрнинчен 5 кунлăххине куçнă май тăван чĕлхепе литература, вырăс чĕлхипе литература, ют чĕлхе урокĕсем пурте пĕрпек - пĕрер сехет - катăлнă. Урăхла мĕнле тухмалла лару-тăруран - пĕлместпĕр. Саккуна пăсма юрамасть-çке", - терĕ шкул ертÿçи.

Телее, ку шкулта /район центрĕнче вырнаçнă пулин те/ хăш-пĕр çĕрте илтнĕ пек "социаллă лифтра" тăван чĕлхепе литература пĕлĕвĕ актуаллă мар" тени хăлхана кĕмерĕ. Акă, 2013 çулта вĕренсе тухнă Алексей Александров, Хусанти медицина университечĕн студенчĕ, хăйне тăван сăмахпа юрă-ташă çав тери илĕртнĕрен Тутарстан тĕп хулинчи Культурăн аслă шкулне - институтне - вĕренме кĕресшĕн тенине илтрĕм. Эппин, çĕршывăн паллă вузĕнче те ентешсем хăйсем хăш тымартан тухнине манмаççĕ-мĕн. Куратăп, туятăп: Тăвай тăрăхне наци сăн-сăпатне упракан хутлăхсен шутне хăюллăнах кĕртме пулать. Хальлĕхе те пулин.

 

Ирина ПУШКИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.