Комментари хушас

Прокуратура органĕсем финанс тĕрĕслевĕн органĕсемпе пĕрле вăтам професси тата аслă вĕрентÿ организацийĕсенче финанс дисциплинине тивĕçтерекен саккунсене мĕнле пурнăçланине тĕпченĕ. Шел, саккуна пăснă тĕслĕхсем пур.

Çĕмĕрлери политехника техникумĕнче патшалăхăн вĕрентÿ сферинчи программисене кирлĕ пек пурнăçламаннине, бюджет укçипе тĕллевсĕр усă курнине тупса палăртнă. Калăпăр, 2013 çулта темиçе ушкăнра акăлчан чĕлхине тивĕçлĕ аслă пĕлÿсĕр педагог вĕрентнĕ. Акăлчан чĕлхин штатри педагогĕ вара кунта хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçламан. Çавна май республика бюджетне 60 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.

Техникумра подряд ĕçĕсене вăхăтра пурнăçланине тĕрĕслесе тăманни, вĕрентÿ учрежденине панă çĕр лаптăкĕ çинче унăн балансĕнче шута илмен объектсем вырнаçни палăрнă.

Улатăрти ялхуçалăх техникумĕнче вара бюджет никĕсĕ çинче вĕренекен студента тепĕр вĕрентÿ учрежденине куçарнă чухне администраци унран сăлтавсăрах 6 пин тенкĕ ыйтни çирĕпленнĕ. Вĕренÿпе çыхăннă хушма пулăшу ĕçĕсемшĕн имĕш. Чăннипе вара çамрăк çын нимĕнле «хушма пĕлÿ» те илмен, кун пирки унпа килĕшÿ те туман. Студент хăйĕн ирĕкĕпе укçа тÿлеме килĕшменнине кура техникум ертÿçисем ăна урăх учреждение куçма кирлĕ документсене паман, çавна май вăл Улатăрти автомобильпе çул-йĕр техникумĕнче вăхăтра вĕренме пуçлайман. Вырăнти прокуратура пуçарнипе техникум директорне административлă майпа явап тыттарнă - штрафланă.

Вĕренекенсен социаллă хÿтлĕхĕ енĕпе те йĕркене пăсни тĕл пулать. Вăрнарти ялхуçалăх техникумĕнче тăлăха патшалăхăн социаллă стипендине, 6,2 пин тенкĕ, тÿлеменнине тупса палăртнă. Район прокурорĕ суда тавăç тăратсан тин çамрăк çын укçа илнĕ.

Техникумсемпе вузсенче патшалăх тата муниципалитетсен пурлăхĕпе усă курнă, ĕç укçине тата должноç оклачĕсене, хушма тÿлевсене палăртнă чухне саккуна уяман тĕслĕхсене те тăрă шыв çине кăларнă. Прокуратура тĕрĕслев ĕçне малалла тăсать.

А.САВЕЛЬЕВА,

ЧР прокуратурин çул çитменнисемпе

тата çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн аслă прокурорĕ

А.САВЕЛЬЕВА
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.