Комментари хушас

30 Раштав, 2014

Çук, «çисе яракан» бюджет мар!

Финанспа экономикăн кăткăс лару-тăрăвĕнче оппозици юхăмĕсен представителĕсем «Чăваш Ен бюджетне «çисе яракан бюджет» тесе хаклаççĕ, унпа тухăçсăр усă курнине палăртаççĕ». Чăннипех çапла-ши? Тĕплĕн шухăшласа пăхар-ха.

Чăваш Республикин бюджечĕ - социаллă пĕлтерĕшлĕ е, урăхла каласан, бюджетăн пысăк пайĕ - халăх пурнăçне лайăхлатма каякан тăкаксем. Чăваш Ен топливо ресурсĕсен шучĕпе килекен укçа-тенкĕпе иртĕхекен республика мар. Çавăнпа халăх пурнăçĕн шайне ÿстересси алăра пур хатĕрсемпе тухăçлă усă курнинчен нумай килет.

Сăмах май, Чăваш Республикин Финанс министерстви нумаях пулмасть отчетпа паллаштарчĕ. Унта тухăçсăр налук çăмăллăхĕсене оптимизациленипе бюджет укçине 219,2 млн тенкĕ перекетлеме, çавăн пекех Чăваш Республикин патшалăх парăмне тытса тăрассине 356,2 млн текнĕ пĕчĕклетме май килнине палăртнă. Танлаштарма: çак сумма виçĕ ача сачĕн строительствин хакĕпе шайлашать.

«Социалкăра» шалу тăкакĕсемсĕр пуçне тата урăх мĕнлисем пуррине тĕпчер-ха. Çак пайран инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме нумай нухрат уйăраççĕ. Тĕслĕхрен, 2010 çултанпа вĕрентÿ объекчĕсене хута яма тата юсама 5 млрд та 880,1 млн тенкĕ /2014 çулта - 1 млрд та 651,7 млн тенкĕ/ янă* сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене тума тата юсама - 4 млрд та 048,6 млн тенкĕ /2014 - 561,4 млн/* физкультурăпа спорт комлексĕсене тума тата юсама - 2 млрд та 829 млн текнĕ /2014 - 758,3 млн/* пилĕк çул хушшинче халăхăн пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма - 6 млрд та 808,7 млн тенкĕ /кăçал - 1 млрд та 576,7 млн/.

Юлашки вунă çулта пĕрремĕш хут 2010 çулта ача сачĕсен çурчĕсене тума пуçланă. 2010-2013 çулсенче 15120 вырăнлă шкулчченхи 25 вĕренÿ учрежденине хута янă, реконструкциленĕ, виçĕ çултан аслăрах ачасене пурне те садиксене вырнаçтарнă. Çапла вара вуншар çул усă курма май пур капиталлă строительство объекчĕсене укçа-тенкĕ хывнине «çисе яни» тесе калани тĕрĕс-ши? «Çисе яракан» бюджет - ĕç укçи вĕçĕмсĕр тата шайлашусăр ÿсни. Пирĕн республикăра лару-тăру вара пачах урăхла.

2005-2009 çулсенче бюджетра шалу тăкакĕсен пайĕ 30 процентпа танлашнă. Юлашки пилĕк çулта нимĕн те улшăнман, вăл çавăн пекех 30 процент. Çакна та шута илмелле: 2012 çултанпа Президентăн май уйăхĕнчи указĕсемпе килĕшÿллĕн бюджет ĕçченĕсен уйрăм категорийĕсен ĕç укçийĕ палăрмаллах ÿсме пуçларĕ. Шалу çине каякан тăкаксен пайĕ, «май уйăхĕнчи» ÿсĕмсене шута илмесĕр, 2005-2009 çулсенчи тăкаксенчен те пĕчĕкрех - 26 процент. Май уйăхĕнчи указсемпе килĕшÿллĕн бюджет ĕçченĕсен уйрăм категорийĕнчи граждансен шалăвĕн ÿсĕмĕ 42,8 процентпа танлашнă. Никамшăн та вăрттăнлăх мар: çĕршывра экономика лару-тăрăвĕ япăхланнă май Раççей Правительстви килес çул бюджетниксен шалăвĕн ÿсĕмне пĕчĕклетме тата ăна инфляци ÿсĕмĕпе танлаштарма йышăннă. Анчах, ЧР Финанас министерствин специалисчĕсем каланă тăрăх, çĕршывра финанспа экономика лару-тăрăвĕ лайăхлансан шалу ÿсĕмĕ çул-йĕр карттин малтанхи кăтартăвĕсем патне таврăнĕ. Çав вăхăтрах Чăваш Ен Правительстви халăха шантарнине туллин тата вăхăтра пурнăçлама палăртать.

 

А.СОБОЛЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.