Комментари хушас

30 Раштав, 2014

Алă - 2, полтергейст

«Самантăн» 8-мĕш номерĕнче «Алă» ятлă асаилÿ пичетленнĕччĕ. Пирĕн автор Валентина хăй 10 çулта чухне мистикăллă ĕç-пуç авăрне лекнине çырса кăтартнăччĕ унта. Енчен те пирĕншĕн ачалăх _ сарă хĕвел, сĕт пек ăшă кÿлĕ, сар çу пек çемçе асаилÿ пулсан, Валентинăшăн вара ачалăх _ хăрушă тĕлĕк. Пирĕн пит хăюллах мар авторшăн çÿçенÿллĕ самантсен çыххинчен тухмалли вăхăт çитрĕ тинех.

Туссем, Валентинăна лăплантарма та савăнтарма васкатпăр. Хăрушă алă Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче çеç çынсен сехрине хăпартнă (е халĕ те хăпартакан) уйрăм тăран феномен мар иккен. Унашкал истори Шупашкар районĕнче те пулса иртнĕ. Полтергейст алхасăвĕнчен шар курнисем те пулнă. Пĕтмен-ха Чăваш Енĕн мистика хевти, çынсен чĕрисене шарт çуртаракан хăрушă та тискер вăйсем халĕ те хăватлă та никам кĕтмен. Манса кайман-ха мĕскĕн чăвашлăха тĕнчипе паллă полтергейст. Кĕскен каласан, турра тав, ытти халăхран катăк мар-ха чăваш!

Полтергейст сăмах этемлĕх пурнăçне нимĕç чĕлхинчен кĕнĕ. Вăл «шавлă чĕм (сывлăш)» тесе куçать. Полтергейст çинчен Авалхи Европăра, Ĕлĕкхи Китайра çырса хăварнисем пур. Ăна тĕпчекен ăсчахсем йышлансах пыраççĕ. Нимрен хăраман режиссерсем кино та ÿкереççĕ шавлă чĕм пирки. Хальхи Раççейре полтергейста барабашка тесе те калаççĕ. Хăш чухне барабашкăна килтин тĕсĕ тесе те палăртаççĕ. Çитĕ ăслăланса, чăваш полтергейсчĕ патнех таврăнар-ха.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕшĕсенче пĕрисем çĕнĕ пÿрт лартаççĕ. Кил вырăнĕ вара ăнсах кайман _ ача йĕнĕ сас илтĕ­н­­­­­­­келенĕ. Вил тăпри пулнă пуль кунта тесе калаçкаланă çынсем. Пĕррехинче вара çаксен картишĕнче пĕчченех ларакан карчăккине такам калушпа та ярать. Полтергейст алхасма тытăнсан майпен-майпен сывлăшра алă та курăнма тытăннă. Вăл арçын алли пекчĕ тет, çăмламасчĕ тет. Сывлăшран тухса тăракан çăмламас алă темшĕн карчăка уйрăмах юратман: хушăран-хушă кĕреçепех çапкаласа илнĕ.

Кăмака тăвакан ăстан чĕрине те чутах шарт çуртарса пăрахман çав усал: тытнă та пуçĕнчен тăм витри тăхăнтартса лартнă. Маçтăр сăхсăха-сăхсăха тухса тарнă тет пÿртрен. Кил хуçисене: «Тек килместĕп! Урăх çынна тупăр», _ тесе хăварнă та часрах килнелле, кÿршĕ яла ĕрĕхтернĕ. Тепĕр кунне тăна кĕрсен каялла таврăнать кăмака тăвакан. Хăрушă аса-илÿ­рен эрех-сăра çеç хăтарма пултарать, хĕрĕнкĕ пуçпа темле полтергейстпа та тĕл пулма хăрушă мар тесе ăнлантарать хайхи пĕр черкке ĕçсе парса хăюллăхне хăпартсан.

Шупашкар районĕнче те полтергейст тупăннă текен хыпар таврари ялсене те сарăлать. Çынсем ятарласа килсе çÿреме тытăнаççĕ кунта. Шупашкарта кĕрĕк йăваласа ларакансем те юратнă ĕçне пăрахсах усал сывлăш­па паллашма кăмăл туса Чăвашра чи мистикăллă вырăн чыса тивĕçнĕ яла килсех тăраççĕ. Барабашка телейлисене куçĕсене курăнкаланă _ пулнă ун пекки. Уйрăмах телейлисене вара усал сывлăш мĕнпе те пулин _ ал айне мĕн лекнипе ярса-ывăтсах савăнтарнă. Çак ĕç-пуç чăваш халăхĕ XX ĕмĕр вĕçĕнче аранах çутта тухса пĕтнине çĕр пăтла çирĕплетет. Атту пулсан барабашка тупăннине илтнĕ Шупашкар районĕн халăхĕ хăш вăхăтрах (юратса пăхса пурăннă выльăх-чĕрлĕхне пăрахса хăварсах) Чулхула облаçне е Мари Эл республикине тухса таратчĕ. Аранах халь-халь якорь çĕклеме хатĕр халăх пек пурăнма пăрахрăмăр пулас!

Юрĕ, халăха _ путиш, хăшĕсене вара _ чĕр нуша. Мĕне пула сиксе тухнă мистикăлла тамаша? Çемье масштабĕллĕ тĕпчев çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне илсе пырать. Полтергейст историйĕ чĕрĕк ĕмĕр каялла пуçланнă. Хĕрарăм ача çуратнă, пепки вара вилнĕ. Ăна масар çине илсе те кайман, пĕчĕк пахчана пытарнă. Халĕ вара çĕнĕ çурта шăпах çав ачана чавса чикнĕ вырăна лартнă. Вилнĕ ачан чĕмĕ вăраннă пулса тухать.

Çакна тĕпчесе пĕлнĕ хыççăн полтергейстран шар куракансем чиркĕве кайса çуртасем лартнă, пачăшкăна илсе килсе часрах çĕнĕ пÿртне светить тутарнă. Çакăн хыççăн алă сывлăшран тухма пăрахнă тет.

Редакцирен. Наука çирĕплетнĕ тăрăх, полтергейст ытла вăраха тăсăлакан пулăм мар: уйăхранах унăн хастарлăхĕ чакать. Чи нумаййи вара вăл çулталăка яхăн алхасма пултарать. Акăш-макăш начар енĕсенчен пĕри вара - полтергейст «юратнă» çыннипе урăх вырăна та куçма-пыма пултарни. Гастроле тухса çÿреме пултарать те юратать барабашка. Унран хăрама кирлĕ мар, туссем! «Самант» çырăнса тăракансене нимĕнле полтергейст та çыпçăнаймасть. Пирĕн журнал хăватлă сыхча, унăн хуплашкине курнă-курман усал сывлăша тытмак тытать те вара шалкăм çапса пăрахать.

Евгени ВОЛЧЕЦКИ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.