Комментари хушас

25 Кăрлач, 2014

«Хыпара» - Тав хучĕ

«Хыпар» хаçат пухмачĕнче чыслав хучĕ чылай. Çак кунсенче вĕсен шучĕ татах ÿсрĕ.

Раççей Президенчĕн федераци Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн аппарачĕ чăваш халăх хаçатне влаç тытăмĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн, пурнăçри пулăмсене тĕрĕс çутатнăшăн, наци культурине аталантарма пысăк тÿпе хывнăшăн Тав хучĕпе чысларĕ. Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров ăна ирхи планеркăра «Хыпар» хаçатăн директорне-тĕп редакторне Алексей Леонтьева пачĕ, малашне те талпăнуллă, халăха çывăх пулма, тухăçлă ĕçлеме иксĕлми вăй-хăват сунчĕ.

«Коллектива Раççей Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пуçарнипе тата вăл пулăшнипе иртекен общество пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртме тата вĕсене тĕплĕ çутатма тăрăшнăшăн тав тăватăп», - тенĕ хаклă хутра.

А.СТЕПНОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.