Комментари хушас

30 Кăрлач, 2015

«Имкка» тетчĕ мана асатте»

Пĕлĕт çинче хĕрес курăнсан хăранипе куçне хупнă

- Пÿрт тулли ачапча килнĕ ман патăма. «Эх, çак ачасене ташлаттарасчĕ те», - шухăшлатăп хам ăшра. Унччен те пулмасть тепĕр ушкăн кĕпĕрленсе кĕрсе тăчĕ. Хам каялла-маялла утатăп кăна, вĕттисене мĕн те пулин тутли парса ярасчĕ тесе ăшталанатăп. Нимĕн те çуккине кура укçа хăть парасчĕ тетĕп: мĕн те пулин илсе çиччĕр! Укçа илме тесе пăрăнтăм, - вĕсем тухса та кайнă. Пулмарĕ: ни ташлаттараймарăм, ни укçа параймарăм. Алăксем те, хапха та уçă юлчĕç... - Хăйĕн тĕлĕкĕ çинчен каласа кăтартать мана Римма аппа. - Питĕ кулянтăм çапла пулса тухнăшăн. Вара ăна пачăшкăна та каласа патăм.

«Ман çумра чир-чĕр нумай ĕнтĕ, - тетĕп ăна. - Çавна пĕлтерчĕ-тĕр», - тетĕп. «Чире пĕлтермест вăл. Çав ачасем пĕтĕмпех эсĕ пулăшнипе çуралнă. Сан патна хăнана килнĕ вĕсем»,- лăплантарчĕ вăл. Ачасăр çемьен илемĕ çук ĕнтĕ. Ку - чăн. Типтер те, тыткăчи те çук. Эпĕ пулăшнипе 12 çул çуратайманнисем те ачаллă пулчĕç. Пĕр хĕрарăм, ача амăш пулас шанăçа çухатнăскер, эпĕ имленипе умлăн-хыçлăн виçĕ пепкене пурнăç парнелерĕ. Пирĕн тăрăха килсен яланах ман патăма кĕрсе тухать. «Ай, Римма аппа, халĕ манăн килте ясли вĕт-ха!» - тет хăй хĕпĕртесе. Уншăн хам та питĕ савăнатăп. Ача амăшĕ пулас текенсем ман патăма таврари ялсенчен те, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкартан та килеççĕ. Пĕрре чикан пек вăрăм кĕпе тăхăннă майра кĕчĕ тăчĕ. Вăл маларах та килсе кайнă иккен. «Акă пăх, эпĕ ĕнтĕ тулса пыратăп»,- терĕ урай варрине тăнăскер хырăмне шăлкаласа. Хăйĕнпе пĕрле тепĕр хĕрарăма ертсе килнĕ. Çапла, хĕрарăмсем ман пирки çын урлă пĕлеççĕ, - малалла тăсать хăйĕн сăмахне Римма аппа. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.