Комментари хушас

28 Кăрлач, 2014

Ирина Диарова, «Тăван халăхăн вăхăта тивĕçлĕн аталанмалла»

Канаш районĕнчи Маякра çуралса ÿснĕ Ирина Диаровăна «Самант» тусĕсем пĕлеççĕ ахăр: вăл наци телекуравĕнче «Илемпи урокĕсем» ярăма ертсе пырать. Раççей Геройĕ Н.В.Смирнов сержант ячĕллĕ Шупашкарти 33-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Унăн вĕренекенĕсем «Букварьтен илемлĕ литературăна çити» фестиваль-конкурсра кашни çулах палăратчĕç. Пĕлтĕр чÿк уйăхĕнче Мускавра çиччĕмĕш хут иртнĕ «Тăван чĕлхепе, çав шут-ра вырăс чĕлхипе, вĕрентекенсен ăсталăх сехечĕ» Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕнче 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ пултаруллă учительница. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ырă йăлине малалла тăсрĕ тесех хакламалла çак çĕнтерĕве. Вулакансене аса илтерер: Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕнче вĕрентекен Александр Степанов та виçĕм çул триумфпа таврăннăччĕ тăван республикăна ?«Самант», 2012, /9%. Çакна та пĕлтерер: Пĕтĕм Раççей мастер класне йĕркелекенĕ - Вĕренÿри наци проблемисене тĕпчекен институт, мероприяти хÿттине тытса пыракансем: Патшалăх Думин национальноçсен ĕçĕсен комитечĕ, Раççей Федерацийĕн Регионĕсен аталанăвĕн министерстви, Раççей халăхĕсен Ассамблейи, «Дрофа» издательство.

Вĕренекенсенчен урок ыйтма хăнăхнă Ирина-Илемпие хăйне журнал умĕнче хуравлаттарар-ха, «Самантăн» та пысăк «пиллĕк» лартса пама вăхăт ăна.

- Шупашкартан Мускава хăпармалли пусман картлашкисене асăнар пуль. Ыттисем те асра тытчăр, Раççей шайĕнчи мастер класне хутшăнма кăмăл туччăр.

- Ака уйăхĕнче республика шайĕнче иртекен чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ăмăртăвне хутшăнтăм. Çак пусăмра мала тухакан унччен Мускаври тупăшăва тивĕçетчĕ. Пĕлтĕр çак йĕркене улăштарчĕç: Раççей шайне лекес тесен малтан интернет-урок памалла. Жюри тÿ­рисене урок килĕшрĕ пулсан тин пусмапа çÿлелле хăпарма пулать. Тÿресем вара - Мускаври вĕренÿ аталанăвĕн федерацийĕн ĕçтешĕсем.

Манăн интернет-урока лайăх хакланă вĕсем, çу уйăхĕн вĕçĕнче Раççей шайĕнче тупăшăва хутшăнма ирĕк килчĕ. Пуçланчĕ вара хĕрÿ хатĕрленÿ! Çурла уйăхĕн вĕçĕ тĕлне досье ярса памалла, çĕнĕ урок калăпламалла, класс тулашĕнчи ĕçе тăратмалла, пичетленнĕ статья ?е кĕнеке% хумалла, «Методика евĕрлĕхĕсем» эссе çырмалла. Ăмăртăвăн куçăмсăр майлă тапхăрĕ теççĕ çак хĕрÿ вăхăта. Мускаври жюри ман ĕçсене пăхса тухнă, каллех лайăх тесе хакланă. Вара тупăшăвăн тепĕр картлашкине хăпартăм - Раççей тĕп хулинчен йыхрав çитрĕ.

- Мускав куççуле ĕненмест, мĕнпе ĕнентермелле терĕç аслă престол хулине?

- «Манăн республика», «Манăн хула», «Манăн педагогика ĕçĕ-хĕлĕ» программăллă хăтлавсемпе ?презентацисемпе% паллаштармалла, кĕскен, анчах та тĕплĕн каласа кăтартмалла. Курав та йĕркелемелле, 10 минутлăх видео-урок хатĕрлемелле.

- Педагогика «акатуйĕн» картине тухнисемпе кĕскен паллаштар-ха.

- Раççей шайĕнчи мастер класа пурĕ 60 çын хутшăнчĕ. Мускаври ăмăртăва вĕсенчен 24 вĕрентекене суйласа илнĕ. Тупăшăва Атăлçирен, Кавказ тăрăхĕнчен, Уралтан, Çĕпĕртен, Инçет Тухăçран - Раççей Федерацийĕн 19 субъектĕнчен пуçтарăнчĕç учительсем.

- Конкурсăн пысăк лавне тиеме хăш вăхăтра ĕлкĕртĕн?

- Вăхăт ытла хĕсмерĕ темелле - малтанах хатĕрленисем, усă курма юрăхлисем ал айĕнче пулнă ĕнтĕ. Тата пĕччен хатĕрленмен - наука ертÿçин тÿпи те пысăк. Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕн доценчĕ, филологи ăслайĕ­­сен кандидачĕ Альбина Витальевна Волкова пулăшрĕ. Тĕлĕнмелле ăсчах вăл, сарлака ăслă-тăнлă, анлă кăмăллă, ун пеккисем республикăра сахал тесех çирĕплетме пултаратăп. Пытармастăп: Альбина Витальевна пулăшман пулсан - çĕнтерĕвĕн хÿрине те курса юлас çукчĕ.

- Раççей тÿрисен «чĕн саламачĕ çунтарнине» еплерех тÿсрĕр?

- Жюрире 9 çын, йышĕ вара улшăнуллă. Кашни кунах вĕсем ылмашăнса тăчĕç. Конкурсăн черетлĕ çаврăмне тÿресен çĕнĕ ушкăнĕ сÿтсе яврĕ. Жюри членĕсем пурте ырă кăмăллă, хавхалантаруллă. Ăмăртуçăсен пултарулăхне тĕрĕс хакларĕç, «пирĕннисем-сирĕннисем» тени пулмарĕ.

- Мускав çулне Ирина Алексеевна халăхпах тухнă тенине илтнĕччĕ.

- Педагогика университетĕнчи «Юр ай чечекĕ» фольклор ансамблĕ пычĕ манпа. Зинаида Козловăн çамрăк артисчĕ­­сем презентацире халăха тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç. Янравлă кĕвĕ-çемме илтсен лекцисенче ларакансем те чупса çитрĕç! Мухтанмасăр калатăп: «Браво!» - кăшкăрса пире çеç саламларĕç куракансем.

- Курава мĕн тăратнăччĕ?

- Тĕп экспозици - чăваш пуканисем. Çавăн пекех халăх тумтирĕпе, методика тĕрлĕ кăтартăвĕсемпе паллаштарни. Чÿк уйăхĕнче эпир Альбина Витальевнăпа кĕнеке кăларнăччĕ - ăна та тăратнă. Куравăн ытарĕ - 33-мĕш шкулта вĕренекенсем хăйсем ăсталанă япаласем, эрешсем, тĕрленĕ сĕтел тутрисем ?салфеткăсем%, ачасен ÿкерчĕкĕсем, хутран касса тата хуçлатса тунă илемĕшсем. Чăваш пылĕ те пулчĕ выставкăра!

- Çынсене лекцисене те пăрахса тартнă хăтлав пирки кăшт тĕплĕнрех пĕлни пăсмасть.

- Наци костюмĕн кăтартăвĕ пек иртрĕ презентаци. «Юр ай чечекĕ» фольклор ушкăнĕпе юрласа-саркалансах тухрăмăр çынсем умне. Тăван халăхăн виçĕ тĕп ушкăнĕпе паллаштартăм, уйрăмлăхĕсене палăртрăм. Тумтир юмлăхне-тĕнлĕхне - сакраллăхне кăтартрăм. «Пирĕн тум илемлĕ! Хитре ташă та - хÿхĕм çи-пуç пуянлăхĕ!» - тесех асăрхаттартăм. Ташласа-юрласах кăтартрăмăр вара. Жюри членĕ­­сене чăваш хуплăвĕпе сăйларăм. Хăтлавăн 4-5 минучĕшĕн Мускава çити - 700 çухрăм ытла - фольклор ансамблĕ илсе килнинчен питĕ тĕлĕнчĕç тÿресем.

- Ăмăртăва мар, Мускава хăнана кайнă пекех каласа паратăн.

- Чăнах та, Раççей конкурсĕ - тĕлĕнмелле ăшă та тарават уяв. Мĕншĕн уяв тетĕп-ха/ Савăклăх, кăмăллăх сывлăшĕ­­пе сывлан унта. Вĕрентекенсем пурте хăйсен наци тумне тăхăнса килнĕ. Кашни хăйĕн халăхĕн чун ытарне кăтартма тăрăшрĕ. Çавăнпа конкурса уяв тесех хакламалла. Ăмăртуçăсем пĕр-пĕрне ăнăçу сунса тăчĕç.

- Раççей шайĕнчи ăмăртăвăн кашни саманчĕ асра юлать - ăнланмалла. Çапах та тупăшу-уявра «йĕтес туртнине» палăртаятăн-и?

- Раççей Патшалăх Думинче йĕркеленĕ «Раççей Федерацийĕн чĕлхе политики: паянхи лару-тăру тата пуласлăх» çавра сĕтеле хутшăннине палăртăттăм. Депутатсем пире саламлани, çĕнтерÿçĕсене парне пани те савăнтарчĕ - мĕн пытарасси, кăмăллă тухрĕ.

Эпĕ хула тата республика шайĕнчи конкурссене яланах хутшăннă. Опыт пур. Раççей шайне вара тухманччĕ-ха. Мус­кав питĕ шиклентерчĕ тесе каламастăп. Тĕп хулара пире Раççей Президенчĕ патĕнчи ЧР полномочиллĕ представителĕ Леонид Валерьевич Волков кĕтсе илчĕ. Çакă та кăмăла уçрĕ, конкурсра хастар пулма хистерĕ. Питĕ пысăк тав ăна.

- Çĕнтерÿçĕсенчен чи маттурри кам пулчĕ?

- Конкурс 7-мĕш хут иртрĕ терĕмĕр. «Кĕмĕл перо» гран-прие вара пĕрремĕш хут вырăс чĕлхипе литератури учителĕ тивĕçрĕ: Омск облаçĕнчен килнĕ Лариса Иващенко, ялти шкулта вĕрентекен. Лезгин чĕлхипе литературине вĕрентекен Шамсудин Магамдаров ?Дагестан Республики% тата вырăс чĕлхипе литература учителĕ Мадина Ганжиева ?Ингуш Республики% 1-мĕш вырăн йышăнчĕç. Манпа пĕрле 2-мĕш вырăна пушкăрт чĕлхипе литературине вĕрентекен Зульфия Баягулова, осетин чĕлхипе литературине вĕрентекен Ляна Гагиева тивĕçрĕç.

Малалла детектив еккипе кайăпăр. Ирина Диарова - вут-хĕм сапса тăракан пике. Шывра та путмасть, вутра та çунмасть, пур ĕçре те пултарать. Раççейре пысăк ăнăçу тунă Ирина-Илемпие тÿрĕ кăмăл йышăнăвне çыртарар-ха.

Пĕрремĕш йышăну. Раççей шайĕнчи тупăшура маншăн тутарсем, пушкăртсем, калмăксем чуна çывăхрах пулчĕç. Тутарла темиçе сăмах та вĕрентĕм Мускавра!

Иккĕмĕш йышăну. Эпĕ мĕн кăна юратмастăп пурнăçра! Вулама питĕ кăмăллатăп. Чи килĕшекен кĕнеке - «Ĕмĕр сакки сарлака». Юрлама-ташлама та хавас. Сцена пултарулăхĕ енĕпе ял клубĕ шайĕнчен иртсе кайнă ĕнтĕ. Хама профессионал теместĕп, çапах халăх умĕнче юрлас ĕмĕт те, кăмăл та пур.

Виççĕмĕш йышăну. Манăн яланах учитель пулас килнĕ. Хама урăх ĕçпе ĕçлекен çын пек шухăшлама та пултараймастăп. Урăх ĕçпе ĕçлеймен те пулăттăм - ку тĕрĕс.

Тăваттăмĕш йышăну. Вăрттăн шухăш-туйăм та пур манăн: шкул пурнăçĕн асамне путнăскере, ачасем те хама юратаççĕ пуль тетĕп. Чуна парса ĕçленине туяççех ĕнтĕ. Хулара чăваш чĕлхине вĕрентме çăмăл мар. Темле пулсан та - ачасемпе вăрçăнма тăрăшмастăп. Кашни ачан чунне ăнланма вĕренмелле. Нумайăшĕн ашшĕ-амăшне те паллатăп. Çыхăну та тытатпăр.

- Çемьепе те паллаштарар вулакансене.

- Эпир - виççĕн. Мăшăрăм Сергей ятлă. Вăл Елчĕк районĕнчи Шăмалакран, спортсмен. Чупассипе, йĕлтĕрпе тата велосипедпа ярăнса тупăшассипе ытларах тăрăшать. Хальхи вăхăтра Санкт-Петербургра ĕçлет. Пирĕн ывăла Федор тесе чĕнеççĕ, ятне аслашшĕне сума суса панă. Федя 4-мĕш класра вĕренет. Спортпа туслă - самбо секцине çÿ­­рет. Çемье маншăн - пурнăç çуначĕ.

- Тăван халăхăн чи пĕлтерĕшлĕ хакĕсен кĕске списокне туса пăхар-ха.

- Чăн малта - тăван чĕлхе. Вара - юрри-ташши. Малалла - тĕрри, тумĕ, историйĕ. Ытти хаксем вара мĕнлисем - кашнин тĕнче курăмĕнчен, чунĕнчен килет. Эпĕ каланисем - никĕслисем.

- Чăваш пурнăçĕнче кирлĕ хаксен шутне тата хăшĕ­­­сене кĕртен/

- Архитектура евĕрлĕхĕ, халăх кун-çулĕпе çыхăннă мăнаçлă палăксем. Тăван çĕре юратма çĕнĕрен вĕренмелле - манса пыратпăр, мĕн пытарасси. Чăвашлăх тетпĕр, унăн культурине вара ÿстерместпĕр. Чăвашлăх - хамăр ял мар, паянхи пурнăçа тивĕçтермелли шай. Ачасене тăван чĕлхене юратма, хисеплеме вĕрентесси те уксахлать. Тĕрĕссипе, паянхине тивĕçтерекен хаксем те пит аталанмаççĕ Рес­публикăра. Тĕп тĕллев вара - ыранхи куна юрăхлă ытар хаксене пурнăçа кĕртесси. Эпир вăхăт ыйтăвĕнче ĕлкĕрсе пыраймастпăр. Çакă вара - хăрушă.

 

Владимир СТЕПАНОВ калаçнă

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.