Комментари хушас

29 Кăрлач, 2014

Ырă тĕслĕх

2013 çул пирĕн республикăри физкультурăпа спорт аталанăвĕн историне яланлăхах кĕрсе юлĕ. Раççей Федерацийĕн регионсен хушшинче пĕлтĕр ирттернĕ конкурсра Чăваш Ен пуçласа пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Раштав уйăхĕн варринче РФ физкультурăпа спорт министрĕ В.Мутко «Раççей регионĕ» кубока тата ытти наградăна Чăваш Ен Пуçлăхне М.Игнатьева пачĕ.

Пĕлтерĕшлĕ çак çитĕнÿре республика ертÿçисен - Михаил Игнатьевпа ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн Юрий Поповăн - тÿпи çав тери пысăк. Иккĕшĕ те вĕсем ачаранах спортпа туслă. Çитĕнекен ăрăва халĕ те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Кăрлач пуçламăшĕнче Пĕтĕм Раççейри спортпа сывлăх вунă кунлăхĕ иртрĕ. Шупашкарти хĕллехи спорт центрĕнче йĕркеленĕ уява Михаил Васильевич çемйипе хутшăнчĕ. Хăй вăл пилĕк çухрăмлă дистанцире палăрчĕ.

Кăрлач уйăхĕн варринче Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕн çĕнелнĕ манежĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика енĕпе Пĕтĕм Раççейри ăмăртусем иртрĕç. Унта çамрăк спортсменсемпе пĕрле тĕнчипе паллă атлетсем те хутшăнчĕç. Михаил Васильевичăн тĕп парнине чи малтан çак хулари Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен, Европăри çамрăк çăмăл атлетсен чемпионачĕн призерĕ Екатерина Блескина çĕнсе илчĕ. 20-ри пике 60 метра барьерсем урлă 8,41 çеккунтра чупса тухрĕ, республика рекордне çĕнетрĕ, Раççей чемпионатне кайма путевка çĕнсе илчĕ. Тĕрлĕ дистанцире чупса ăмăртассипе тата хăвăрт утассипе Шупашкар районĕнчи Александр Новиков, Патăрьелпе Елчĕк тăрăхĕсенчи Кирилл Фроловпа Ирина Юманова, Ольга Николаевăпа Зинаида Антонова, Тăвай пики Надежда Макеева, Муркаш районĕнчи Вера Васильева, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн агрономи факультечĕн студентки Елена Горшкова тата Олимп резервĕсен училищинче вĕренекенсем малти вырăнсене йышăнчĕç.

Чăваш Республикин парламенчĕн спикерĕ Юрий Попов Елчĕк районĕнчи Лаш-Таяпари вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех кире пуканĕ йăтма пуçланă. Физкультура учителĕ А.Кондратьев ертсе пынипе вăл юлташĕсемпе пĕрле республикăри ăмăртусене хутшăннă. 1977 çулта вун ултă çулти Юрий Попов Чăваш Ен чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ, тепĕр икĕ çултан вара Лаш-Таяпа каччи Калининград облаçĕнче ирттернĕ ăмăртура «РСФСР спорт мастерĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. 1980 çулччен çĕр-шывра кире пуканĕ йăтассипе унран çамрăкрах спорт мастерĕ пулман.

Юрий Попов парнисене илессишĕн 2012 çултанпа Атăл тăрăхĕнче çак енĕпе уçă турнир йĕркелеççĕ. Пĕлтĕр Елчĕкри «Улăп» спорт керменĕнче иртнĕ турнирта пĕрремĕш вырăна Юрий Алексеевич ентешĕсем йышăнчĕç, куçса çÿрекен кубока тивĕçрĕç. Малти вырăнсене çавăн пекех Йĕпреç, Тăвай, Патăрьел районĕсен, Шупашкар тата Канаш хулисен, Чĕмпĕр облаçĕн, Мари Республикин атлечĕсем тухрĕç.

Виççĕмĕш уçă турнира Вăрнар поселокĕнче ирттерме палăртнă. Кăçалхи ăмăртусене пăхаттирсем Питĕр хулинчен тата çĕр-шыври çичĕ регионтан хутшăнаççĕ.

Петр СИДОРОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.