Комментари хушас

21 Нарăс, 2015

Пасар - пасарах: пĕрне пуйтарать, теприне...

Икĕ эрне каялла республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти суту-илÿ предприятийĕсене çитсе килнĕччĕ. Унтанпа лару-тăру улшăннă-и? Хаксем çав шайрах-и е тата хăпарнă-и? Çак ыйтусем кăсăклантарнăран Пуçлăх çÿренĕ предприятисене тепре кайса килме тĕв турăмăр.

Гагарин урамĕнчи Тĕп пасара çитсен Михаил Васильевич чи малтан çăкăр киоскĕ умĕнче чарăннăччĕ те - эпĕ те çав тĕлтен лăпкăн иртсе каяймарăм. Тин çеç пиçнĕскерне ыйтрăм та: "Пирĕн ирхи кăна", - терĕç хыттăнрах. Юрĕ-ха, кăнттамлăха хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ эпир. Ăнлантăм, вĕсен малтан "киввине" сутса пĕтермелле. Юрĕ, тепĕр тесен, кăпăшка та çемçе çăкăра çиме те хушмаççĕ, хытса кайни усăллăрах. Вăт, темиçе çĕртен çурăлнă çатăркана чиксе пани тем тесен те килĕшмерĕ. Хирĕç сăмах чĕнсе вĕсен кăмăлне те, хамăнне те пăсас килмерĕ. "Дарницкий" текеннине 21 тенкĕпе туянтăм.

Михаил Васильевич иртнинче суту-илÿ речĕсен хушшипе çÿренĕ май тăварланă купăста, чечексен хакĕпе кăсăкланнăччĕ те - çав сентресем патне те çитсе килтĕм. Купăстан пĕр килограмĕ малтанхи пекех - 100 тенкĕ. Ÿстермен те, чакарман та ăна. Çветтуй Валентин кунĕ пулнăран-ши - чечек патĕнче çын йышлăччĕ. Каччăсем пикесем валли тăрăшсах хитре кĕлчечексем суйлатчĕç. Эпĕ те интереслентĕм, Голландирен кÿрсе килнĕскерĕн пĕр çыххи - 1 пин тенкĕччĕ.

Икĕ эрне каялла Михаил Васильевича пасарта хуратул кĕрпи хакĕ кăсăклантарнăччĕ, Владимир Аврелькин министр 40 тенкĕпе туянма пулнине палăртнăччĕ, анчах та тупса парайманччĕ. Халĕ те 56-60 тенкĕлĕххи кăна куç тĕлне пулчĕ. Рис кĕрпи - 49-52, вир кĕрпи - 32 тенкĕ.

Пахчаçимĕç речĕсен хушшипе те утса тухрăм. Купăста -35, çĕрулми - 30, сухан - 37 тенкĕ.

Пасарта тăпăрчă сутакан сахал. Пуçлăх хаксемпе кăсăкланса çÿренĕ вăхăтра ăна 180-200 тенкĕпе туянма пулатчĕ. "Илĕр, илĕр, çак самантпа усă курăр - халь йÿнетнĕ", - тесе ахальтен каламарĕ иккен ун чухне Михаил Игнатьев. Сутуçăсемпе калаçнă май хăшĕсем темиçе ĕне усранине палăртрĕç те - Михаил Васильевич вĕсене ырă сунса тав турĕ. Хальхинче ялтан илсе килнĕ тăпăрча туянас терĕм те, Муркаш тăрăхĕнчен килнĕ хĕрарăм пĕр килограмшăн 250 тенкĕ ыйтрĕ. Тĕлĕнсе пăхрăм-ши ун çине: "Халь ĕне тытма çăмăл мар, хĕрачи. Çулла кĕтÿ çÿретме ялсенче вырăн та юлмарĕ. Ак типĕ çитсенех йÿнелет, çавăн чухне туянăр", - сăмах пуçарчĕ манпа. "Республика Пуçлăхĕ умĕнче ним мар 180 тенкĕпе йăттарса яма хатĕрччĕ те, халь шел-им тата?" - терĕм те, хĕрарăм тÿрре тухма тăчĕ. "Çук-çке, ун чухне те 200-пе паратпăр терĕм-иç", - тавлашма пуçларĕ хайхи. Юнашар çу сутса тăраканни ман çине чеен пăхкаласа илчĕ-ха, эпĕ пăрăнса утнине курса вăл та пуçтарăнма тытăнчĕ. Чĕрĕ те йăрă кинеми часах мана хăваласа çитсе хулран тытрĕ. "Ан ĕнен унашкал спекулянтсене, суйрĕ вăл сана, хăй ĕне те тытмасть. Ирхине ялтисенчен 150 тенкĕпе туянса юлать те кайран 250 тенкĕпе ярăнтарать. Ух, улталанине чăтма пултараймастăп", - пĕр вырăнта тăпăртатса илчĕ хайхискер. Тахăшне ĕненмелле ĕнтĕ. Тĕрĕслĕх шыраса çÿре кунта. Пасар пасарах çав, пĕрне пуйтарать, теприне çука хăварать.

Тăпăрчă сутнă çĕртех ял çăмарти те туянма май пур. Ăна 90 тенкĕпе /теçетке/ сĕнеççĕ. Чăх-чĕп фабрикинчен кÿрсе килнисем - 60-70 тенкĕ.

Пуçлăхпа çÿренĕ май аш-какай хакĕ йÿнелнинчен тĕлĕннĕччĕ. Пăру шăмăсăр ашне те 300 тенкĕпе сĕнетчĕç ун чухне. Хальхинче 400 тенкĕ ыйтрĕç, илсен 380-па парса яратпăр терĕç. Ун чухне пур какай çинче те хак ярлăкĕсем пурччĕ, халь хăш-пĕр тĕлте çеç асăрхарăм. Сентре умĕнче шурă калпаклă, шурă саппунлă чипер майрасене те курмарăм. Уяв тумне сентре айĕнче тытаççĕ-мĕн, ăнсăртран "пысăк хăна" килет тенине илтсен йăпăр-япăр тăхăнса яраççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, ĕне ашне 200-380-па, сыснанне 200-380 тенкĕпе туянма май пур.

"Уйрăм çынсен продукцийĕ те, хуçалăхсен ашĕ те пур кунта. Эпир хаксене ытлашши хăпартаймастпăр, мĕншĕн тесен хамăра та йÿнĕпе кÿрсе памаççĕ. Уйрăм хуçалăхсен, фермерсен чĕртаварĕ чылай хакланнă", - ăнлантарчĕ кунта суту-илÿ вырăнĕ тытса тăраканскер. Çапах та республика Пуçлăхĕ килессине пĕлсе цифрăсене какай патĕнче уйрăмах ятарласа улăштарни сисĕнчĕ. Эрне маларах пачах урăх хаксемччĕ.

Тĕп пасартан тухнă хыççăн "Пуçлăх çулĕпех" "Магнит" сечĕн Энгельс урамĕнчи пысăк лавккине çул тытрăм. Шупашкар эрехĕ ыттисенчен самай йÿнĕреххипе кăмăллă юлнăччĕ Михаил Игнатьев. "191 тенкĕ те 90 пус" тăракан чăваш эрехне уйрăммăн темиçе ещĕк купаласах лартнăччĕ. Икĕ эрне хушшинче хаксем кунта та каялла хăпарма ĕлкĕрнĕ - чăваш эрехĕ 220 тенке çитнĕ. Кам пĕлет, тен, ярлăксенчи хаксене республика Пуçлăхĕ "Магнитран" тухса кайсанах улăштарнă? Сентресем çине: "Чăвашăнне туянăр", - тесе çырса çапнине те курмарăм - таçта çĕтнĕ? Малтан вĕсем эрех, сĕтпе çăкăр çÿлĕкĕсен тĕлĕнче пурччĕ. Лавкка палăртакан хушма хак 3-5% кăна пулин те Чăваш Ен предприятийĕсемех сĕте расна хакпа сутнине тĕлĕнерех палăртнăччĕ Пуçлăх. Сĕт хутаçĕсене ятарласа тыткаласа пăхрăм - унăн хакĕ халĕ малтанхи пекех тĕрлĕрен.

Юлашкинчен Трактор тăвакансен проспектĕнчи "Сахарок" лавккана та кĕрсе тухрăм. Пуçлăх чăваш эрехне хаклăрах тенĕччĕ те, халь те нимĕн чухлĕ улшăнман: 220-230 тенкĕ. Ытти çĕрте, çавăн пекех "Магнитра" та, сахăр хакĕ 56-57 тенкĕ, кунта вара пылак çимĕçĕн 1 килограмне 49 тенкĕ те 90 пуспах туянма май пур. Кунтан йÿнĕреххине урăх нихăш лавккара та асăрхамарăм. Пасарта 52 тенкĕччĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, лавккасенче ассортимент пуян, анчах та - йÿнĕ мар. Тĕрлĕ çĕрте хак тĕрлĕрен. Сăмахран, пасарта çăкăра 21 тенкĕпе, "Магнитпа" "Сахарокра" 17-18 тенкĕпе туянма пулать. Сĕт те çавнашкалах: пĕрешкел пахалăхлин хакĕ 10-12 тенкĕ уйрăлса тăрать. "Халăх лавккана сахал çÿреме пуçларĕ, малтанхи пек мар. Çынсем мĕн çисе пурăнаççĕ-ши? Хаклă пулнăран сыр, тăпăрчă, улма-çырла туянма пăрахрĕç", - терĕç сутуçăсем.

Сăмах май. ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем лавккасенчи хаксен мониторингне волонтер мелĕпе ирттерме калаçса татăлнă.

Волонтерсем куллен кирлĕ чи йÿнĕ тавар сутакан лавккасене тупса палăртĕç, вĕсене халăха пĕлтерсе тăрĕç. Пĕтĕмĕшле информацие эрнесерен ведомство сайчĕ çине вырнаçтарма палăртаççĕ.

Пуçлăх йĕрĕпе Елена АТАМАНОВА çÿренĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.