Комментари хушас

27 Нарăс, 2015

Çул укçи пысăкланать

Хаксем ахаль те пысăклансах пынă, ĕç укçи вара çав шайрах юлнă чухнехи условисенче ку хыпар, паллах, кăмăллăскер мар, анчах ăна пĕлтермех тивет: пассажирсене илсе çÿрекен транспортпа çÿремелли хаксем те ÿсеççĕ. Республика Правительствин юнкунхи ларăвĕнче ку тема тĕп ыйтусен шутĕнче пулчĕ.

Ыйту çивĕчлĕхне, паллах, Министрсен Кабинетĕнче те ăнланаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Иван Моторин премьер та, ларăва ертсе пынăскер, çаплах каларĕ: «Тема - социаллăскер, çавăнпа та халăх хушшинче тивĕçлĕ ăнлантару ĕçне йĕркелемелле».

ЧР Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова пĕлтернĕ тăрăх - пассажирсене илсе çÿрекен предприятисем хăйсен тарифĕсене халичченхи шайрах хăварсан тăкаклă ĕçлессипе сăлтавласа хаксене пысăклатма ыйтнă. Ÿстермесен, калăпăр, Шупашкарти троллейбус управленийĕ кăçал 124 млн тенкĕ тăкак тÿсет-мĕн, Чăвашавтотрансшăн çакă 184 млн тенке кайса ларĕ. Тепĕр енчен, Чăваш Енре çулçÿрев хакне пĕлтĕр пысăклатман, çав вăхăтрах инфляци 10,9% танлашнă. Потребитель хакĕсен ÿсĕмĕ 12,5% пулнă. Эппин, пысăклатмаллах... Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.