Комментари хушас

7 Пуш, 2015

Кĕмĕл çĕрĕ хуралчĕ

Эпĕ питĕ кĕмĕл эрешсем юрататăп. Ĕлĕк вĕсене яланах çăвăнмалли гельпе е шăл пастипе тасатаканччĕ. Манăн çĕрĕ палăрмаллах хуралчĕ, эпĕ ăна хальхинче те ытти чухнехи пекех тасатрăм, анчах тепĕр эрнерен вăл каллех тĕссĕрленчĕ. Тен, эсир мĕн те пулин сĕнетĕр?

СВЕТЛАНА В.

Шупашкар районĕ.

Кĕмĕле тасатма йывăрах мар. Çак мелсемпе усă курса пăхма пултаратăр, çĕррĕр йăлтăртатса тăракан пулĕ.

  • Çĕрре пĕр сехетлĕхе нашатырь спирчĕпе вĕри шыв хутăшне /1:1 шайлашупа/ ярăр. Хутăш сивĕнсессĕн çĕрре кăларăр та замшпа е çăм пусмапа сăтăрăр.
  • Нашатырь спирчĕ вырăнне апат содин хутăшĕпе те усă курма пултаратăр. 2 чей кашăкĕ апат содине 0,5 стакан вĕри шывра ирĕлтерĕр, çĕрре темиçе сехетлĕхе çав хутăша ярăр.
  • Кĕмĕл тасатмалли тепĕр мел те пур. Апат содинчен, шăл пастинчен тата нашатырь спиртĕнчен пăтă хатĕрлĕр. Çĕрре çак хутăшпа витĕр, пусмапа е çемçе щеткăпа хуллен сăтăрса тасатăр.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.