Комментари хушас

21 Пуш, 2015

Вăйă вăхăтĕнче миллионера çаврăнатпăр

"Шупашкарта аттракционсем ĕçлеççĕ-и? Ачана уяв туса парас килет", - шăнкăравлать ялта тĕпленнĕ юлташ. "Укçуна ытларах хатĕрле. Таçта та ачан кăмăлне тупма пулать", - терĕм ăна.

Кану паркĕсенче халăх яланхи пекех йышлă. Пĕр, икĕ, виçĕ ачаллă çемьесем куç тĕлне пулаççĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмри пепкесем валли вылямалли, ярăнмалли вырăнсем йĕркелеме тăрăшни паха. Мĕн пытармалли, пушă вăхăта ачасен савăнса-кулса ирттерес килет.

А.Г.Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕ çĕнелсе улшăннине палăртма кăмăллă. Пирĕн хулара уйрăм зоопарк çук, çавăнпах çакăнта чĕрчунсен кĕтесĕ уçнине ырламалла çеç. Унта, паллах, ачасене интереслĕ. Хулара çитĕнекенсем чăх-чĕп, цесарка, кăвакал патĕнчен кайма пĕлмеççĕ. Качакапа кролике çитерме май пурри те - пĕчĕкскерсемшĕн савăнăç, киленÿ. Çавăнпах чылайăшĕ килтенех купăстапа кишĕр илсе пырать. Кунти чĕрчунсем алла хăнăхнă.

Пăлан та çынсенчен хăрамасть. Тилĕпе пăсара çеç йăвисенчен тухасшăнах мар. Çынна курсанах канлĕх çухатаççĕ. Енот пăралук карта тăрăх хăпарнине, темĕн тĕрлĕ хускану тунине пăхса тăракан нумай. Тепре кайнă тĕле ун валли ятарласах пусма карса панăччĕ. Цирк артистĕнчен пĕрре те кая мар вăл.

Паркра "ватрушкăпа" ярăнмашкăн ятарлă вырăн уйăрнине те палăртса хăварас килет. Ытти çĕрте вара, уйрăмах вăрăм тăвайккире, ÿксе аманас хăрушлăх пысăк. Эпир, сăмахран, хулари вăрман çывăхĕнчи çырмара йĕлтĕрпе, çунашкапа ярăнса хĕл иртнине те сисмерĕмĕр. Унта та "ватрушка" туртса тухатчĕç. Хытах ÿксе макăракансене мĕн чухлĕ шелленĕ. Вĕсем кăштах лăпланатчĕç те каллех çав хатĕр çине хăпарса ларатчĕç. Тăвайккинче кунĕпех ача-пăча татăлмарĕ.

Анчах ачасемпе киленÿ кăна шыраса çÿренипе хырăм тăранмасть. Акă, тĕслĕхрен, Шупашкарти Дорисс-паркри кану лаптăкне 7-8 çул каялла хăтлăлатрĕç. Мĕнле кăна аттракцион лартса тултармарĕç пуль унта. Тĕрлĕ ÿсĕмри ачасене илĕртрĕ çак вырăн. 3 минута тăсăлакан киленÿшĕн кашнинчех 80-100 тенкĕ кăларса хумашкăн нумайăшĕн вăй çитеймесси паллă. Кăштахранах аттракцион тĕнчи хупăнчĕ. Халĕ тахçан ача-пăча сассипе тулнă вырăн пушă.

Шупашкарти йăпанăç центрĕсем те - ывăлсемпе хĕрсем килĕштерекен çăтмах. Унта та çемйипех канма, йăлăхса çитичченех выляма пулать. 40, 50, 60 тенкĕ тÿле те - мечĕк пер, машинăпа ярăн, сик, туртăн, чуп. Центр хуçисем ачасене илĕртме пĕлеççĕ. Ÿкерчĕк конкурсĕсем пĕлтереççĕ, асăнмалăх парне параççĕ.

Пĕлĕш калашле, ачасене хутран-ситрен уяв йĕркелесе пама та юрать. Вăл та тĕпренчĕкĕсене чун каничченех каруççельпе ярăнтарчĕ.

Пире те, шăллăмпа иксĕмĕре, анне кашни çулах ялтан хулана цирк курма, каруççельпе çаврăнма илсе килетчĕ. Пĕрре çапла темиçе çемье пуçтарăнса Шупашкара çитрĕмĕр. Куллен пĕрле вылякан тантăш паркри пĕчĕк машинăран тухасшăн пулмарĕ. Ăна киле илсе каясшăн та урама тĕксе тухасшăн. Аслисем çав хатĕр каруççель пайĕ пулнине темччен ăнлантарчĕç. Ашшĕ-амăшĕ ачишĕн, чăн та, укçа шеллемест. Кайран ăна урамра ярăнмалли машина та илсе пачĕç. Унăн рулĕ умне эпир пурте ларса пăхнă.

Ачасен кăмăлне тупма лавккара тетте суйлатпăр. Эпир кăна мар - пурте илеççĕ. Пахалăхлине туянас килет те... "Лайăххи хаклă", - теççĕ тÿрех сутуçăсем. Ăна хамăр та пĕлетпĕр. Машина пуçтармалли конструкторшăн - сахалтан та 700-800, пуканешĕн 800-1000 тенкĕ кăларса хума тивет. Сĕтелçи вăййи илме шухăш тытрăмăр. Ачасене "Банк" ятли килĕшрĕ. Курупкăна уçрăмăр та - купи-купипе укçа тухса выртрĕ. Тенкĕ те, евро та, доллар та пур унта. Пинĕ-пинĕпе тата - шутласа кăларма çук. Вăйă вăхăтĕнче пурте миллионера çаврăнатпăр...

Мĕн тăвăн - юрататпăр эпир ывăлăмăрсемпе хĕрĕмĕрсене. Вĕсен ачалăхне çутă тĕссемпе сăрлама тăрăшатпăр. Тĕпренчĕксем кăна çакна пĕчĕкренех хаклама вĕренччĕр, пĕлччĕр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.