Комментари хушас

21 Пуш, 2015

Паттăрлăх урокĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе кăçал 70 çул çитет. Вăрçă тата тыл ветеранĕсене уява йыхравласа чысласси йăлана кĕрсе пырать.

Çак эрнере Шупашкарти медицина колледжĕн студенчĕсем те сумлă хăнасемпе тĕл пулчĕç.

Иван Язвинский 17 тултарсан 1944 çулта повестка илет. 1951 çулта çеç демобилизациленет. II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе, "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн" медальпе тата ытти наградăпа чысланă ăна.

- 70 çул мĕн тери хăвăрт иртрĕ. Эпĕ те ун чух çамрăкчĕ, малтан пехотăра пултăм. Каярах училищĕре вĕрентсен хĕсмете Севастополе карап çине ячĕç, - аса илчĕ Иван Илларионович.

Идрис Файзулин 1944 çулти çу уйăхĕнчен пуçласа Беларуç фронтĕнче çапăçнă. Ил-2 самолетпа вĕçнĕ, радист пулнă. Берлина ирĕке кăларнă çапăçусене те хутшăннă. Ветеран кăкăрне паян Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, "Варшавăна ирĕке кăларнăшăн", "Берлина илнĕшĕн" тата ытти медальсем илемлетеççĕ. Идрис Фатахович пухăннисен умĕнче Николай Симоновăн вăрçă çинчен çырнă сăввине вуларĕ.

Мария Кожевникова та унран юлмарĕ. Тинĕс-çар флотĕнче пулнăскер хĕр моряксене мухтаса юптарнă сăвăпа паллаштарчĕ.

- Çар комиссариатне чĕнтерчĕç те 2 сехетрен фронта каймаллине пĕлтерчĕç. Çапла сывпуллашрăм 1942 çулхи майăн 23-мĕшĕнче çуралнă кĕтеспе. Унччен Сăр хĕрринче окопсем сахал мар чавнă, хÿтĕлев хатĕрленĕ. Тăшман Мускав патне çывхарнă май 40 градуслă сивĕре те хĕлĕпе окоп чаврăмăр. Унтан таврăнсан та килте пурăнма май килмерĕ. Малтанах виçĕ уйăх винтовкăран пеме вĕрентрĕç. Каярахпа çар чаçĕсем тăрăх салатрĕç. Тинĕсре çÿреме тиврĕ манăн. Киле 1945 çулхи раштавра çеç таврăнтăм эпĕ, - аса илчĕ Мария Алексеевна. - Сирĕн ĕмĕрте нимĕнле вăрçă та ан пултăрччĕ. Тăван çĕршыва хÿтĕлемелле, юратмалла, мухтамалла, - ырă сунчĕ 93 çула кайнăскер.

Хастар хĕрарăма II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе, "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн" медальпе тата ытти наградăпа чысланă.

Ветерансене ЧР сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Галина Германова саламларĕ, Шупашкарти хула стоматологи поликлиникин тĕп тухтăрĕ Владимир Викторов ырă сунчĕ.

Уявра медицина колледжĕнче ăс пухакансем илемлĕ юрри-ташшипе савăк кăмăл кÿчĕç.

 

Татьяна НАУМОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.