Комментари хушас

31 Пуш, 2015

Çĕнтерÿçĕсене чысларĕç

Юлашки вăхăтра çине-çинех спектакль пăхма тÿр килчĕ. Театр искусствин «Чĕнтĕрлĕ чаршав» республика конкурсĕн жюри членĕ пулнă май унта тăратнă ĕçсемпе паллашрăм. Пĕр пытармасăр калатăп: хушма ĕç мана пĕрре те «йывăра» килмерĕ. Пачах урăхла, театр кунçулĕ, унăн пархатарлă ĕçĕ тата çывăхланчĕ, артистсем тăвакан асамлă тĕнче ытларах та ытларах тыткăнларĕ. Чăваш патшалăх академи драма театрĕнчи «Синкерлĕ шăпа» спектакле пăхрăм-и, Пукане театрĕнчи «Спящая КАРсавица» юмахпа паллашрăм-и, Оперăпа балет театрĕнче «Нарспи» оперăпа килентĕм-и, Вырăс драма театрĕнче «Бабочка...Бабочка...» ĕçпе чуна çĕклентертĕм-и - кашнинчех чăн пурнăçри пек савăнтăм та, кулянтăм та, куççуль те кăлартăм. Мĕншĕн çапла вăл театр? Пире хавхалантарать те, макăртать те. Тĕп вăрттăнлăхĕ çакăнта пулĕ: тымарĕсем пирĕн хушăра. Пире мĕн канăçсăрлантарать - çав ыйтусенех хускатать вăл.

Республикăри театрсен «Чĕнтĕрлĕ чаршав» 16-мĕш конкурсне яланхи пекех Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕнче - мартăн 27-мĕшĕнче - пĕтĕмлетрĕç, çĕнтерÿçĕсене чысларĕç.

Кăçалхи уява Вырăс драма театрĕнче паллă турĕç. Унта артистсемпе режиссерсем, спектакльсене илемлетекенсем çеç мар, куракансем те хутшăннинчен тĕлĕнме кирлĕ мар пулĕ. Вĕсемсĕр сцена ăстисен ĕçĕн малашлăхĕ вăрăм марри паллă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.