Комментари хушас

31 Пуш, 2015

Çĕнĕ ĕмĕрти театр. Мĕнле пулмалла вăл?

Чăвашра театра çÿреме юратнине çак кăтартусем аван çирĕплетеççĕ: 2012 çулта патшалăх театрĕсене 360783 çын çитсе курнă пулсан, 2014 çулта - 375066 çын. Вĕсенче мероприятисем ирттересси те сисĕнмеллех ÿссе пырать: иртнĕ çул, 2012 çулпа танлаштарсан, 161 спектакль ытларах кăтартнă. Репертуар пирки çакна каламалла: çулленех сцена çине 20 ытла çĕнĕ спектакль тухать.

Театрсене укçа-тенкĕпе тивĕçтересси те йĕркеленсе пырать: виçĕ çул каялла республика бюджетĕнчен 180635,3 пин тенкĕ уйăрса панă пулсан, пĕлтĕр - 213134,9 пин тенкĕ. Çак кăтартусем республика ертÿлĕхĕ театр ыйтăвне куçран вĕçертменнине палăртаççĕ. Апла пулин те проблемăсем те çук мар-ха. Шăпах вĕсене татса парасси çинчен калаçрĕç те Пĕтĕм тĕнчери театр ĕçченĕсен кунĕ умĕн К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ирттернĕ «çавра сĕтелте». Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.