Комментари хушас

4 Ака, 2015

Вăтанман - вĕрÿçĕ, ÿркенмен юмăçă пулнă

Çамрăк чухне кам юмăç ярса курман-ши? Ача чухне Раштав умĕн çурçĕр иртсен урама тухса хапха урлă кăçатă ывăтаттăмăр, пиçиххи пăрахаттăмăр. Упăшка мĕн сăнлă пулассине пĕлес тесе витене кĕрсе сурăх ури те тытнă. Шурри - сарă каччăна, хури - хураскерне пĕлтернĕ. Студент чухне общежитире те тус-тантăшпа пĕрле юмăç янă. Пулас мăшăр ятне, хăçан качча каяссине, миçе ача çуратассине пĕлме ĕмĕтленнĕ. Çынна шăпа вăрттăнлăхĕсем ялан илĕртеççĕ çав. Çамрăк чухне тата темĕн те пĕлесшĕн çунни канăç памасть. Уйрăмах йывăр вăхăтра лайăххине шанас килет.

Ахаль чухне çакă ача вăййи пек кăна туйăнать. Хуйхă пуссан нумайăшĕ юмăçран пулăшу ыйтма васкать. Йывăр чирлĕ çын больницăран тухсан ытларах чухне чиркĕве те мар, юмăç патне утать. Çыннăн мĕне е кама та пулин ĕненсе чунне йăпатмалла-çке. Пирĕнтен чылайăшĕ хăйĕн ĕмĕрĕнче пĕрре те пулсан юмăç патĕнче пулнах. Турă мĕн çырнине пĕлес, ăнланмалла мар пулăмсене уçса парас килет-çке.

Икĕ çул каялла хуларан килне таврăнма тухнă хамăр ял хĕрĕ кăнтăр кунĕнчех çухалнăччĕ. Çу тăршшĕпе ăçта кăна шырамарĕç-ши ăна? Юмăçсем патне те çÿрерĕç. Вĕсенчен пĕри хуларан аякра мар вырнаçнă аслă çул хĕрринчи вăрманта шырама хушнă. «Тупаймасан хам пыратăп, хĕр виллин тĕлне кăтартатăп. Сăнÿкерчĕк çак вăрмантан аяккалла ямасть мана», - тенĕ. Туратран çакса хăварнăскерне чăн та çав вырăнтах тупрĕç. «Юмăç каламан пулсан унта кайса пăхăттăмăр-и?» - йĕчĕç шыраса ывăннă, хуйхăпа хуçăлнă çывăх çыннисем.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче юмăç таврашĕ пушшех те нумайланчĕ. Хаçата уçнă-уçман «упăшкăра тавăратăп, çавăратăп, ют хĕрарăмран сиретĕп, савни тупма пулăшатăп» тесе çырни тата ытти пĕлтерÿ тăтăшах куç тĕлне пулать. «Юмăç Пÿлĕх панине те пÿлме пĕлет», - тесе ахальтен каламан пуль çав ĕлĕк. Юлашки çулсенче суя юмăçсем çумăр хыççăнхи кăмпа пекех йышланчĕç. Ялсенче те, хуласенче те хунаса пыраççĕ вĕсем. Хăйсен пулăшăвĕсене хаçат урлă кăна мар, Интернетра та сĕнеççĕ. Наталья, Мария, Дарина, Анастасия... Тата мĕн ятли кăна çук-ши? Нивушлĕ çын шăпине пурте витĕр курма пуçларĕç? Вĕсен хушшинче çамрăк та нумай. Ку тупăш илмелли, пуймалли меслет пек те туйăнать. Çынсене улталаса услам тăвасшăн çунаççĕ, юмăç янăшăн укçине самаях илеççĕ. «Юмăç алли ют çын укçине юратать», - тенине пĕрре мар илтнĕ асанне-кукамайран.

Финанс кризисĕ пушшех те çĕнĕ йывăрлăхсем çуратать. Ĕçсĕр тăрса юлакансен йышĕ ÿсни савăнтаракан хыпар мар. Хăшĕ-пĕрин парăма татмалла, кредит тÿлемелле, теприн пĕлĕвне малалла тăсассишĕн пысăк укçа кăларса хумалла. Пур ĕçе çухатсан çĕннине тупасси те ансатах мар. Çав вăхăтра юмăçсем патĕнче пулăшу шыракан пайтах. Меллĕ самантпа усă курса ĕçе вырнаçассине, çăмăллăнах пысăк укçа тупассине ĕнентереççĕ суеçĕсем. Статистика кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн, пĕр уйăхра кăна 20 пин ытла çын юмăç патне çул тытать, çурри ытла вара ултав тыткăнне çакланать. Суеçĕсем этем психологине лайăх чухлаççĕ, пулăшу ыйтма килни вара хăех чун ыратнине пĕлтерсе пырать.

Чикансен вăлтине ытларах чухне сусăрсем, çемçе чунлисем, вăй-халсăррисем, йывăр хуйха путнисем, инкеке лекнисем, хÿтлĕхсĕррисем лекеççĕ.

Ыран мĕн пулассине вăхăт хăех кăтартать. Шăпа çырнинчен вара пурпĕр тараймăн. Суя юмăçсен серепине çакланса тĕрĕс çулран пăрăнас марччĕ. «Юмăçа укçа париччен юман кутне пырса тăк», - тесе ахальтен каламан пуль ваттисем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.