Комментари хушас

8 Ака, 2015

Парашютпа сикес килет

Ачаранпах парашютпа сиксе пăхма ĕмĕтленетĕп. Малтан хатĕрленмелле-и?

Александр ВАСИЛЬЕВ.

Шупашкар районĕ.

Парашют спорчĕн инструкторĕсем пĕлтернĕ тăрăх - халиччен сиксе курман çынна тÿрех парашют тыттармаççĕ. Малтан кăштах вĕренмех тивет. Инструкторсем ятарлă тренажерсемпе усă курса самолетран тĕрĕс мĕнле сикмеллине, "ункăна" еплерех туртмаллине тата çĕр çине мĕнле анса лармаллине кăтартаççĕ - çапла пĕр икĕ кун иртет. 14 çултан кĕçĕнреххисене парашютпа сиктермеççĕ. 45 килограмран çăмăлраххисен те çак утăма тума юрамасть. Çул çитменнисен ашшĕ-амăшĕ ирĕк парса хут çырмалла. Парашютпа сикес текенсен медицина справки те илмелле. Чĕре, психика, куç чирĕсемпе /тĕслĕхрен, сетчатка сийленме пуçлани/ аптракансене, нарколог патĕнче шутра тăракансене ирĕк памаççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.