Комментари хушас

11 Ака, 2015

Уçлăха парăнтарнă миçе космонавта ятран пĕлетĕр?

Вячеслав ИЛЬИН, 49 çулта:

- Космонавт тесен, паллах, чи малтан хисеплĕ ентешĕмĕре, чăвашăн мухтавлă ывăлне Андриян Николаева аса илетпĕр. Раççей геройĕ Николай Бударин та чăваш. Улатăр районĕнчен тепĕр космонавт тухнăччĕ, шел, халĕ ятне аса илейместĕп. Паллах, тĕнче уçлăхне пĕрремĕш хутчен хăпарнă Юрий Гагарин ятне илтмен çын тĕнчипе мар, çĕр çинче те çук. Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн Андриян Николаевăн мăшăрне, Совет Союзĕн геройне Валентина Терешковăна та пĕлетпĕр. Гагарин хыççăн вĕçнĕ Юрий Титова та манмастпăр. Ыттисене асăнаймастăп. Паян тĕнче уçлăхне хăпаракансен ят-шывне те палăртаймастăп.

Анастасия НИКИФОРОВА, 11 çулта:

- Шкулта Юрий Гагаринпа, Юрий Титовпа, Андриян Николаевпа, Валентина Терешковăпа, Светлана Савицкаяпа, Алексей Леоновпа паллаштарнăччĕ. Кашнин пирки тĕплĕ ас тумастăп. Вĕсем çинчен хам тĕллĕн тепĕр хутчен пăхса тухма тăрăшăп. Ыттисемпе те кăсăкланăп.

Мария ИЛЬИНА, 77 çулта:

- «Валентина Терешкова качча кайнă чăваша, упăшкинчен хăранипе вĕçсе кайнă космоса» тесе такмаклатчĕç пĕр вăхăтра. Çавăнпах унăн ятне ас тăватăп. Андриян Николаев, паллах, асрах. Урăх калаймастăп та.

Владимир ЗЫРЯНОВ, журналистика ветеранĕ:

- Халĕ космонавтсен йышĕ пысăк, çавăнпа пурне асра тытма çук. Нумайăшне, паллах, ятран каласа тухма пултаратăп. Хăй вăхăтĕнче вĕсен пурнăçĕпе кăсăкланнă. Кашнин пирки ытларах пĕлме тăрăшнă.

Пирĕн ăру ача чухне космонавт пулма ĕмĕтленнĕ вĕт. Эпĕ те çав йышран.

Хамăрăн ентешпе Андриян Николаевпа интервью хатĕрленĕччĕ. Акă йăлтах аса килчĕ, куç умне тухрĕ. Унпа çыхăннă хăш-пĕр самант çинчен вулакансене каласа та кăтартман-ха...

Пирĕн тăрăха космонавтсем тăтăш килсе çÿреççĕ. Хисеплĕ хăнасем кампа тĕл пулнине, ăçта кайнине сăнаса пыратпăр.

Александр ИВАНОВ, 37 çулта:

- Космоса вĕçни хăнăхнă пулăма çаврăнчĕ. Çавăнпах хальхи космонавтсемпе питех интересленместпĕр. Малтанхисене пĕлмесен вара намăс. Гагарин, Титов, Николаев, Попович, Быковский, Терешкова, Комаров, Леонов... Тата калас-и?

Чăваш Республики - виçĕ космонавт çĕрĕ. Андриян Николаева, Муса Манарова, Николай Бударина пирĕн, ентешĕсен, асран кăларма юрамасть.

Надежда АЛЕКСЕЕВА, вĕрентекен, 38 çулта:

- Гагарин, Титов, Николаев, Попович... Пĕтĕмпе вунă космонавта пĕлетĕп. Юрий Гагарин пирки эпĕ ача чухнех нумай вуланă. Вăл "Восток" караппа çĕр тавра пĕр сехет те 48 минут вĕçнĕ. Çулсем иртĕç, ĕмĕрсем хыçа юлĕç, çынсем вăрçă, революци хăçан пуçланнине те манса кайĕç. Анчах та акан 12-мĕшне нихăçан та асран кăлармĕç. Çак кун тĕнче уçлăхне пĕрремĕш хут çын вĕçсе хăпарнă.

Валентина СЕМЕНОВА, бухгалтер, 43 çулта:

- Речĕпе калас пулсан, малтанхи тăваттăшне асăнма пултаратăп. Чăвашран тухнă Манарова, Бударина пĕлетĕп. Юрий Гагарин тĕнче уçлăхне вĕçсе хăпарнă хыççăн космонавта хисеплесе çемьере ача çуралсан ун ятне пама тытăннă. Мана та анне Терешковăна асăнса Валентина ят çыртарнă. Акан 12-мĕшне асран кăларма çук. Шкулта вĕреннĕ чухне уявланисем халĕ те манăçман. Пирĕн отряд унăн ячĕпе хисепленсе тăратчĕ. Космонавтика кунне халалласа хаçат кăлараттăмăр, арçын ачасем ракетăсем ăсталатчĕç.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.