ÇУЛЛАХИ ÇИЧĔ КУНЛĂХ ДИЕТА

24 Утă, 2014

Апат виçесĕр çинипе самăрăлнă çынсем тÿсĕмлĕх çитерсен çуллахи çичĕ кунлăх диетăна пăхăнса начарланма, сывлăха лайăхлатма пултараççĕ. Вăл ансат: кашни кун ирхи, кăнтăрлахи, каçхи апата çак тапхăрта пулса çитекен улма-çырлапа пахча çимĕçе хăвăра кăмăла кайнă пек суйласа çимелле. Диетăна уйăхра 2-3 хут ирттерме юрать.

Тунти кун - пахча çимĕç

Тунти кун - диетăн пĕрремĕш кунĕ. Ăна йывăр апатран пуçламалла мар. Пахча çимĕç уйрăмах вырăнлă.

Пĕр куна вăтамран 1-1,5 килограмм пахча çимĕç /купăста, помидор, кавăн, мăн хăяр, кишĕр, хăяр/ кирлĕ. Ăна темиçе виçене пайласа 5-6 сăтăрккăпа çимелле. Кун пек йывăртарах пулсан 1 процент çуллă 2 стакан кефир ĕçме юрать.

Кунĕпе 2 литртан кая мар шыв ĕçмелле.

Ытлари кун - улма-çырла

Çак кун 1-2 тĕрлĕ улма-çырла кăна çимелле. Шĕвек виçине вара чакармалла: 2 чашăк кофе е чей çителĕклĕ.

Хăвăр килĕштеркен 1-1,5 килограмм улма-çырлана темиçе виçене пйласа пĕр кун хушшинче çимелле.

Хырăм выççи аптратсах çитерсен каçхине 1 стакан кефир ĕçме пултаратăр.

Юн кун - çырла

Кунĕпех - çырла кăна. Хăмла çырли, хурлăхан, хура çырла, йĕплĕ хурлăхан аван. Кунне 3 хут пĕрер стакан васкамасăр, пĕрер çырлан çимелле.

Кун тăршшĕпе шĕвек ытларах ĕçмелле. Шăлан çырли, хурлăхан, хурăн çырли çулçин чейĕ лайăх.

Кĕçнерни кун - турăх

Йÿçнĕ сĕт çимĕçĕсем организмран наркăмăшсене, шлаксене кăларма, япаласен ылмашăнăвне кĕлетке виçине малалла чакармашкăн «хăнăхтарма» пулăшаççĕ.

Кирек хăшне /турăх, кефир, йогурт, ряженка/ суйласа илмелле те кун тăршшĕпе пĕчĕк сыпкăмсемпе ĕçмелле. Анчах сахăр хушнисем юрамаççĕ.

Енчен те хырăм хăй выççине аса илтерсех тăрать пулсан хăйма хушнă çуллă мар тăпăрчă кăштах çиме юрать. Анчах куна йÿçĕтнĕ сĕт çимĕçĕ 1 стакан ĕçнипе вĕçлемелле.

Суйласа илнĕ сĕт çимĕçне укропăн тин юхтарнă сĕткенне 5 апат кашăкĕ хушма юрать. Ку организмран шлаксене лайăхрах кăларма витĕм кÿрет.

Кун тăршшĕпе 2 литртан кая мар газ хушман шыв ĕçмелле.

Эрне кун - пахча çимĕç

Каллех пахча çимĕç кунĕ. Тунти кунри пекех хăвăра килĕшнине суйласа илме пултаратăр. 5-7 сăтăрккăпа çимелле. Шыв 2 литртан кая мар ĕçмеллине ан манăр.

Шăмат кун - çырла

Юн кунхи евĕрлех çырла кунне пăхăнмалла. Кунне 3 хут 1-ер стакан пĕр тĕрлĕ е çырласен хутăшне çимелле. Паллах - ахаль шыв ытларах.

Вырсарни кун - сĕткен

Диетăн юлашки кунĕ - чи йывăрри. Кун тăршшĕпе улма-çырла сĕткенĕ кăна ĕçмелле.

Меслечĕ тĕрлĕрен: яланхи апат вырăнне 2-шер стакан сĕткен ĕçме е шывпа çурмалла хутăштарнă сĕткен ĕçме юрать. Виçе - пĕр куна 2 литр.

Сĕткенпе çеç чăтма йывăр пулсан çăра сĕткен ĕçме пултаратăр. Пан улми сĕткенне - кишĕр тата томат, апельсин сĕткенне кишĕр е кавăн сĕткенĕсемпе хутăштарса ĕçсен те лайăх.

Унсăр пуçне кунне 1 литртан кая мар таса шыв ĕçмелле.

Шута илме: çичĕ кунлăх диета вĕçленсен яланхи апатлану патне таврăнма юрать, анчах тÿрех калориллĕ апат çиме юрамасть. Малтанхи рациона майĕпен хăнăхса пымалла, унсăрăн çухалнă килограмсем питĕ хăвăрт каялла пухăнаççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.