Çулсем юсав кĕтеççĕ

6 Çу, 2020

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев паян ирттернĕ планеркăра транспорт, çул-йĕр аталанăвĕ çинчен тĕплĕ калаçу пулчĕ.

Транспорт министрĕ Владимир Осипов пĕлтернĕ тăрăх, асăннă ĕçсем валли уйăракан укçа ÿссех пырать. Республика тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсен тăршшă 12 пин километртан та иртет. Вĕсен пахалăхĕ лайăх тееймĕн — 70% нормативсене тивĕçтермест. Авари пулма пултаракан, кивĕ кĕперсен шучĕ пысăк — ĕçлемелли пайтах. Çулсем çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтересси çине те алă сулма юрамасть. Аварисенче çынсем вилесси пĕлтĕр чакнă-ха, анчах 2024 çул тĕлне ку енĕпе палăртнă тĕллев тата та çине тăрарах ĕçлеме хистет.

Çулсем тенĕрен, республикăна ку енĕпе пысăк улшăнусем кĕтеççĕ. Чăваш Ен урлă Европа — Хĕвел анăç Китай çулăн 729 километр тăршшĕ Мускав-Чулхула—Хусан сыпăкĕ иртмелле. 4 йĕрлĕ /хире-хирĕç еннелле икшер/, транспорт çÿревĕн сехетри хăвăртлăхĕ 120 километрпа танлашакан магистраль пулмалла. Республикăра çак автотрассăн 94 километр тăршшĕ сыпăкĕ Çĕмĕрле, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Елчĕк районĕсен территорийĕсемпе иртĕ. Строительство ĕçĕсем çывăх вăхăтрах пуçланĕç.

Министр çавăн пекех Шупашкарти транспортăн виççĕмĕш çурма унки пирки те каларĕ. Чăн та, калаçу çул 6 йĕрлĕ пулмалли, 3 кĕпер тата чукун çул урлă каçă тумалли çинчен пĕлтернинчен мала каймарĕ. Проекта пурнăçламалли хак ытла та пысăк — 7 километр тăршшĕ çурма ункă валли 20,5 миллиард тенкĕ кирлĕ. Ĕçе пуçăнасси пирки калама çавăнпа тытăнарах тăраççĕ-тĕр.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

 

Комментари хушас